“Çамрăксен хаçачĕ" килсен пÿрт çуталать"
"Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар", - тет Николай Теветкел поэт. "Çамрăксен хаçатĕнче" пичетленекен интервьюсемпе тĕрленчĕксем, статьясемпе репортажсем кăмăла хускатаççĕ кăна мар, тарăн шухăша та яраççĕ. Тепĕр чухне вĕсене пĕрре вуланипех çырлахмастăн, тата та, тата та ăша хыватăн. Хаçатăн "тĕшши" те пуян, сăн-сăпачĕ те илемлĕ. Юратнă вулаканĕсене вăл тĕрлĕ тĕспе тухса та савăнтарать. Тĕлĕнмелле пултаруллă та харсăр çамрăксем ĕçлеççĕ "Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕнче. Хăюллă та правур тата хăйсем... Темĕнле кĕтмен самантра та çухалса каймаççĕ. Алăкран кĕртмесен форточкăран кăна мар, мăрьеренех кĕреççĕ... Маттурсем! Паянхи самана калем ăстисене шăпах çакнашкал пулма хистет те. Ĕçленине кура - "çимĕçĕ". "Çамрăксен хаçачĕн" тиражĕ çулран-çул ÿссе пырать. Республикăра тухса тăракан чăваш хаçачĕсен йышĕнче кунашкалли сахал. Чăваш Енри чăваш хаçачĕсен рейтингне тăвас тăк, манăн шухăшпа, "Çамрăксен хаçачĕ" пĕрремĕш вырăна тухмалла. Малалла вулас...