Ăслăлăхри хĕрарăм сăнĕ
Сĕм авалтан хĕрарăмсем ăслăлăх çулĕ çинче йĕр хăварнă. Вĕсен йышĕнче - Гипатия Александрийская, Ада Лавлэйс, Табита Бэббит... Вĕсем космос уçлăхне тĕпченĕ, ЭВМ машини, циркуляр пăчкă... шухăшласа кăларнă. Пирĕн тăрăхра та кулленхи пурнăçа çĕнĕлĕх кĕртекен хĕрарăм сахал мар.
«Раççейри çамрăк ăсчахсен пĕрлĕхĕ» организацин Чăваш Енри уйрăмĕ «Ăслăлăхри хĕрарăм сăнĕ» конкурс йĕркелессине йăлана кĕртрĕ. Унта аслă шкулта, колледжра, техникумра, гимназире пĕлÿ илекенсен тата вĕрентекенсен хăйсен пултарулăхне кăтартма май пур. Кăçал жюри членĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ, Вăрнар ăсчахĕсен 56 ĕçне пăхса тухнă, хак панă. Конкурса пĕлтĕрхи пекех Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн пĕтĕмлетрĕç.
Куçран вĕçертмеççĕ
Раççейри çамрăк ăсчахсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Майя Стороненко 2013 çулти çĕнтерÿçĕсене аса илчĕ, вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăнине палăртрĕ. «Эпĕ асамçă мар, вĕренетĕп кăна...» номинацире мала тухнă Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ Оксана Егорова, тĕслĕхрен, Мускаври гимназие вĕренме кĕнĕ. Çак конкурс ăна хăйĕн вăйне шанса малалла ăнтăлма пулăшнă. Вăл пĕлĕвне тарăнлатса тăван тăрăха таврăнмашкăн сăмах панă.
«Ăслăлăхри амăшĕ» ята тивĕçнĕ Ольга Ергунова регионти технологи тата управлени институчĕн проректорĕнче вăй хунине, бизнесра çитĕнÿсем тунине асăнчĕ Майя Геннадьевна. Кăçал та конкурса хутшăнма кăмăл тунă вăл. Тÿрех асăнса хăварам, хальхинче икĕ ача амăшĕ «Ăслăлăхри бизнес-леди» ят çĕнсе илчĕ.
«Леди-çĕнĕлĕх» номинацире палăрнă Ирина Ершова ытти çĕр-шыв ăсчахĕсемпе çыхăну йĕркелес тĕлĕшпе ĕçленине ырларĕç. Пĕлтĕр Бакури конференцире сăмах илнĕ вăл. Хăйĕн докладне акăлчанла хатĕрленĕ. Халĕ Раççей, Польша, Германи, Литва, Азербайджан... ăсчахĕсем пĕр-пĕринпе скайп урлă хутшăнаççĕ. Кăçал Ирина Ершова Будапештри конференцие хутшăнĕ.
Паянхи çĕнтерÿçĕсем
ЧР вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов Авалхи грексен халапĕсенче те хĕрарăм турăсем искусствăпа наукăна аталантарма пулăшни çинче чарăнса тăчĕ. Апла тăк паянхи çĕнтерÿçĕсем - вĕсен тăсăмĕсем.
«Эпĕ асамçă мар, вĕренетĕп кăна...» номинацире Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Оксана Бардасова ыттисене хыçа хăварма хал çитернĕ. Радиоэлектроникăпа, физикăпа, математикăпа, компьютер техникипе кăсăкланаканскер нумай конкурсра хăйне кăтартма пултарнă. Жюри членĕсем шăпах çакна шута илнĕ те. Пуласлăхра космос технологийĕсем шухăшласа кăларасшăн вăл.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ Елена Соленова каллех «Ăслăлăхри çамрăклăх» номинацире çĕнтерчĕ.
«Леди-çĕнĕлĕх» номинацире И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн химипе биосинтез кафедрин аспиранчĕ Анна Цыпленкова мала тухрĕ.
Экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Елена Шерстюк «Ăслăлăхри амăшĕ» ят çĕнсе илчĕ. Унăн та ыттисемпе пĕрле сцена çине хăпармаллаччĕ çав кун. Шел, сывлăхĕ хавшанипе уява çитеймен вăл.
