Комментари хушас

31 Юпа, 2015

Нина ЯКОВЛЕВА: «Мана пур енчен те ăннă»

Раççей тата Чăваш халăх артистки Нина Яковлева хăйĕн юбилей каçĕнче куракансен умне шурă вăрăм кĕпепе тухрĕ. "Çак çула çитсе ку тĕсе тивĕçлĕ тесе шухăшларăм. Çи-пуçа Александра Зайцева çĕлесе пачĕ", - палăртрĕ Нина Михайловна театрта каярах тĕл пулсан. Ăна уçă кăмăлĕшĕн тав тăвас килет. Вăл яланах кирек хăш ыйтăва хуравлама, пулăшма хатĕр.

Сцена ăсти 75 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ уяв каçĕ нумай-нумай ăшă сăмах каланипе асра юлчĕ. ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев, хамăр тăрăхри тата республика тулашĕнчи культурăпа искусство ĕçченĕсем, тăванĕсемпе юлташĕсем саламларĕç ăна.

Режиссера мар, студента качча тухнă

- Нина Михайловна, эсир конкурссенче çĕнтерсе тивĕçнĕ укçана театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн фондне хыватăр. Çапла майпа, паллах, çынна ырă тавасшăн.

- Ку ĕçе эпĕ пуçарса ятăм. Артист пĕчĕк шалупах ĕмĕрне ирттерет. Юрать-ха пирĕн ăрăва патшалăх тÿлевсĕрех хваттер панă. Хальхи çамрăксене пурăнмалли кĕтес туянма çăмăл мар. Ашшĕ-амăшĕ пулăшмасан пушшех кансĕр вĕсене. Çапах çынна укçа çитменни - пĕр инкек. Пенсие тухсан килтен питех тухса çÿременнине, ĕçтешсемпе малтанхи пек хутшăнманнине хăнăхма йывăр. Тивĕçлĕ канурисене пулăшас тесех "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсра панă премие 5 хутчен те çав фонда хыврăм. Кайран ыттисем - çав йышра манăн мăшăр та - укçа панă. Çапах ку ĕçе пурин те хутшăнма май çук. Эпĕ шалу та, пенси те илетĕп. Мана çав укçана памасан намăс. Çамрăксен кун пирки шухăшламалли те çук - вĕсене хăйсене те çитмест. Çынна ырă тусан хама лайăхрах туятăп.

- Артистăн урамра та хитре çÿремелле. Ăна куракансем пĕлеççĕ-паллаççĕ.

- Хама палласа илнине юратмастăп. Сас кăлармасăр çÿреме тăрăшатăп. Пасара кайсан калаçнинчен тÿрех пĕлеççĕ.

Паллах, кашниех капăр тумланасшăн. Ĕлĕк хитре япала илме хамăрăн та укçа çитмен. Артист пурнăçра пит чаплă тумтир туянаймасан та сцена çинче илĕртÿллĕ. Сăнар калăплама темĕнле кĕпе те çĕлесе параççĕ пире.

- Уяв каçĕнче мăшăрпа ывăлăрсем сăмах илчĕç. "Çемье тĕрĕкĕ, кил упраканĕ, хавхалантараканĕ, вăй парса тăраканĕ", - терĕ хисеплесе Валерий Николаевич. Тата сире юратни пирки каларĕ. Килте те çакăн çинчен аса илтерсех тăрать-и вăл?

- "Эпĕ сана юрататăп, мĕнле лайăх эсĕ", - йышши сăмахсемпе ĕмĕрне те усă курман. Вăл мана юратни ахалех паллă.

Теприсем çав тери чаплă туй тăваççĕ. Кайран хăйсем пĕрле пурăнаймаççĕ те. Телей тупасси çакăнтан килмест.

Эпир Валерипе иксĕмĕр Мускавра чи малтан уçăлнă Мăшăрлану керменĕнче çырăннă. Эпĕ хамах поплин пусма туянса шурă кĕпе çĕлерĕм. Каялла таврăннă чухне асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Пирĕн, студентсен, венчет çĕрри илме те укçа пулман. Кайран тин, пĕр-ик çултан, çĕрĕ туянса тăхăнтăмăр.

Эпир пĕр-пĕрне хисеплесе çак таранччен пĕрле пурăнатпăр. Килте çеç упăшка вăл маншăн. Театрта мĕнешкел хытă ыйтать. Макăртать те. Халĕ, нумай çул пĕрле ĕçлетпĕр те, йĕместĕп ĕнтĕ. Вăл маншăн - эталон. Çапах та эпĕ режиссера мар, студента качча тухнă. Ун чухне унăн пултарулăхĕ питех курăнман.

- Эсир Валерий Николаевичпа пĕрле мăнука шкула пĕрремĕш класа ăсатнă чухне сăн ÿкерĕннĕччĕ. Çав сăнÿкерчĕк хаçатра пичетленчĕ. Унтанпа нумай та вăхăт иртмен пек. Паян вара мăнукăрсенчен пĕри - Китайра, тепри Мускавра вĕренет. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхламастăр-и?

