Комментари хушас

Нумай пулмасть Раççей МЧСĕн ЧР тĕп тытăмĕн ĕçченĕсем Кÿкеçри интернат шкулта «Ыркăмăллăх çулĕпе» акци ирттерчĕç. Унта ытти çулсенчи пекех хăйсен ирĕкĕпе пушара хирĕç кĕрешекенсен регионти ушкăнĕ те хастар хутшăнчĕ.

Мероприяти пуçламăшĕнчех ача-пăчапа çыхăннă массăллă ĕçсене йĕркелеме пулăшнă шкул ĕçченĕсене наградăларĕç. Альбина Васильева вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсене пурнăçлакан директор çумĕ, рисовани вĕрентекен Ольга Мартьянова, кĕçĕн класс учителĕ Валентина Сорокина, Надежда Ефимова воспитатель, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Людмила Григорьева тата математика вĕрентекенĕ Алина Творогова Тав хутне тивĕçрĕç.

МЧС ĕçченĕсем кĕçĕннисемпе хăрушсăрлăх урокĕ те ирттерчĕç. Вăл хаваслă та вĕрентÿллĕ пулчĕ. Чăваш патшалăх Пукане театрĕн труппи лартнă «Бука» спектакль вара пурин кăмăлне те кайрĕ.

Ачасем шкулта ятарлă журнал та кăлараççĕ. Çĕнĕ номере вĕсем «Раççей МЧСĕ - 25 çул, пирĕн туслăх - 22» ятпа хатĕрленĕ. Ăна вĕсем сумлă хăнасене парнелерĕç. Журналăн кашни страницинче çамрăк корреспондентсемшĕн пожарнăйсемпе туслă пулни пĕлтерĕшли палăрать. «Йывăр ĕçе, ывăннине пăхмасăрах çăлавçăсем пире савăнăç кÿме те вăхăт тупаççĕ. Чылай çул ĕнтĕ эпир вĕсемпе тачă çыхăнура. Кашни уявра кĕтетпĕр», - пайларĕ шухăшне çиччĕмĕш класри Егор Полячихин. «Ÿссен эпĕ те çăлавçă пулатăпах. Çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна, çынсене сыхлăп», - хушрĕ унăн тантăшĕ Иван Алексеев. «Пирĕн туссем, пожарнăйсем, тăтăшах кунта килсе çÿреççĕ. Вĕренÿ ирттереççĕ. Çавăнпа эпир инкекре мĕн тумаллине пĕлетпĕр», - терĕ саккăрмĕш класри Нина Андреева.

Шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Альбина Гладкова çăлавçăсемпе пожарнăйсене чĕререн тав турĕ.

Раççей МЧСĕн ЧР тĕп тытăмĕн шалти ĕçсен полковникĕ Герман Михайлов ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ. Çирĕп сывлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, вĕренÿре ăнăçу сунчĕ.

Ача çуртĕнчи пепкесене тимлĕх уйăракансем «Планета» каферен пылак кучченеç пачĕç, пожарнăйсем шкула спорт инвентарĕпе чысларĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Нина ЦАРЫГИНА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.