«Чи лайăх вĕрентÿçĕ» ята тивĕçнĕ Любовь Иванова Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ĕçлет. Ачасемпе пĕрле ăслăлăх фестивальне те хутшăннă вăл. «Манăн яланах çĕннине пĕлес килет. Çурма çулта чарăнма хăнăхман», - ăнлантарать Любовь Анатольевна. Сăмах май, техникумра вĕренекенсен ăслăлăх обществине йĕркеленĕ. Ăна вăл ертсе пырать. Тĕллевлĕ ĕçлекенсем нумай конкурсра палăрнă.
«Мĕн вăл общество?« - техникумра çак ыйту хуравне уçăмлатнă. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă вĕсем: вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн çынсем тата хутшăну нимрен пĕлтерĕшлĕ. Студентсемшĕн - укçа, педагогсемшĕн çемье иккĕмĕш вырăнта. Алла диплом илме хатĕрленекенсем юлашкинчен кăна ĕç тата хĕсмет пирки шухăшлани пăшăрхантарать Любовь Анатольевнăна. Çакна шута илсе техникум администрацийĕ валли сĕнÿ хатĕрлесшĕн хĕрарăм. «Ачасемпе ĕçлениех çамрăклатать мана», - унăн кăмăлĕ нихçанхинчен çĕкленÿллĕ. Унăн вĕренекенĕсем республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Малашне те ачасемпе пĕрле çакнашкал конкурссене хутшăнма палăртнă вăл.
«Общество хисепĕ» номинацире МАДИ Атăлçи филиалĕн аспиранчĕ Галина Александрова палăрчĕ.
Кăçал тÿрех 3 ăсчах Гран-прие тивĕçрĕ. Ют чĕлхесен специалисчĕ Ирина Мартынова тĕрлĕ халăхăн культура хутшăнăвĕсене çырса кăтартнă.
Ольга Науменкăна /Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ/ микрохумлă кăмакана çĕнĕлĕх кĕртни çĕнтерме пулăшнă. Унпа чăкăт пĕçерме, сĕт юр-варне вĕрилентерсе микробсенчен тасатма пулать. Çак хатĕр пахалăхлă апат хатĕрлеме май панине çирĕплетекен документ та пур унăн. Унсăр пуçне вăл час пăсăлмасть. Апла тăк ăна Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те сутма пулать. Ку çĕнĕлĕх электроэнергие перекетлеме пулăшать. Апат хатĕрлекеншĕн пиçсе каяс хăрушлăх çук.
Хăй вăхăтĕнче хулари сĕт заводĕнче ĕçлемен пулсассăн, тен, çак ĕçпе кăсăкланмĕччĕ те вăл. Ку çĕнĕлĕх ĕç калăпăшне те ÿстерет.
Шухăшланине пурнăçа кĕртмешкĕн пĕлтĕр 250 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ Ольга Науменко. Кăçал татах çавăн чухлĕ укçа уйăрнă. Унпа çăнăхран пĕçернĕ çимĕçсен ассортиментне пуянлатмашкăн ятарлă хатĕр хута ярасшăн ăсчах.
Оксана Кондратьева /Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ/ сĕнекен им-çам хутăшĕсем тыр-пул тухăçне ÿстереççĕ. Вăл каланă тăрăх, акиччен вăрра азот е фосфор хушнă шĕвекпе пĕрĕхмелле. Çакă унăн шăтаслăхне ырă витĕм кÿрет.
Вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ пурнăçне хăйсем суйланă ĕçпе çыхăнтарни савăнтарать ăна. Конкурс йĕркелÿçисене малалла аталанмашкăн çул уçнишĕн тав тăвать вăл.
Арçын ăсчахсен пĕрлĕхĕ йĕркеленменнишĕн пăшăрханса калаçакан та тупăнчĕ уявра. Кам пĕлет, тен, çитес вăхăтрах вĕсем те пĕр тытăма пуçтарăнĕç.
Çĕнтерÿçĕсене республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева та саламларĕ. Ăсчахсен те вĕсен йышне кĕме вăхăт çитни çинчен каларĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА.