Комментари хушас

9 Раштав, 2015

ЯПĂХХИНЧЕН ХĂТĂЛАР

Юн тымарĕсене «япăх» холестеринран тасатни чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне йĕркере тытса тăма, гипертонирен, атеросклерозран, инфарктран, инсультран хÿтĕленме пулăшать. Тасатнă хыççăн пуç ыратма чарăнать, юн пусăмĕ йĕркене кĕрет, организмăн пĕтĕмĕшле тонусĕ вăйланать.

Шута илме! Ĕçе тытăниччен чи малтанах пыршăлăха тăварлă шывпа тасатмалла, унсăрăн наркăмăшсемпе шлаксем каллех юнра пухăнаççĕ. Тăвар шывĕпе сипленмелли меслетпе тĕплĕн малалла паллаштарăпăр.

u Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/, сарă кушак урин /бессмертник/ типĕ чечекĕсене, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, хурăн папкине 100-шер грамм илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 0,5 литр шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Çĕрлене хирĕç çур стакан шĕвеке 1 чей кашăкĕ пыл хушса ĕçмелле. Ирхине юлнă шĕвеке ăшăтмалла, 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла, ирхи апатчен 15-20 минут маларах ĕçмелле. Курс - хутăш пĕтиччен. Ăна çăтă хупнă савăтра упрамалла.

 Аçтăрхан мăйăрĕн /грецкий орех/ 1,5 килограмм тĕшшине вĕтетмелле, холодильникре упрамалла. Ирхине тата каçхине апатчен 30 минут маларах 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тĕшше çур стакан шывпа сыпса çимелле. Курс - 2 уйăх.

 1 стакан теркăланă хĕрен тымарне, 1 стакан аш арманĕпе хуппипех тата вăррисĕр авăртнă лимона, 1 стакан нимĕрленĕ ыхрана, вĕренĕ 1 стакан шыва хутăштармалла. Холодильникре пĕр талăк лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1 апат кашăкĕ хутăша 1 чей кашăкĕ пылпа çимелле. Курс - 1 уйăх.

 Холестерина кăларма сĕткенсем аван пулăшаççĕ. Вĕсене ирсерен черетлесе 1-ер стакан ĕçме юрать: пĕрремĕш кун - кишĕр, иккĕмĕш кун - томат, виççĕмĕш кун - панулми-кăшман сĕткенĕсем. Юлашкисене пĕр виçепе хутăштармалла, кăшман сĕткенне çакăн умĕн икĕ сехетрен кая мар тăрăлтарса лартмалла.

 Баклажан организмри холестерин шайне питĕ витĕмлĕ чакарать. Ăна усă курас умĕн йÿçекĕ тухса пĕтме тăварлă шывра тытмалла. Баклажана салата, яшкана хушса, пăшăхласа çини усăллă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.