Сергей ЛЕКЕРОВ

31 Юпа, 2015

Арăм тупма çăмăл мар

- Авланман йĕ-кĕтсемшĕн паян лайăх арăм тупасси те хăйне евĕр йывăрлăх. Пĕрре пăхма пурте чипер пикесем. Кăмăл-сипечĕ палăрма пуçласан теприсенчен çаврăнса пăхмасăр тарас килет. Чылайăшĕ çăмăлттай. Пĕлетĕп-ха, ку сăмаха каччăсен тĕлĕшĕпе те усă кураççĕ.