Комментари хушас

6 Пуш, 2014

Артист мар вăл, анчах унран та кая мар

Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ те, Надежда Викентьевна пысăк сумка йăтса пĕрремĕшсем патне васкарĕ. Ялан çĕннине пĕлме ăнтăлакан ачасем ăна хавассăн кĕтсе илчĕç.

- Паян, паян мĕнпе кăсăклантаратăр пире/ - харăссăн ыйтрĕç вĕсем вĕрентекене сывлăх суннă хыççăн.

Ырă кăмăллă педагог тĕрлĕ кĕлетке тетте кăларса сĕтел çине хучĕ.

- Калаçу чĕр чунсем пирки пулĕ. Малтанлăха хамăр тăрăхрисемпе паллашар-ха, - тесе теттесене кашнине тытма ирĕк пачĕ.

Тилĕ те урокрах юласшăн

Эй, пуçланчĕ тĕркешÿ! Ачасем хаваспах вĕсене йăвалама тытăнчĕç. Алли-урисене, сăмси-хăлхине, куçне-пуçне - йăлт тытса пăхрĕç. Ак вăйă пуçланчĕ те.

- Мулкач ăçта пурăнать/

- Вăрманта.

- Вăрманĕ ăçта/

- Ял çывăхĕнче.

...Хĕрĕх пилĕк минут епле иртнине сиссе те юлаймарĕç ачасем. Урок тухнине систерсе шăнкăрав янăрасан пĕчĕкскерсем кăмăлсăрланчĕç.

- Вăхăтсăр шăнкăравне пачĕç, - тесе теттесене каялла пуçтарма тытăнчĕç.

Сасартăк пĕр арçын ача:

- Ай, тилĕ çук пирĕн! Тилĕ çук! - кăшкăрса ячĕ вăл.

Тытăнчĕç ăна пурте шырама. Ак, парта айне кĕрсе ÿкнĕскере самантрах туртса кăларчĕç.

- Надежда Викентьевна, куратăр-и, тилĕ те каясшăн мар. Эпир кăна мар, вăл та сирĕн урока кăмăллать, - терĕç хĕпĕртесе.

...Пĕчĕккисем те питĕ юратаççĕ çав хастар педагога. Унран уйрăласшăн мар.

- Ачасене кĕнекепе çеç вĕрентни çителĕксĕр. Ÿкерчĕ-ке тĕллесе: «Ак кашкăр, тепри мулкач, юнашарри упа», - теес килмест. Капла йăлтах типĕ. Никама та кăсăклă мар. Вĕсене чĕрĕлĕх кирлĕ! Чĕрĕлĕх! Çавăнпа урока теттесем илсе килетĕп. Ан тив, кашниех вĕсене тытса, çупăрласа, кирлĕ пулсан çыртса та пăхтăр. Çакă вĕсене пушшех вĕренме хавхалантарать вĕт! Теттесемпе тĕрлĕ вăйă вылятпăр. Вĕсем - чăннипех ăс-тăна анлăлатмалли мелсенчен чи пахи те курăмли, - тет Надежда Викентьевна.

Хастар педагога хăйĕн ĕçĕ питĕ килĕшет. Паян ав уроксем хыççăн сĕтел хушшинчех тарăн шухăша путрĕ. Самантрах ачалăхĕ куçĕ умне тухрĕ.

 

Сцена çинче те математика кирлĕ!

Виççĕмĕш класра вĕренекен хĕр ачан питĕ балерина пулас килнĕ. Хăйĕн ĕмĕчĕ пирки амăшне кашни кунах аса илтернĕ.

- Балет ăстисене Пермьри хореографи училищинче хатĕрлеççĕ тет. Анне, хулана вĕренме яратăн-и/ Кайран Чăваш Енри Надежда Павлова пек чаплă балерина пулăп. Маншăн эсĕ те савăнса çеç тăрăн ун чухне, - анратнă час-час юратнă çынни çумне куршанак пек çыпçăнса.