- Çав сăнÿкерчĕкри Таня халĕ шăпах Китайра. Пекинри технологи институтне хăех шыраса тупнă. Халĕ ĕлĕкхи пек мар вĕт - скайппа хутшăнма пулать. Çулла пĕр уйăхлăх килсе кайнăччĕ вăл.

Мускаври Алика кăçал ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерчĕ. Çакă юбилей ячĕпе маншăн питĕ пысăк парне пулчĕ. Вăл экономика аслă шкулĕнче пĕлĕвне тарăнлатать.

 

Чăн илем

- Ĕçтешĕрсем юрăпа саламларĕç. Ăна ятарласах сирĕн çинчен çырнă. Сăмахĕсем чуна витерчĕç-и?

- Çапла пулмасăр, питĕ савăнтăм. Тĕлĕнмелле вăйлă хатĕрленĕ. Вĕсен пултарулăхĕ чун хĕлĕхĕсене хускатрĕ. Артистсем Наталья Сергеева режиссерпа пĕрле ĕçленĕ.

Ыттисем те маттур. Пукане театрĕ Праски кинемие мĕнле хăватлă сăнларĕ. Вырăс драма театрĕн артисчĕсем - Валерий Яковлевăн вĕренекенĕсем - те килчĕç. Оперăпа балет театрĕн, Çамрăксен театрĕн саламĕ те чаплă.

- Юбилей каçĕнче "Чикагори кукаçи пурлăхĕ" камитре вылярăр. Эсир ăна хăвăр суйласа илнĕ-и?

- Савăнăçлă каçра драма выляма май çук. Çавăнпах камит кăтартас терĕмĕр. Тата ун чухне спектакльте сцена çине тухса кĕнипе кăна çырлахмалла мар. Пысăкрах сăнар калăплани кирлĕ.

- Эсир сăмах каçмăш тупма юратнине пĕлетĕп. Çакăн çинчен "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата юбилейпе саламланă май каланăччĕ.

- Çăмăлли мар, кăшт шухăшлаттараканни маншăн интереслĕрех. Юрать малтан нумай вуланă, халĕ пĕрмай кĕнеке тытса ларма вăхăт çук. Ачана пĕчĕк чухне вулама хăнăхтармалла. Чун апатне хаклама вĕрентĕр вăл.

- Чăваш хĕрарăмĕшĕн чи кирли мĕн? Чăн илеме сăнласа парсамăр.

- Кил-йышне упрасси, ачасене тĕрĕс воспитани парасси, çемьере килĕштерсе пурăнасси хĕрарăмран килет. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле. Вак-тĕвекшĕнех пурнăçа пăсма юрамасть. Кĕлетке улшăнасран хăраса ача çуратма тăхтамалла мар. Йыш хушасси - унăн тивĕçĕ.

Хĕрарăмăн ĕçлемесĕр те май çук. Арçын çăварĕнчен пăхмалла-и? Темле çынсем пĕрлешеççĕ пĕр-пĕрипе? "Эсĕ килте ларатăн, эпĕ сана тăрантарса пурăнатăп", - тейĕ хăшĕ-пĕри. Амăшĕ ачи-пăчине мĕнле çитĕнтернинчен те килет çакă.

Манăн шухăшпа, хĕрарăм тĕпренчĕкне кăкăр çитернĕ самант - нимпе виçейми илем. Ача çуратсан сĕт лайăх аннă. Çавăнпах суса ыттисене те параттăм.

 

Йышлă туслă çемьере

- Сирĕн анне вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Унпа та телефонпа калаçма тÿр килнĕ. Вăл та уçă кăмăллăччĕ.

- 94 çула çитрĕ. Чĕрĕ чухне ĕмĕр пурăнас пекехчĕ. Вăл пур чухне хама ача-пăча вырăнĕнче туйнă. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.

Пĕчĕк чухне аннепе çывăраттăм. Ăна качча илсе кайсан çĕрле вăранса йĕни çаплипех куç умĕнче. Асанне тăрса хăвăртрах краççын çутса ячĕ. Мана пурте йăпатаççĕ. Антăхса кайиччен макăрсан тин çывăрса кайрăм. Анне 4 ачаллă фронтовикпа пĕрлешрĕ. Унăн мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ.

Ирхине тăван мар аттен аслă хĕрĕ мана илме килчĕ. Вăл - вун улттăраччĕ, эпĕ - улттăра пулнă. Кайран пĕр çемьере туслă пурăннă.

Анне шăллăмпа пĕрле тĕп килте пурăнчĕ. Йăмăк шăп та лăп манпа пĕр кунра çурални те хăйнеевĕрлĕ. Вăл манран 17 çул кĕçĕнрех, Хусанта тĕпленнĕ.

- Эсир телейлĕ пулнине эпир те куратпăр-пĕлетпĕр.

