Волейбол манăçа тухать-ши?
"Хисеплĕ редакци! Мана çакă пăшăрхантарать - Тăвай районĕнче волейболла выляс енĕпе чемпионат йĕркелемеççĕ.
Çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттересси çинчен нумай калаçатпăр. Ĕç хыççăн спортзала çÿрекенсем, тренировкăра ăсталăха туптакансем, чăн та, пур. Халĕ майĕсем çителĕклĕ: кашни районтах спорт керменĕсем уçăлчĕç, шкулсенчи спортзалсем те ачасене хапăл. Унта çÿрекен çамрăксем сиенлĕ йăласемпе туслашмаççех.
Ытти районта волейболла выляс енĕпе чемпионатсемпе кубоксем йĕркелени çинчен илтме тÿр килет. Пирĕн патра та вĕсене йăлана кĕртесчĕ. Волейбола юратакансене кашни ялтах тупма пулать: хĕрĕсем те, каччисем те ку вăййа килĕштереççĕ.
Районта спорт енĕпе ĕçлекен специалист та çук теççĕ. Мĕншĕн пирĕн районта çакнашкал лару-тăру-ши? Питĕ пĕлес килет". Малалла вулас...