Нимĕнле хурав илтеймен çинçешке хĕр ача пур пĕрех çунатланса пурăннă. Килте никам та çук чухне урисене бинтпа чĕркесе, чĕрне вĕççĕн тăрса тĕкĕр умĕнче акăш евĕр ташланă. Пĕр кунхине вĕсем патне Шупашкарта пурăнакан Улька аппăшĕ килнĕ.

- Надя тăнран кăларать. Балерина пулатăп тет. Илсе кайса кил-ха ăна, тархасшăн, Пермь хулине, - тенĕ амăшĕ килнĕ хăнана.

Каç çĕрĕпе куç хупайман хĕр ача. «Вĕренме кĕретĕпех. Паллă çын пулса тăрăп», - ĕмĕтленнĕ çав-çавах. Тепĕр кунне ир-ирех вĕсем хулана тухса кайнă. Темле пысăк çурта кĕрсен Улька аппăшĕ коридорти сак çине лартса хăварнă ăна. Хăй хыпаланса пÿлĕме кĕрсе кайнă. Нумай тăман унта вăл, каялла васкаса тухнă.

- Надя, директорпа калаçрăм. Балет ăстисене виçĕ çултанпах кунта йышăнаççĕ иккен. Эпир халĕ кая юлнă, эсĕ ĕнтĕ виççĕмĕш класра ăс пухатăн, - пăшăрханса калаçнă хайхискер.

Ку хыпар уяр кунта аçа çапнă пекех пулнă уншăн. Капланса килнĕ куççульне аран тытса чарнă. Тĕрĕссипе, аппăшĕ ăна Пермь хулине мар, Шупашкара çеç илсе кайнă. Лăплантарас тĕллевпе.

Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне унра артист пулас ĕмĕт çуралнă. Телевизорпа концерт кăтартнă чух хăй евĕрлĕ çын шыранă. Пур пĕрех тупнă та ун çине кăмăлтан пăхса ларнă. «Хама хам айккинчен сăнаса ларма лайăх çав», - тесе хĕпĕртенĕ.

Хĕр ача артистка пулас ĕмĕтлине пĕтĕм шкул пĕлнĕ. Пĕррехинче математика урокĕнче ăна Василий Васильевич Васильев вĕрентекен доска умне кăларнă. Йывăр задачăн хуравне час тупаймасăр хăшкăлаканскере самантрах кăмăлне пăснă.

- Кĕрсе лар-ха парта хушшине! «3» паллă сана! Çапах хăв артистка пуласшăн тапăлтататăн. Мĕн, артистсен математикăна пĕлмесен те юрать тетĕн-им/ Э, çук, йăнăшатăн. Сцена çинче те виçĕ утăм малалла, çичĕ утăм хыçалалла тăвас тесен те пуçа лайăх ĕçлеттермелле, - тенĕ сассине кăшт хăпартса.

 

Кăвак хуппи уçăлсан...

Сыв пуллашу каçĕ иртсен, тепĕр кунхинех Надежда пысăк шанчăкпа Чăваш патшалăх драма театрне çул тытнă. Пĕрремĕш кун ăнăçлă иртнĕ. Юрра-ташша ăстас-кер «Артист ăсталăхĕ» конкурс витĕр çăмăллăнах тухнă. Тепĕр кунхине ăна жюри членĕсем кăвакарчăна евĕрлеме ыйтнă. Йăлт çухалса кайнă пике. «Кăвакарчă-ă-ăн/ Ку сăмаха пурнăçра пĕрремĕш хут илтетĕп. Мĕн япали-ши вăл тата/ Кăркка е хур-ши/» - шухăшланă пăшăрханса. Çапла пĕли-пĕлми авкаланса этюд тунă вăл. Шел, унăн хусканăвĕ жюрисен кăмăлне кайман. Кайран кăвакарчăн мĕне пĕлтернине ыйтса пĕлсен çав тери куляннă. «Пирĕн тăрăхра ăна кулюкка теççĕ. Тавçăрнă пулсан-и/ Мăнтăр кăвакарчăна евĕрлесе кăтартасси маншăн ним те марччĕ. Мĕншĕн çак сăмах пĕлтерĕшне ун чухнех ыйтмарăм-ши/ Эх, ял ачисен хăюлăх çук çав», - чунтан куляннă Вăрмар пики.

