Комментари хушас

18 Чÿк, 2015

ИÇĔМ ÇЫРЛИ: ЧĔРРИ, ТИПĔТНИ

Иçĕм çырли сывлăха пысăк усă кÿрет. Чĕрĕ çырли япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, шыçнине, вар хытнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Типĕтнĕ иçĕм /изюм/ организма пĕтĕмĕшле çирĕплетет, шăк хăвалать, шыçнинчен сиплет. Çулçинчен хатĕрленĕ препаратсем япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртеççĕ, паха антисептик шутланаççĕ, унсăр пуçне çÿçе, чĕрнене, ÿте ырă витĕм кÿреççĕ. Сиплевре иçĕм тымарĕпе те усă кураççĕ.

Вăрах бронхит

Çур стакан кирек мĕнле типĕ иçĕме вĕресе сивĕннĕ 1 стакан шыва ямалла. 40 минут лартмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн шĕвекне ĕçсе ямалла, çырлине вĕри сĕтпе сыпса çимелле. Курс - 3 эрне.

Вар хытни

Вар хытни аптратсан шурă тĕслĕ иçĕм /изюм/ витĕмлĕ. Ăна кашни апат хыççăн пĕр ывăç çимелле.

Диабет, подагра вĕрĕлни

Иçĕмĕн 5 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Суран, шăйрăк

Вăтам çыхă чĕрĕ иçĕм çулçине вĕтетмелле, сиенленнĕ ÿт çине кунне темиçе хумалла. Типсен çуса тасатмалла. Курс - ÿт сываличчен.

Шыв чирĕ, атеросклероз

Иçĕмĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Юн пусăмне чакарма

Юн тымарĕсене çирĕплетме, юн пусăмне чакарма иçĕм вăррине кофе арманĕпе вĕтетмелле. Кунне 3 хут апат хыççăн çур чей кашăкĕ порошока ăшă шывпа сыпса ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Асăрханăр: сахăр диабечĕпе чирлĕ чухне çырли юрамасть, çулçи вара пачах урăхла, юнри сахăр шайне чакарать. Вăрах варвиттипе аптракансен те иçĕмпе сипленмелле мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.