Комментари хушас

12 Пуш, 2014

Мулкач кăшланă-и е шăши-и?

Сисмерĕмĕр те - пуш уйăхĕ те алăкран шаккарĕ: сад-пахча ăстисен хĕрÿ тапхăра хатĕрленмелли вăхăт çывхарса пырать. Çавăнпа та ку енĕпе вулакансене хăш-пĕр сĕнÿпе пулăшнă пулăттăм.

Хĕвел çÿлелле кармашнă май хĕрÿлĕхĕ те вăйланса пырать. Юр ирĕлме тытăнсанах хăшĕ-пĕри йывăç айĕнче нÿрĕке ытларах сыхласа хăварас тесе çав тĕле навус, пăчкă кĕрпи сарма пикенет. Апла тумашкăн сĕнмен пулăттăм, мĕншĕн тесен йывăçăн çĕр çийĕнчи пайне, хĕвел питтинче ăшăннă сывлăшпа хĕл ыйхинчен вăранма ĕлкĕрнĕскере, тутлăхлă япала, нÿрĕк кирлĕ. Шăннă тăпрари тымар вара вĕсемпе тивĕçтереймест, вулă типме тытăнать.

Мулкач е шăши çамрăк улмуççи турачĕн хуппине кăшланă тăк ăна папка таран хăварса касмалла, сиенленнĕ вырăна пир татăкĕпе е марльăпа чĕркесе йывăç типесрен юрпа хупламалла. Каярахпа çав тĕле çиелтен ятарлă сăмала е ĕне каяшĕпе тăм хутăшĕ сĕрмелле, татăкпа е хутпа хупласа полиэтилен пленкипе çыхмалла. Çутă лекмесен тата нÿрĕ сывлăшра суран кĕске хушăрах тÿрленет.

Турат чĕрпекленнĕ тĕк аял енчен брус хурса иккĕшне çирĕппĕн çыхса хумалла.

Сывлăш температури 10 градус сивĕрен чакма тытăнсан çимĕç йывăççин туратне иртме юрать. Ку ĕçе папка сарăличчен пурнăçламалла. Çакă турат вĕçĕнче вырнаçнисене йĕркеленсе çитме тата тухăçа ÿстерме пулăшать.

Хунава каснă чухне асăрхануллă пулмалла: малтан ватăраххисене - çимĕç параканнисене /çимĕç йĕркеленмелли папкасем иртерех вăй илеççĕ/ иртмелле, икĕ эрнерен - çамрăккисене.

Ку ĕçе улмуççирен тытăнмалла, мĕншĕн тесен çанталăк сивĕтсен те вăл çакна çăмăллăнах чăтса ирттерет. Слива, чие тата груша йывăççисене вара - чечеке ларичченех.

Сиенленнĕ, кукăрăлнă-пĕтĕрĕннĕ, шалалла ÿсекен туратсене тĕп вулăран 30 градус кĕтеспе йÿпленнĕ тĕлти хупă ункăланса тăнă çĕртен касмалла. Çавăнта хăвăрт аталанакан клеткăсем сурана çийĕнчех сиплеççĕ.

Çамрăк хунав çинче хĕл каçнă хурт-кăпшанкă йăвине асăрхасан илсе пăрахмалла та çунтарса ямалла.

Кĕрхи кунсенче хăмла çырлин лаптăкне йĕркене кĕртме ерçеймен тĕк ĕçе пуçăнма кая юлман-ха: типнĕ хунавсене, чĕррисен вĕçĕсене амантмасăр /вĕсене те 10-15 см кĕскетме юрать/, çĕр çийĕпе тан касмалла.

Касса пăрахнă хунавсенчен пысăкраххисене çунтармалла, вĕтĕреххисене компост купине хумалла.

Хĕрлĕ, хура тата йĕплĕ хурлăхансен ватă, вĕтĕ, аманнă хунавĕсене тĕпрен касмалла.

Çак ĕçсене пурнăçлама ятарлă хачă - секатор - кирлĕ. Унашкаллисем пĕр тата икĕ енĕпе касаканнисем пулаççĕ. Пĕрремĕшĕ туратăн касса илнĕ пайне кăна сиенлет. Унпа чĕрĕ хунавсене иртеççĕ. Хăрăккисене тасатмашкăн иккĕмĕшĕпе усă курмалла. Типĕ тата пысăк туратсене сад пăчкипе сайралатма меллĕ.


Василий Михайлов, сад ăсти.

Шупашкар хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.