Комментари хушас

20 Юпа, 2015

Тăрăшуллисем ĕçсĕр юлмаççех

Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх университечĕн МАДИ Атăлçи филиалĕ йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа октябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта ĕçлекен преподавательсене тата пĕлĕвне тарăнлатакан студентсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Мероприяти аслă шкулăн Атăлçи филиалĕн историйĕпе тата аталанăвĕпе паллаштарнипе пуçланчĕ. 2000 çулта Атăлçи автомобиль çулĕн федераци дирекцийĕн тата Пĕтĕм тĕнчери строительство институчĕн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ вăл. Ку пуçарăва Чăваш Республикинчи вузсен ректорĕсен Канашĕ тата Чăваш Ен правительстви ырланă. Паянхи кун МАДИн Атăлçи филиалĕ - çул-йĕр транспорт комплексĕн специалисчĕсене хатĕрлекен аслă шкул. Унтан вĕренсе тухакансем республикăра çеç мар, Атăлçире тата пĕтĕм Раççейĕпех ĕçе ăнăçлăн вырнаçаççĕ. Филиал директорĕ Наталья Евсюкова каланă тăрăх - 15 çул хушшинче вĕсем 7 пин ытла специалист хатĕрленĕ, çав шутран нумайăшĕ предприяти-организацире, министерство-ведомствăра ертсе пыракан должноçсене йышăнаççĕ. Студентсене тарăн пĕлÿ парассишĕн пысăк квалификациллĕ преподавательсем тăрăшаççĕ, çав шутра - наукăсен 11 докторĕ тата 50 кандидачĕ, профессорсем, доцентсем. Наталья Евсюкова филиала тĕрлĕ енлĕн пулăшса пынăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чĕререн тав турĕ.Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.