Комментари хушас

5 Чÿк, 2015

Сенполия - фиалка

Çак хитре чечеке Вальтер фон Сен-Поль барон 1892 çулта Танзани çĕрĕнче /Хĕвелтухăç Африка/ Узомбар тăвĕсем таврашĕнче тĕл пулнă. Унăн ячĕпе çыхăннă та чечекĕн «Сенполия» ячĕ. Халĕ çĕр чăмăрĕ çинчи пур материкра та ÿсет сенполия. Çĕре, çутçанталăка юратакан кашни чăваш килĕнчех вырăн тупнă пулĕ вăл, кашнин - тĕрлĕрен.

Кăткăс та юнтармăш марришĕн, час-часах çеçке çурса савăнтарнăшăн, ĕрчетме ансат пулнăшăн юратаççĕ те ăна. Вырăн та нумай кирлĕ мар. Тĕрĕс пăхсассăн пĕр чÿрече янаххи çинче вырнаçтарнă сенполин тĕрлĕ сорчĕ çулталăкĕпех илемĕпе илĕртĕ.

Сенполин çĕр-çĕр сортне кăларнă селекционерсем. Ăна пăхмалли йĕркене палăртнă. Кăткăс мар канашсене шута илсе йĕркелемелле çеç ĕçе.

Фиалка çутта юратать, анчах тÿрремĕн ÿкекен хĕвеле чăтаймасть. Ун валли хĕвел тухăç, хĕвел анăç енне тухакан чÿречесем лайăх. Кăнтăр енне лартас тесен хĕвел пайăркинчен хÿтĕлекен карă /пĕчĕк чаршав/ çакмалла. Фиалка ÿсекен çĕрте 20-24 градус ăшă пулсан аван. Кирлĕ пек аталанма çутă тата сывлăш нÿрĕклĕхĕ пĕлтерĕшлĕ. Хĕллехи вăхăтра çутă çитменнине пула вăл чечекленме пăрахать. Искусствăллă çутăпа çутă вăхăтне тăссан чечекшĕн аван. Вăл çил çапнине юратмасть. Чÿречесене уçса уçăлтарнă тĕле лартмалла мар.

Ирĕкре, çутçанталăкра сенполи пĕчĕк юханшывсем хĕрринче ÿсет, унта нÿрĕк нумай. Эппин, килти чечеке те нÿрĕк сывлăш кирлĕ. Анчах чечек çулçисене пульверизаторпа пĕрĕхме юрамасть. Шăварнă чухне те шывпа çулçăсене йĕпетесрен асăрханмалла. Шăвармалли шыва кранран илетĕр-тĕк ăна икĕ-виçĕ кун уçă савăтра тытмалла. Ăшă чухне чечеке ытларах шăвармалла, сивĕтсессĕн - сайрарах.

Фиалка çулçисем хăйсене мĕнле туйнине «калаççĕ». Çулçăсем тачка та таса пулсан чечек хăйне аван туять, нÿрĕк çителĕклĕ. Çулçăсем усăнни тăпра ытлашши нÿрĕккине е итипсе кайнине систерет. Тăпра йĕпе тăрсан тымар патне сывлăш çитменнипе аптăрать чечек.

Фиалкăна пĕчĕк чÿлмексем çине лартсан аванрах. Лартмалли тăпра çемçе, сывлăш лайăх яракан, çав вăхăтрах нÿрĕке тытаканскер пулмалла.

Çакнашкал тăпра юрăхлă: лайăх çĕрнĕ тислĕке е торфа çерем тăприпе /вăрман тăпри пулсан лайăхрах/ çурмалла илсе хутăштармалла, шултра хăйăр хушмалла. Тăпрана кÿлĕ мăкĕ хушсан та аван.

Сенполие лартмалли чÿлмек диаметрĕ 10-13 см, çÿллĕшĕ 10 см пулсан çителĕклĕ. Ытлашши пысăк чÿлмексенче фиалка чечек çурма пăрахать. Ăна чечек çурман тапхăрта çулталăкне пĕр хутчен çĕнĕ тăпрана куçарса лартмалла. Куçарса лартнă хыççăн пĕр уйăх çурăран чечекленекен ÿсен-тăран валли хатĕрленĕ удобренипе апатлантармалла.

Чечек тĕмĕ ватăлнăçемĕн тункаталанать. Кунашкал тĕм питех чечекленеймест: ăна çĕнетмелле. Çĕнетмешкĕн тĕмĕн тăррине касмалла та тымарлантаракан им-çам хутăшĕнче тымарлантармалла, çĕнĕ тăпрана лартмалла. Юлнă тункатине те кăларса пăрахмалла мар, чÿлмекрех хăвармалла, каснă тĕле марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕпе сĕрсе илмелле, шăвармалла. Тунката çинче çамрăк хунавсем тухаççĕ - вĕсене çĕнĕ тăпрана лартса çитĕнтермелле.

Сенполие çулçăран, хунавран тата маларах асăннă мелсемпе ĕрчетме пулать. Çулçăна чалăшла касмалла, каснă вырăна кĕл сапмалла, кĕленче е пластик стакана вĕретсе сивĕтнĕ шыв ямалла, пĕр тÿме активланă кăмрăк ярса ирĕлтермелле те шыва лартмалла. 10-12 кунран çулçă тымарланать, ăна кăпка тăпрана 1,5 см тарăнăшне лартмалла, çулçăна ÿкесрен тĕревлемелле, полиэтилен хутаçпа витмелле. Пĕр уйăхран фиалка «ачисем» тухаççĕ, вĕсене хатĕрленĕ куршаксене лартмалла.

Хăш-пĕр фиалкăна çулçăпа ĕрчетсессĕн тĕп тĕмĕн пахалăхне çухатать: чечек тĕсĕ, калăпăшĕ улшăнать. Вĕсене чечек тунинчен ĕрчетме пулать. Парка чечек тунине татмалла, чечекĕсене касса пăрахмалла, тунан аялти пайне те касмалла. Варринчи пайне - чечек тунисемпе çăлтăр пекскерне - çулçăна тымарлантарма лартнă пекех кăпка çĕр тултарнă савăта лартмалла. Кăштах вăхăт иртсен чечек тунисен хушшинчен пĕчĕк çулçăсем тухаççĕ. Вĕсене шăвармалла, лайăхрах аталансассăн уйрăмшар савăта лартмалла.

Хăш-пĕр фиалкăн хунав тухмасть. Кун пек чухне тĕмĕн çулçă тухакан чĕмекне касмалла. Унтан кĕçех хунавсем тухаççĕ. Вĕсем 3 см ÿссессĕн çĕнĕ вырăна куçарса лартмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.