- Ăсталăху пысăк, çавăнпа пĕчĕкрех рольсене выляма, массăллă сценăсенче ташлама кунтах юлма пултаратăн. Пилĕк çул ăсталăхна туптанă хыççăн сана Мускава ярăпăр. Тепĕр пилĕк çултан чăваш тăрăхне чăн-чăн артист пулса таврăнăн, - калаçу пуçарнă унпа драма театрĕн ĕçченĕсем.

Тарăн шухăша путнă Надя. «Чим-ха, капла манăн вунă çул иртсе каять. Унччен вăхăта сая ярас çуках. Урăх çĕре çул тытмалла», - тесе тĕллев лартнă.

...Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмĕнче ăс пухма тытăннă вăл. Унчченех спорта чунтан юратнă пике кунта та хастарлăхĕпе палăрнă. Вăй-хал тапса тăнă унра. Ларма-тăма пĕлменскер тĕрлĕ уявра пурне те тĕлĕнтернĕ. «Студентсен çуркунни» фестивальте вăл Константин Иванов çырнă поэмăри тĕп сăнара Нарспие калăпланă. Унти йĕркесене чуна пырса тивмелле вуланă май сцена çинчех чĕркуçленсе ларса куççуль кăларнă, куракан чунне тыткăнласа хăйпе пĕрле ĕсĕклеттернĕ.

- Чăн-чăн артист! Пултарать, - тăвăллăн алă çупнă куракан пĕр тĕлĕнсе те савăнса.

Вĕсен сăмахĕсем каллех çунат хушнă Вăрмар пикине. «Шел, чăн-чăн артист пулаймарăм çав. Мĕскĕн кăвакарчăн пекех тухса вĕçрĕм конкурсран», - шухăшланă хайхискер ассăн сывласа.

Çулсем сисĕнмесĕр иртнĕ. Надежда Викентьевнăна пĕр паллакан çын аслă шкула чăваш уйрăмне вĕренме кĕме сĕннĕ. Унăн ырă канашне илтсен юпа пек хытса тăнă вăл. Кăвак хуппи уçăлса кайнăнах туйăннă. «Чăнах, манăн çак çулпа каймалла та. Ку таранччен епле тавçăрса илеймен-ха эпĕ кăна/» - тенĕ хавхаланса.

Сакăр уйăх хатĕрленнĕ вăл экзаменсене. Тăрăшни, вăй хуни ахаль пулман. Вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр мелпе çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Хыççăнах Канашри 11-мĕш шкул ачисене чăваш чĕлхипе пĕлÿ пама сехетсем уйăрса панă ăна. Ачасемпе хавхаланса ĕçленĕ вăл. Вĕсене чĕлхене юратма вĕрентнисĕр пуçне халăх йăли-йĕркине пăхăнса тĕрлĕ уявсем йĕркеленĕ.

- Акă ăçта иккен вăл чун уççи! - хавхаланнă педагог кашни кун шкула кĕмессерен.

 

Кашни эфирта – тĕрлĕ шарф

Вулавăшра экзаменсене хатĕрленнĕ чухне ун патне Канаш телекуравĕн директорĕ пырса тăнă.

- Эсир юрра-ташша ăста пулнине пĕлетĕп, çавăнпа юрласа кăтартаймастăр-ши/ - тенĕ вăл ун çине шăтарасла пăхса.

- Çакăнтах-и/ Халех-и/ - шалт тĕлĕннĕ педагог ручкине сĕтел çине хунă май.

- Йывăр мар пулсан, халех, - тенĕ лешĕ.

- Уçланкăри-и-и пала-а-ан, шап-шурă çурăлса-а-ан... - юрă сăмахĕсене кăмăлтанах шăрантарса янă хайхискер.

- Ыран ман пата ĕçе пыр-ха, - тенĕ те самантрах тухса кайнă директор.

