Комментари хушас

7 Чÿк, 2015

Ӳкессе пĕлнĕ пулсан...

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шарм-эль-Шейх хулинчен вĕçсе хăпарнă самолета Санкт-Петербургра кĕтсе илеймен. Канма кайнă ашшĕ-амăшне, ывăл-хĕрне, тетĕш-йăмăкне ăсатнă чухне тăванĕсем пĕр-пĕрне текех нихăçан та чĕрĕ кураймасса, ыталаймасса-калаçаймасса усал тĕлĕкре те тĕлленменех ĕнтĕ.

Усал хыпар утпа çӳрет теççĕ. Чăнласах туххăмрах тĕнчипех сарăлчĕ вăл. Сарăмсăр вилĕм аллине лекнĕ ача-пăча ытларах калаçтарчĕ. Вĕсенчен чи кĕçĕнни - 10 уйăхри Дарина Громова. Амăшĕ вĕçсе тухас умĕн хĕрне Египетри аэропортра сăн ӳкерттерсе социаллă сете «тĕп пассажир» ятпа вырнаçтарнă. Çак ӳкерчĕк пурин чунĕнче те уйрăмах ырату çуратрĕ.

10 километра яхăн çӳллĕшĕнчен ӳкнĕ самолетра, паллах, чĕррисем юлман. Инкек 224 çын пурнăçне илсе кайнă...

Ăçта ӳкессе пĕлсен тӳшек сармалла та çав... Шел, инкек тупăнсах тăрать. Раççейре тĕрлĕ сăлтава пула çулсерен вăтамран 2 миллион çын вилет. Ку - пысăк пĕр хула. Çĕршывăмăрта кунсерен 5400 ытла çын вилет пулса тухать. Сехерте - 228!

Паллах, вĕсен йышĕнче чир-чĕре пула пурнăçран уйрăлнисем те пур. Пирĕн республикăра кăна пĕлтĕр 16535 çын вилнĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра çеç 12336 çынна юлашки çула ăсатма тивнĕ. Вĕсенчен 38-шĕ - çулталăка та çитмен ачасем.

Кăмăллă калаçу мар, паллах, анчах сăмах пуçармах тивет. Ăнсăртран сиксе тухнă инкекре çеç мар, ятарласа тунинче те татăлать-çке çын пурнăçĕ. Ашшĕ-амăшĕ - тĕпренчĕкне, ывăл-хĕрĕ пурнăç парнеленĕ çыннине вĕлерни те тăтăш тĕл пулать кулленхи пурнăçра.

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ тĕлĕшпе 1,5 çулти ачине вĕлернĕ тесе айăплама сăлтав пур тесе йышăннă. Следстви версийĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче 23 çулти ӳсĕр хĕрарăм ачин сăмси-çăварне аллипе хупланă. Лешĕ сывлăшсăр антăхса вилнĕ. Амăшĕ хăйĕн киревсĕрлĕхне ачи нумай хушă чарăнмасăр йĕнипе сăлтавланă. Ку ĕç-пуçа малаллах тишкереççĕ.

Чунсăр ашшĕ-амăшĕ пирки хаçатра час-часах çыратпăр. Анчах кун çути парнеленĕ çывăх çыннисене пĕр шелсĕррĕн хĕнекен те сахал мар. Çавна пулах ваттисем пурнăçран та уйрăлаççĕ. Усал утăм тума укçа-тенкĕ хĕтĕртет. Тĕрĕсрех - вăл çитменни, уншăн антăхни. Нумай чухне пуçа эрех-сăра минретет.

Канаш районĕнчи 40-ри арçынна та 71-ти ашшĕне вĕлернĕшĕн айăплаççĕ. Малтанах хирĕçнĕ вĕсем, каярах ывăлĕ çапăçма пикеннĕ. Юлашкинчен çывăх çыннин алли-урине çыхса минтер пичĕпе пăвнă. Çĕнĕ Шупашкарти 47 çулти арçын тĕлĕшĕпе те ашшĕне вĕлернĕшĕнех уголовлă ĕç пуçарнă. Следствипе суд палăртнă тăрăх, ӳсĕрскер ватта малтан аяк пĕрчисем хуçăлмалла, кĕлетки суранланмалла хĕненĕ, кайран сывлăшне те пӳлнĕ.

Çын чунсăрланса, хаярланса пынине мĕнпе сăлтавламалла-ши? Улатăр арçынни пĕлĕшĕ кушак çурине тапнăшăн кӳреннĕ. Следстви версийĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче 66 çулти икĕ арçын пĕрин патĕнче эрех ĕçнĕ. Пĕр-пĕрне çывăх та палламан-ха вĕсем. Хăнана килни кушак çурине тапни хваттер хуçине килĕшмен. Çавăнпах ăна вăл мăйĕнчен, кăкăрĕнчен темиçе хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Лешĕ вырăнтах вилнĕ. Лару-тăрăва уçăмлатма уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.