- Мана пур енчен те ăннă. Атте вăрçăра вилнĕ пулсан та аттесĕр ÿсмен. Йышлă çемьере çитĕннĕ. Хама килĕшекен ĕç суйласа илнĕ. Пире, артистсене, куракансен юратăвĕ ватăлтармасть. Сăрланнипе, капăрланнипе çыхăнман çакă. Курав залĕнчен килекен хăват вăй парать. Мăшăр та, ачасем те, мăнуксем те пур. Пурнăçăмра йăлтах йĕркеллĕ.

Çывăх юлташпа Нина Григорьевăпа пĕрле ĕçлетпĕр. Вăл Мускава каярах вĕренме пычĕ те вырăн çитменрен общежитире пĕр кравать çинче çывăрнă. Пирĕн ялсен хушши 13 çухрăм çеç - хăнана çуранах çÿренĕ. Ĕçкĕ-çикĕре те пĕрле.

- Сывлăха çирĕплетме çуран çÿреме юрататăр-и?

- Çуран çÿреме вăхăт пулман. Хĕрарăм килĕнчех миçе çухрăм утать-ши кун каçа? Ĕçе те икшер хут килетпĕр. Пусма картлашкипе миçе хут анса хăпаратпăр-ши тата?

- Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

- Ал ĕçне юрататăп. Ачасем валли çекĕлпе те, йĕппе те нумай çыхнă. Халĕ çулталăк çурă алла çип тытман. Кун пекки ĕмĕрĕпе те пулман.

Çамрăк чухне Валерипе иксĕмĕр уçăлса çÿренĕ вырăнсене кайса килме те вăхăт çук. Мускавра вĕреннĕ вăхăтра каникулта Шупашкарта тĕл пулаттăмăр. Атăл леш енне кайса килнĕ. Çавăнта васкамасăр утса çаврăнасчĕ.

 

Ашшĕ пехилĕ

- Нина Михайловна, эсир сăн ÿкерме юрататăр вĕт.

- Аннене, аттене пытарнă вырăна, Ленинград çывăхне, илсе кайнăччĕ. Ачасем хăйсен фотоаппаратне парса ячĕç. Çанталăка кура мĕнле ÿкермеллине çырса ăнлантарчĕç. Атте канлĕх тупнă тăванлăх вилтăприйĕ те, Нева хĕрринче карлăк патĕнче тăракан анне те лайăхах сăнланнă. Кайран 25 çул фотоаппарат тытман. Унтан тин сăн ÿкерме пуçларăм.

- Аçăра мĕнле тупрăр? Уяв каçĕнче вуласа панă çыру йĕркисенчен вăл тăванĕсене, мăшăрне, хĕрне, пурнăçа мĕнешкел хытă юратни паллă.

- Кашни çемьен пурнăçне сăнлама Лев Толстой кирлĕ. Аттен шăллĕ Григорий Филиппов 10 класс пĕтерсен Киеври артиллери училищине кайса кĕнĕ. Вĕренсе тухсан вăрçа илсе кайнă ăна. Темиçе уйăхранах офицера тыткăна илнĕ. 1946 çулта каялла тăван тăрăха таврăннă вăл. Аттен çырăвĕсем тăрăх пиччĕшĕ ăçта çапăçнине тишкернĕ. Вăрçă ветеранĕсене тÿлевсĕр çÿреме ирĕк парсан Ленинград таврашĕнчи çапăçу вырăнĕсене çитнĕ Григорий Филиппович. Çар архивĕ урлă пиччĕшне пытарнă вырăна шыраса тупнă. Атте блокадăна татнă кун çут тĕнчерен уйрăлнă. Ленинграда гастроле кайсан та унăн вилтăприйĕ çине кайса килетпĕрех.

Анне хăйĕн ячĕпе янă çырăвĕсене пĕрле илсе кайнă. Пехил сăмахĕсене вуласа мĕн чухлĕ йĕнĕ пуль вăл. Куççуль йĕрĕсем яланлăхах йĕр хăварнă. "Çапăçуран чĕрĕ тухас çук. Лайăх пурнăç çитĕ эпир пĕтсен. Эсĕ те ырă курăн. Качча каймалла пулсан - кай, манăн хĕре нихăçан та ан пăрах..." - вăрçăран çакнашкал хыпар илсен епле хурланмăн? Вилес умĕн те анне, ман çинчен шухăшланă вăл. Епле телейлĕ пулас мар-ха манăн?

- Çапах мĕн пирки ĕмĕтленетĕр?

- Пĕтĕмĕшле илсен, ватлăхра çын куçĕнчен пăхас марччĕ. Рольсем пирки ĕмĕтленместĕп. Кашни хăйне килĕшекен сăнара выляма пуçласан мĕн пулĕ-ха театрта? Вăл артистран килмест. Кашни сăнаршăн, режиссера кирлĕ пулнишĕн савăнма пĕлмелле.

Куракансем театртан ан сивĕнччĕр. Чуна витерекен спектакльсем репертуара кĕрсех пыччăр.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.