Паттăрсем çинчен - тĕплĕн, туллин
Рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ çĕкленĕренпе кăçал 70 çул çитнине чыслăн уявларăмăр. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа çавăн чухлĕ вăхăт иртрĕ пулин те вăрçă синкерĕ хăйĕн вăрттăнлăхĕсене çаплах-ха уçса пĕтереймест.
Сăмахран, Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр çапăçса пирĕн миçе ентеш тата республика тулашĕнчи миçе йăхташăмăр Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнине, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнине паянхи кунчченех татăклăн тĕрĕс калаймастăмăрччĕ. Историксем те тĕрлĕ цифра асăнатчĕç, патшалăхăмăрăн чи сумлă ятне илнисене 62 пуçласа 80 таран тетчĕç, тулли кавалерсем 13 имĕш. Малалла вулас...