Комментари хушас

21 Юпа, 2015

Тирпейлĕ хресченĕн техники те тирпейлĕ, шанчăклă

Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăра иртнĕ семинар-канашлура ялхуçалăх техникине лайăх хĕл каçарас ыйту тĕпре пулчĕ.

- Ку хуçалăха ăнсăртран суйласа илмен, - терĕ ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аграрисен тĕлпулăвне уçнă май. - Мехпаркри мĕнпур техникăна хĕл каçарма çине тăрса хатĕрленине, лайăх тасатса шанчăклă çĕре лартнине пурте куртăмăр. Семинар-канашлăва Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн, Вăрнарти, Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕсен студенчĕсене те чĕнтĕмĕр. Вĕсем пулас професси вăрттăнлăхĕсене аслă ăрусенчен вĕренччĕр терĕмĕр. Ялхуçалăхĕн малашлăхĕ пысăк. Çĕре лайăх пăхсан хресчене вăл тупăш парать, тухăçĕпе савăнтарать. Çакна «Ылтăн кĕркунне-2015» агропромышленноç куравĕ те аван çирĕплетет. Унта Чăваш Ен предприятийĕсем 24 ылтăн, 19 кĕмĕл, 7 бронза медальсем тата икĕ Тав хучĕ çĕнсе илнĕ. Раççей Правительствин ертÿçи Дмитрий Медведев 2016 çулта ялхуçалăхне пулăшма 237 млрд тенкĕ уйăрасса пĕлтерчĕ. Çĕршыв 2025 çул тĕлне 30: ытларах тырă туса илме тĕллев лартать. Палăртнине пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Кашни хуçалăх тухăçа 3 центнер ÿстерсен те эпир тырă 15%нумайрах çитĕнтеретпĕр. Çакна пурнăçлама усă курман кашни лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртни пысăк пулăшу парĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.