Комментари хушас

3 Раштав, 2015

Илтрĕмĕр çеç мар, кăмăлпа та йышăнтăмăр

Нумаях пулмасть Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче чăваш халăх юррисене юрлама юратакан шкул ачисемпе вĕрентекенсен республика конкурсĕ иртрĕ. «Шкул шăпчăкĕ» ятлă вăл.

Пултарулăх ăмăртăвне Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенчен 11 фольклор ушкăнĕ, 28 солист, учительсен ултă фольклор ушкăнĕпе тăхăр пĕччен юрлакан хастар хутшăнчĕ.

Солистсемпе фольклор ушкăнĕсем чăваш халăхĕн хăна, салтак, вăйă, ĕç, лирика юррисене тăрăшса тата хавхаланса шăрантарчĕç. Уяв каçĕнче сюжетлă вăйăсемпе юрăсем, такмаксемпе ташăсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пычĕç. Хула ачисем те халăх юррисене ăста юрларĕç.

Жюри илемлĕхе туякан, юрра-кĕвве юратакан пултаруллă чăваш ачисен конкурс çĕнтерÿçисене уйрăммăн палăртрĕ. Кĕçĕн ушкăнра солистсенчен Лев Карасев ŸÇĕнĕ Шупашкар, 17-мĕш шкулŸ пĕрремĕш вырăна, Катя Андреева ŸÇĕнĕ Шупашкар, 16-мĕш шкулŸ 2-мĕшне, Егор Егоров ŸКанаш районĕ, Янкăлч шкулĕŸ 3-мĕшне, Володя Макаров ŸШупашкар, 19-мĕш шкул, 3-мĕш вырăнŸ тухма пултарчĕç.

Кĕçĕн ушкăнра пĕрле юрлакансен йышĕнче Катя Федоровăпа Лейла Игнатьева, «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ ŸЙĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕŸ, Муркаш районĕнчи Муркаш шкулĕнчи «Шăпчăк» фольклор ансамблĕ палăрчĕç.

Вăтам ушкăнри, аслă ушкăнри солистсем те, пĕрле юрлакансем те хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç.

Учительсен йышĕнче ушкăнпа юрласа Канаш районĕнчи Катек шкулĕн «Шур акăш» фольклор ансамблĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. «Килĕшÿ» фольклор ансамблĕ ŸЙĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕŸ - иккĕмĕш вырăнта. Чăваш чĕлхи учителĕсен фольклор ансамблĕ ŸШупашкар, 35-мĕш шкулŸ тата «Телей» ансамбль ŸÇĕнĕ Шупашкар, 12-мĕш шкулŸ виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă тенине илтрĕмĕр кăна мар, курса тата кăмăлласа йышăнтăмăр. Халăх юррисен илемлĕхĕ, сăнарлăхĕ, янăравлăхĕ чунсене тыткăнларĕ.

Юлия АНИСИМОВА,

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧНК Президиумĕн пайташĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.