Нимĕн те ăнланса юлайман Надежда малалла çырма тытăннă. Тепĕр кунне телекурав директорĕ ăна чăваш передачисем ертсе пыма сĕнсен, вăл каллех юпа пек хытса тăнă. Чĕри те хăвăрттăн тапма тытăннă. «Телей татăкĕ пĕлĕтрен татăлса анчĕ иккен. Хам умах. Ĕненес килмест», - шухăшланă çаплах тĕлĕнме пăрахаймасăр.

«Шанчăк тĕпелĕ» передача ертсе пыраканскер районти, республикăри тĕрлĕ çынпа курнăçнă. Вĕсен пултарулăхĕ-пе халăха паллаштарас тесе чунне парса ĕçленĕ вăл. Кашни передачи тĕрлĕ сăнарпа, тĕрлĕ шухăшпа эфира тухнă. Пĕррехинче утарта сюжет ÿкерме тытăннă хайхискерсем. Шăп çав вăхăтра пыл хурчĕсем шуйханса кайнă. Пурте аллисемпе хăлаçлансах утартан тухса тарнă. «Уй, паян хама пĕр-пĕр комедири тĕп сăнара калăпланă пекех туйрăм», - тенĕ Надежда Викентьевна ниепле те кулма чарăнаймасăр.

...Телекуравра ĕçленĕренпе 10 çул çитсен Канашри Культура керменĕнче пултарулăх каçĕ ирттернĕ Надежда Викентьевна Максимова. Зал лăк тулли пулни ăна калама çук хăпартлантарнă. Палламан çынсем те сцена çине тухса чечек çыххи парнелени ăна куççульлентернĕ.

- Телекуравра вăй хуни маншăн калама çук пысăк савăнăç пулчĕ. Эх, тăхăнмалли хĕсĕкрехчĕ çав ун чухне. Кашни кăларăмра тĕрлĕ шарф уртса яраттăм та, çĕнĕ кĕпе тăхăннăнах туяттăм. Передача йĕркеленĕ май журналист та, çул çÿревçĕ те... тата артистка та пултăм! Тинех, тинех лăпланчĕ канăçсăррăн тапакан чĕрем. Ан тив, пурнăçра чăн-чăн артист пулса сцена çинче выляймарăм пулсан та, хама артистран пĕрре те кая мар тесе шухăшлатăп. Тавах атте-аннене. Вĕсене пула юратнă Чăваш Енре, юратнă ĕçре чуна парса ĕçлерĕм. Балерина пулса тăнă тăк, çак чун иленĕçе курса та, туйса та илеймен пулăттăм, - тет вăл ăш пиллĕн.

...Паян та пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать Надежда Викентьевна. Шкулта тавра пĕлÿ музейĕ уçасшăн. Çитес вăхăт-ра шкул çумне пÿлĕмсем хушса тума палăртни педагога хавхалантарчĕ. Ара, ăна музей валли пĕр вырăн уйăрса пама шантарчĕç-çке!

- Тепĕр хавхалану пуçланĕ вара. Чăн-чăн чăвашлăх хуçаланĕ çав пÿлĕмре. Манăн ĕлĕкхи япаласем хатĕр ĕнтĕ, вĕсене вырнаçтармалли çеç юлать. Ку тĕлĕшпе ачасен ашшĕ-амăшĕ нумай пулăшать. Вĕсем музей валли нумай япала пухрĕç. Уйрăмах Таня Лесновăн ашшĕ тăрăшрĕ, - тет ялан ĕмĕтленме юратакан хастар педагог.

...Вĕренекенсем Надежда Викентьевнăн пултарулăхĕн-чен тĕлĕнсе тăраççĕ. Нумайăшĕ унран тĕслĕх илме тăрăшать. Акă улттăмĕшĕнчи вĕренÿ отличникĕ Илья Калинкин ташша ăста. Чăваш чĕлхи урокĕнче те тимлĕ. Вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшать.

Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Вика Ефремова та юрă-ташăсăр пурăнаймасть. Кашни уявра сцена çине тухса куракана хăпартлантарать. Шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» республика центрĕ ирттернĕ «Симĕс планета» ÿкерчĕксен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă вăл.

Хăйĕн вĕренекенĕсем пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăрнăран Надежда Викентьевна çав тери савăнать.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш,

11-мĕш шкул.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.