Комментари хушас

1 Раштав, 2015

Куç курманнисем те кĕнекепе туслă

Республикăри Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека куç япăх кураканнисемпе тата пачах курманнисемпе ĕçлет. Ыттисенчен уйрăларах тăракан вулавçăсен кĕнеке фончĕ 184 пин управ единиципе танлашать. Çакскерсенчен 36 пинĕшĕ - ятарлă шрифтпа çырнăскерсем, 103 пинĕшĕ 56 проценчĕ? - «калаçаканнисем», электрон хатĕрсем çинчисем - 12 пин экземпляр. Фонд çулленех çĕнĕ кăларăмсемпе пилĕк процент чухлĕ пуянланать.

Литература çулталăкĕнче библиотека хăйне евĕрлĕ вулакансен ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтерет-ха? Ун çинчен вулавăшăн директорĕпе Лилия Васильевăпа калаçрăмăр. Лилия Николаевна палăртнă тăрăх - çĕнĕ кĕнекесем туянма федераци бюджетĕнчен çулленех 400-500 пин тенкĕ укçа уйăраççĕ. Библиотека «Репро» /Мускав/, «Чтение» /Санкт-Петербург/, «Логосвос» /Мускав/ ятарлă издательствăсемпе ĕçлет.

- Фонд çавăн пекех библиотека хăйĕн вăйĕпе хатĕрлекен кăларăмсемпе те çĕнелет, - каласа парать Лилия Николаевна. - Тавра пĕлÿ литератури пысăк пĕлтерĕшлине шута илсе ытларах чăвашла кĕнекесене «калаçтарма» тăрăшатпăр. Çак ĕç издательство кун-çулĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать. Библиотекăра «Куç курманнисем валли - тавра пĕлÿ коллекцийĕ» ятарлă проект ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Унпа килĕшÿллĕн Литература çулталăкĕнче чăваш писателĕсен çак хайлавĕсене аудиокĕнеке халлĕн кăларнă: «Леш тĕнчерен» /А.Хмыт/, «Нарспи» /К.Иванов/ чăвашла тата вырăсла, «Симĕс ылтăн» /А.Артемьев/, «Вĕрене шывĕ те пылак» /А.Павловская/, «Хĕреслĕ çиçĕм» /М.Мерчен/, «Юрăпи» /Д.Суслин/ чăвашла тата вырăсла, «Ыр-хаяр» /Л.Таллеров/, «Вăхăта парăнман юрату» /Г.Максимов/, «Кĕтмен венчет» /В.Тарават/. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май В.Садайăн «Летчиксем» кĕнекине те вулакансем патне çитернĕ. Брайлĕн ятарлă шрифчĕпе кăçал çавăн пекех «Знаменитые люди земли чувашской» тата «Чувашские праздники и обряды» кĕнекесем кăларнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.