Комментари хушас

27 Юпа, 2015

«Пултаруллă сиплевçĕ пуласси иккĕлентермест...»

Паллах, тивĕçе чунпа парăнса пурнăçласан

Медицинăн вăтам сыпăкри специалисчĕсем хатĕрлекен учреждени ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетме, тĕллевсене палăртма, тивĕçе чунпа парăннă хастарсене чыслама саманчĕ меллĕ пулчĕ: Шупашкарти колледж уçăлнăранпа 55 çул çитрĕ. Çав ятпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче октябрĕн 23-мĕшĕнче ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Колледжа 1995 çултанпа ертсе пыракан Геннадий Тарасов палăртнă тăрăх - уяв каçне пухăниччен вĕренÿ учрежденийĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă стенд умĕнче чарăнса тăнă май 55 çул тултарнă учреждени Аслă Çĕнтерĕве çывхартмашкăн мĕнле майпа тÿпе хывма пултарнипе интересленнĕ. Хуравĕ ансат: Шупашкарта медицина тата фармакологи училищисене 1936 çултах уçнă иккен. Вĕсенче ăс пухнисем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Вăтам сыпăкри кадрсемпе Канашри медицина училищи тивĕçтерме пултарнипе сăлтавласа çÿлерех асăннисене 1951 çулта хупнă. Çакнашкал утăм пурнăç ыйтнипе пĕр килменнине кура медицина училищине 1960 çулта Шупашкарта çĕнĕрен уçма тивнĕ. Сывлăх сыхлавĕн хастарĕсенчен чылайăшĕ кунта профессин вăтам пĕлĕвне илнĕ хыççăн малалла вĕренсе ятлă-сумлă специалистсем пулса тăнă.

«Медицина пулăшăвĕ парассипе çыхăннă патшалăх программине пурнăçа кĕртсе пынин усси курăмлă: тĕрĕс диагноз тăрăх пахалăхлă сиплеме, çынсен кун-çулне тăсма, пациентсен кăмăлне туллин тивĕçтерме май килчĕ. Малалла вулас...

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.