«Ачасем манманни савăнтарать»
Дария Михайлова Муркаш районĕнчи Ятман ялĕнче пысăк çемьере çуралнă. «Эпĕ тăххăрмĕш ача пулнă, - каласа парать вăл. - Аслă пичче Ефрем пединститутра вĕреннĕ, истори учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Хăрушă вăрçă унăн ĕмĕчĕсене аркатнă. Иккĕмĕш курсран ăна вăрçа илсе кайнă, Эстони тăрăхĕнче çапăçса хыпарсăр çухалнă вăл».
Ашшĕ лавккара ĕçленĕ, çĕвĕç ăсталăхĕпе палăрнă. Дария 13 çула çитсен вăл чирлесе вилет, амăшĕн йышлă çемьене пĕчченех ура çине тăратма тивет. Хĕрарăм колхозра тăрăшнă, темĕнле йывăр пулсан та нăйкăшман, хăйĕн ачисене вĕрентесшĕн çуннă.
Вăрçă пуçланнă çул хĕрача 7-ре пулнă. Хаяр вăрçă вăхăтĕнче Дария ялти 4 çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. «Вĕрентекенсем çитместчĕç, арçын-учительсем повестка илсе урокранах тухса каятчĕç. Пире 10-мĕш класран вĕренсе тухнă хĕрсем вĕрентетчĕç. Эвакуациленĕ ачасем те пурччĕ. Вăрçă нушине пур халăхпа пĕрле тÿссе ирттертĕмĕр. Выçлăх, чир-чĕр, сивĕ хĕл, çĕтĕк çи-пуç, кĕркунне уйра ĕçлени, тантăшсем почтальонран хăрани /вилнĕ хут килме пултарать-çке/ чĕрере тарăн суран хăварчĕ», - çапларах аса илет ветеран хăйĕн ачалăхне.
Кĕçĕннисене кĕркунне йĕкел пуçтарттарнă, салтаксем валли посылкăсем яма килтен япаласем пухнă: «Йĕппе çип те пулсан илсе килме тăрăшăр, салтака вăл та кирлĕ», - тенĕ шкулта. Алсиш-нуски илсе пыракан та чылай пулнă - кашни килте тенĕ пекех вăрçăра çапăçакан пулнă-çке, посылка, тен, шăпах ывăлне-мăшăрне лекет?
1949 çулта хĕрача Çатракассинчи 7 çул вĕренмелли шкултан Хисеп хучĕпе вĕренсе тухать, ку вара вăтам шкула е техникума экзаменсăрах кĕме ирĕк парать. Дария Сергеевна Муркашри вăтам шкула каять. Аттестат илсен физика учителĕ пулас тĕллевпе Чăваш патшалăх институтне вĕренме кĕрет.
Мĕншĕн кăткăс предмета суйланă-ха? Муркашра вĕреннĕ чухне тыткăнланă вăл ăна. Класс ертÿçи Андрей Любимов физика урокĕсенче ачасене тĕрлĕ опыт туса кăтартнă, темăна тĕплĕ ăнлантарнă.
Пулас мăшăрĕпе, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак каччипе Родион Михайловпа, институтра вĕреннĕ чухне паллашнă вăл. Йĕкĕт те физик пулма хатĕрленнĕ. Хĕртен пĕр çул каярах вĕреннĕскерне институт хыççăн ĕçлеме Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкула яраççĕ. 1956 çулта çамрăксем çемье çавăраççĕ, Вăрманкас ялĕнче тĕпленеççĕ. Дария Сергеевна та Штанашри вăтам шкула куçать. Тĕрлĕ çулсенче вĕрентекен те, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ те, ертÿçĕ те пулать вăл. Çапла 1991 çулчченех - тивĕçлĕ канăва тухиччен.
Штанашри вăтам шкулта унччен ачасем йышлă вĕреннĕ. Завуч дневникĕнче 1969-1970 çулсенчи ачасен списокĕ упранать: 29 класра 683 ача вĕреннĕ. Ачасем Штанашран, Кĕрлеврен, Вăрманкасран, Упукушкăньпе Урикассинчен, Горбатовкăран, Вырăсушкăньрен, Кивĕ Атикассинчен, Çĕнĕ Атикассинчен, Элĕк районĕнчен те кашни кунах тарăн пĕлÿ илме Штанаш шкулне утнă. Икĕ сменăпа вĕреннĕ вĕсем. Тĕп шкул çуртĕнче 7 класс кăна вырнаçма пултарнăран ыттисен тĕрлĕ çуртра вĕренме тивнĕ. 1985 çулта çĕнĕ шкула хута яраççĕ.
Шкулта ирттернĕ 35 çулта Дария Сергеевна ачасене математика, физика, астрономи, электротехника тата черчени вĕрентнĕ. Тăрăшулăхне кура ăна тĕрлĕ медальпе, чылай Хисеп тата Тав хучĕпе чысланă.
Галина ЗОТОВА.