Арăм тупма çăмăл мар
- Авланман йĕ-кĕтсемшĕн паян лайăх арăм тупасси те хăйне евĕр йывăрлăх. Пĕрре пăхма пурте чипер пикесем. Кăмăл-сипечĕ палăрма пуçласан теприсенчен çаврăнса пăхмасăр тарас килет. Чылайăшĕ çăмăлттай. Пĕлетĕп-ха, ку сăмаха каччăсен тĕлĕшĕпе те усă кураççĕ. Анчах эпир апла пуласси те хĕрсенченех килет. Мĕн чухлĕ пике эрех-сăрапа туслă халĕ. Чылай чухне тĕтĕм мăкăрлантарассипе каччăсенчен те ирттереççĕ пуль. Намăс-симĕсе пĕлмесĕр палланă-палламан каччăсен мăйĕнчен çакăнакансем мĕн чухлĕ тата! Интернетри тĕрлĕ сайтра та канăç памаççĕ. Мĕн кăна çырмаççĕ! Вĕсен хушшинче лайăххине курма та йывăр. Çапах ырă кăмăллисем, сăпайлисем, ĕçченнисем те çук мар. Шыракан тупатех теççĕ вĕт халăхра.
Саккăрмĕш çул вĕренетĕп ĕнтĕ. Тата çулталăк малта-ха. Культура ĕçченĕн дипломне илĕп. Унăн шалăвĕ пĕчĕкки никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, çавăнпах чылайăшĕ пачах урăх çĕрте ĕçлеме туртăнать. Пултараканни, çаврăнăçулли çăкăр çимелли меслет шыраса тупатех-ха. Анчах кашниех хăйĕн ĕçне уçмалли плана шухăшласа кăлараймасть.
Тĕрĕссипе, хăйсен профессийĕпе ĕçлемен çамрăксем кашни сферăрах темĕн чухлех. Юлташсен хушшинче те нумай ун пеккисем. Диплом илеççĕ те Мускава çÿреççĕ. Пач урăх специальноçпа тĕрлĕ предприятие вырнаçакан та сахал мар. Паллах, паянхи çамрăка чи малтан шалу илĕртет. Кăмăла каякан ĕç тупмашкăн çавăнпах йывăр та.
Пирĕн, культура енĕпе ĕçлес тĕллевпе вĕренекенсен, лару-тăру ырă енне улшăнасса шанас килет. Вĕренме кĕнĕ чухне кун пирки пачах шухăшламан. Культура енĕпе ĕçлес, юрлас туртăм вăйлă пулнă ĕнтĕ. Халĕ, диплом илме вăхăт çитнĕ май, ĕçе ăçта вырнаçасса шухăшласан ăнланатăн çакна.
Сергей ЛЕКЕРОВ, юрăç