Комментари хушас

8 Dec, 2015

Тăкаксем виçеллĕ пулмалла

Отпускра пулнă май республика Пуçлăхĕн каламалли-хушмалли капланса çитнĕ пулинех - ĕç тăвакан влаç органĕсен, районсемпе хуласен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу ĕнер самай вăрах тăсăлчĕ.

Михаил Игнатьев малтанах Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçласси пирки сăмах пуçарчĕ. Владимир Путин çăмăл мар лару-тăрура экономикăра ырă туртăмсем палăрма пуçлани çинчен каланине аса илтерчĕ. Ку Чăваш Еншĕн те кăтартуллă. Калăпăр, электротехника отраслĕнче импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе курăмлă кăтартусем пур. Михаил Васильевич ĕç укçин ыйтăвне те çĕклерĕ. Ун шучĕпе, ĕç паракансене çынсен шалăвне пысăклатмашкăн хистемелле. Ÿсĕм инфляципе те пулин шайлашуллă пулмалла.

Çав вăхăтрах патшалăх тăкаксене пĕ­чĕклетме ăнтăлни те куçкĕрет. Кун пирки каланă май ЧР Пуçлăхĕ пособисене ятран пама пуçлассине аса илтерчĕ: «Пурне те тÿлеймĕпĕр - укçа çитмест. Тепĕр енчен, хăшĕсен тупăш пысăк - вĕсене пособи кирлĕ те мар». Пулăшу тенĕрен, Чăваш Енре паян ЧР ĕç ветеранĕн ятне илнĕ 47 пин çын ытла хушма тÿлев илет. Сăмах май тенĕ пек Обязательнăй медстрахованипе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕ. Республикăра 1,236 çын - медстраховани полисĕ те çавăн чухлĕ пулмалла пек. Чăннипе вара чылай ытларах иккен. Хăшĕсен - икшер полис. Çавна май фонд тăкакĕсем те пысăкланаççĕ. Апла пулмалла мар, йĕрке тумалла. Çакă Раççей Медстраховани фончĕн халиччен те кăтартусен пĕрлехи бази пулманнипе сăлтавланнă. Ăна тăвĕç. Тепĕр енчен, хăш-пĕр çын официаллă майпа ĕçлемесĕр тупăш илет те - хыснана пĕр пус та налук тÿлемест, анчах медицина пулăшăвĕпе усă курать. Ку енĕпе те улшăнусене ĕçе кĕртесшĕн.

Шалу ÿстермелли пирки каларĕ-ха та, çав вăхăтрах Чăваш Ен ертÿçи бюджетниксен ĕç укçи валли каякан ытлашши тăкаксем пирки те калаçу пуçарчĕ. Çав шутра медиксем валли палăртнинчен ытларах тăкакланă, культура ĕçченĕсем валли те... «Вĕрентекенсем пирĕн шалăва чакарчĕç теççĕ, ытлашши тÿлени пирки никам та шарламасть...» Патшалăх служащийĕсене тытса тăмалли тăкаксем тĕлĕшпе йĕркеллех-мĕн - «виçе чакни палăрать». Михаил Васильевич хăшĕсем Правительство валли уйăрнă тăкаксем ÿснĕ теме пăхнине те хуравларĕ: «Ÿсмен». Çапла калакансем парламентра ларнине кура Юрий Попов спикера, хăйĕнпе юнашар лараканскере, сĕнÿ пачĕ: «Юрий Алексеевич, эсир вĕсене кăштах тÿрлетĕр...» «Оппозици кăна çапла калать», - терĕ «тĕп парламентари» кĕскен.

Президент Çырăвĕнче ял хуçалăх темине пайăррăн палăртнине кура Михаил Игнатьев та ку ыйтуран пăрăнса иртмерĕ. 2020 çул тĕлне Раççей ял хуçалăх продукцийĕпе хăйне туллин тивĕçтермелле. Чăваш Ен - аграри регионĕ, çавна май республикăн ял хуçалăхне аталантарассишĕн çине тăмалли каламасăрах паллă. Çав шутра пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртсе те. ЧР Пуçлăхĕ усă курман ял хуçалăх çĕрĕсене хуçисенчен туртса илес енĕпе ĕçлеме тытăнмалли пирки те каларĕ: «Кун пирки 15-20 çул калаçатпăр ĕнтĕ. Хăшĕсем çĕрсене ярса илнĕ те - вĕсемпе усă курмаççĕ, хакланасса кĕтсе сутма хатĕрленеççĕ...»

Владимир Путин амăшĕн капиталĕн программине тата икĕ çуллăха тăсасси пирки каланине кура Михаил Игнатьев республикăн амăшĕн капиталĕ те упранса юлассине çирĕплетрĕ: «Хăшĕсем укçа çителĕксĕррине кура ăна пăрахăçлама та сĕнчĕç. Çук, 17-18-мĕш çулсенче те тÿлĕпĕр». Ача ытларах-тăк - шкулсем те кирлĕ. Федераци тивĕçлĕ программа валли 50 млрд тенкĕ уйăрать. Эпир те шкулсем тăвăпăр. Вунă çулта - вăтăр шкултан кая мар. Çĕннисем те пулĕç, киввисене те реконструкцилĕç.

Грипп тата ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвĕпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, эпидеми пирки сăмах пымасть - çанталăк ăшă тăнине кура лару-тăру йĕркеллĕ. Республикăра пурăнакансен 30: яхăн пайне чиртен сыхланса вакцинациленĕ. Çакăн валли тĕпрен илсен Мускав уйăрнă укçапа усă курнă. Шел те, ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене предприятисен шучĕпе вакцинацилесси манăçа тухса пырать пулас - унашкаллисем нумай мар. Сывлăха çирĕплетесси пирки сăмах пуçарнине кура Алла Владимировна «врачпа пĕрле уçăлса çÿремелли» акцисене малалла тăсассине пĕлтерчĕ, Михаил Игнатьева хăйне те уçăлса çÿреме чĕнчĕ. Лешĕ хирĕçлемерĕ, анчах уçăлса çÿрекенсем чаплă кĕрĕксемпе, çÿллĕ кĕлеллĕ атăсемпе мар, спорт тумĕпе тухсан кăна вĕсемпе пĕрле утма шантарчĕ.

Раштавăн 10-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокĕ пирки те пайăр сăмах пулчĕ. Паллă «Бони М» ушкăн та килет иккен. Сумлă спорт ăмăртăвне эстрадăпа пĕтĕçтерсе пирвайхи хут çакнашкал пысăк шоу йĕркелеççĕ. Тупăшу Шупашкарти Пăр керменте иртет. Кĕрешĕве пирĕн ентешсем те - Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ 18 хĕр - тухаççĕ. Приз фончĕ - 120 пин доллар. Михаил Васильевич пусăм тусах палăртрĕ: бюджет укçи пĕр пус та каймасть, пĕтĕмпех - спонсорсен шучĕпе. Ирĕклĕ кĕрешĕве Олимп вăййисен программине кĕртнине кура ЧР Пуçлăхĕ чи пултаруллă ентешĕмĕрсем Олимпиадăна кайма пултарасси пирки те систерчĕ. Апла-и, капла-и - çакнашкал сумлă ăмăртăва Шупашкарта ирттернине, ăна çутатмашкăн Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем кăна мар, ют çĕршывсен журналисчĕсем те килессине кура Михаил Васильевич ку Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕшĕн усăллă пуласси пирки иккĕленмест.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.