Комментари хушас

6 Пуш, 2014

«Чăн-чăн хÿхĕм шуçăм»

Наци библиотекинче «Мерчен» музыка тĕпелĕ ĕçлеме пуçланăранпа часах икĕ çул çитет. Ăна республикăри чи пысăк вулавăшăн тĕп библиотекарĕ - музыкăпа нота пайĕн ертÿçи В.Архипова пуçарса янă. Пĕлтĕртенпе ĕç-хĕле Раççей Федерацийĕн Композиторсен союзĕн членĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ С.Макарова ертсе пырать.

Вера Севастьяновнăпа Светлана Ильинична нарăс вĕçĕнче йĕркеленĕ музыка тĕпелĕн уявне РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕн, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн тата халăх артисчĕн А.Орлов-Шуçăмăн çывхарса килекен 100 çулхи юбилейне халалланă. Уявра тепĕр пулăма та аса илчĕç - СССР Писательсен союзĕн тата Чăваш Художниксен союзĕн членĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.Сидоров-Эктелĕн /1950-2005/ çуралнă кунне. Аристарх Гавриловичпа Василий Петрович вăтăр çул ытларах каялла паллашнă та ĕмĕрлĕхех туслашнă. Эктел сăввисемпе Орлов-Шуçăм вун-вун юрăпа романс хайланă. Çавна май нимĕн тĕлĕнмелли те çук: тĕпеле икĕ ăстан юлташĕсемпе ентешĕсем, Çĕрпÿ тата Елчĕк тăрăхĕсенчен тухнă культурăпа искусство çыннисем ытларах пухăнчĕç.

- 1930 çулсен пуçламăшĕнче Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнчи яштака та сатур студент музыкăн темиçе инструменчĕпе калама хăнăхнă, хорта юрласа тата хулари вĕрсе каламалли оркестрта та палăрнă. Вун çичĕ çулти композитор çырнă «Авăнмасăр, вăй хумасăр» çĕкленÿллĕ юрра пысăк уяври пĕр концертра тимлĕ итленĕ паллă сăвăç Уйăп Мишши чăтаймасăр пурте илтмелле: «Çакă пирĕншĕн чăн-чăн хÿхĕм шуçăм!» - тесе кăшкăрса янă. Çавăн хыççăн Аристарха Орлов-Шуçăм хушма ят панă. Иртнĕ ĕмĕр варринче чăвашсен чи пултаруллă дирижер хушамачĕ çумне авалхи грексен «маэстро» сăмахĕ çыпçăннă, - терĕ Светлана Ильинична Аристарх Гавриловичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каланă май.

Чăваш Енри талантлă композитор, юрăпа ташă ансамблĕн пирвайхи илемлĕх ертÿçи тата хор дирижерĕ çинчен Атăлпа Урал тăрăхĕнче тата Мускавра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланичченех пĕлнĕ. 1940 çулта Орлов-Шуçăма СССР Композиторсен союзне йышăннă. Вăрçă вĕçленеспе вăтăрти Аристарх Гаврилович Шупашкарти çĕнĕрен уçăлнă Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕнче ĕçлеме пуçланă. Иртнĕ ĕмĕр варринче вăл халăх юратакан вун-вун юрăсăр пуçне «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» музыка камитне Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине кăларма мехел çитернĕ, «Çăлтăр витĕр çул» опера тата ытти пысăк произведени хайланă. 1967 çулта Орлов-Шуçăм тăрăшнипе Чăваш АССР патшалăх радиопа телекурав комитечĕн хорне йĕркеленĕ. 1992 çултанпа çĕр-шывĕпе чапа тухнă коллектив-академи хор капелли, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа вара - ЧР патшалăх академи симфони капелли. Ăна 20 çул ытла Аристарх Гавриловичăн пархатарлă вĕренекенĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Морис Яклашкин ертсе пырать.

Канăçсăр та вĕри чĕреллĕ маэстро тĕрлĕ хулапа салара пулса хор коллективĕсен ĕç-хĕлне лайăхрах йĕркелеме тата пысăк мероприятисем ирттерме пулăшатчĕ. 1969 çулхи çуркунне вĕçĕ аса килчĕ. Ун чухне эпĕ ВЛКСМ Елчĕк райкомĕнче ĕçлеттĕм. Колхозсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи ĕçсене пĕтĕмпех вĕçленĕ хыççăн район центрĕнчи стадионта Акатуй пуçланчĕ. Унăн тĕп илемĕ, паллах, А.Орлов-Шуçăм ертсе пынă 200 çынран тăракан пĕрлештернĕ хор концерчĕ пулчĕ. Аристарх Гаврилович çавăн чухне Елчĕкре пĕр эрне пурăнчĕ, пысăк ялсенче пулса пултарулăх коллективĕсенче хăйне евĕрлĕ мастер-класс ирттерчĕ. Нимĕн тĕлĕнмелли те çук: унăн çаврака юбилейне Пăла тăрăхĕнче те ирттерме хатĕрленеççĕ.

«Мерчен» музыка тĕпелĕнче Аристарх Гаврилович çинчен Шупашкарти «Уяв» халăх ансамблĕн илемлĕх ертÿçи, Зинаида Козлова, Светлана Асамат çыравçă, ЧР Композиторсен ассоциацийĕн ертÿçи Николай Зимин, Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ Валерий Сапожников тата ыттисем каласа пачĕç. Концертра Орлов-Шуçăм тĕрлĕ çулта çырнă çепĕç юрăсемпе романссене Чăваш патшалăх академи капеллин солисчĕсем шăрантарчĕç. Василий Эктел поэт сăввисемпе хайланă «Вун икĕ уйăх» музыка ярăмĕпе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Татьяна Давыдова тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Егоров паллаштарчĕç.


Петр СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.