Ĕрĕхекен хака çăварлăхлаймăн
Юлашки вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ республикăра лайăхланса пырать - хĕрарăмсем икшер, виçшер е ытларах ача та çуратаççĕ. Йыш хушакансене патшалăх кÿрентермест, çĕр те, укçа та парса пулăшать. Çамрăк çемьесен социаллă программăсемпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатма май пур. Йышлă çемьесем валли çурт хăпартма бюджетран укçа уйăраççĕ. Çапах та ачана ура çине тăратма çăмăл-и паян? Куллен шкула, ача садне утакансене сахал мар нухрат кирлĕ-çке.
Паллах, аслă ăру çыннисем: «Пирĕн вăхăтра тата йывăр пулнă, хальхи пек пулăшăва тĕлĕкре те тĕлленмен», - теме пăхĕç. Анчах та самани ун чухне - пĕр тĕрлĕ, халь тепĕр майлă... Пытармăпăр, ял таврашĕнче ĕç çукпа пĕрех. Ахальтен арçынсем çемйисене пăрахса аякка тухса каймаççĕ пуль. Çавăнпа та, кирек мĕн тесен те, çамрăксене малтанлăха пулăшу-тĕрек кирлех. Хамăртан аслăраххисен калаçăвне тĕлĕнсе итлетпĕр халь. Ĕненмелле те мар пек. Пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, дача ыйтăвне татса панă, премипе хавхалантарнă... Кредит мĕн иккенне те пĕлмен вĕт вĕсем.
Юлашки çулсенче пепкене пăхнăшăн паракан укçа виçи пысăкланчĕ. Анчах 3 çултан иртнĕ ачашăн тивĕçекен пособи çаплипех пĕчĕк. Йĕркеллĕ пĕр колготки туянмалăх та çитмест. Шăпах ача кипкерен тухсан ашшĕ-амăшĕ шăпăрланшăн ытларах тăкакланма пуçлать. Шел те, пособисен виçи инфляци хыççăн ĕлкĕрсе пыраймасть. Патшалăх пулăшăвĕн ун хыççăн уксахласа пымалла мар, малта ĕрĕхмелле пек. Эх, хăçан пулĕ-ши вăл? Хăшĕ-пĕри тата çак 200 тенке яхăн укçана та алла илсе кураймасть: ăна çемье тупăшне кура тÿлеççĕ вĕт. Ют çĕрте шапашра ĕçлесе çÿрекен ашшĕне кам справка çырса парĕ? Ĕçсĕррисен биржăра тăни пирки хут кирлĕ. Чăннипех те тупăшсăррине ĕнентерме вара чылай справка пуçтарма тивет. Унсăрăн епле? Тен, тахçанах чăваш улпутне çаврăнма ĕлкĕрнĕ вăл е ку çын?
Ача садĕнче иртнĕ çул юсав ĕçĕсем валли кашнинчен 3 пин тенкĕ пуçтарнăччĕ. Тĕрĕссипе, икĕ чÿрече улăштарма, урай-мачча сăрлакалама çеç çитрĕ вăл. Паллах, кунашкал ĕçе пур ашшĕ-амăшне те явăçтараймастăн, яланах çапла пулнă: хăшĕ-пĕри айккинче тăрса юлчех. Çав вăхăтрах вĕсен ачисем те ытти ашшĕ-амăшĕ туяннă хитре теттесемпе кунĕпех выляççĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканпа, хут-кăранташпа усă кураççĕ. Çулталăк хушшинче ачасем ÿснĕ, халĕ хамăрăнах вĕсен çÿллĕшне тивĕçтерекен çĕнĕ сĕтел-пукан туянмалла-мĕн. Чашăк-тирĕк те унтан-кунтан катăлнă, унашкаллипе усă курма юрамасть, ашшĕ-амăшĕн çĕннипе тивĕçтермелле. Малтан укçа паманнисем кăçал та пăрăнса юласшăн. Хăйсен кăмăлĕ ĕнтĕ. Канцеляри таварĕ, тетте тавраш та кирлĕ. Çапах та иртен пуçласа каçчен садикре кун кунлакансене йĕркеллĕ услови туса парас килетех. Ачисем хамăрăн-çке.
Кану кунĕсенче темиçе ашшĕ-амăшĕ пухăнса хамăр ушкăн валли теттесем, хут-кăранташ туянма кайрăмăр. Халь суту-илÿпе ĕçлекен кашни утăмрах, çавăнпа та темиçе çĕре те çитрĕмĕр. Усламçăсем тавар туянакансемпе ăшшăн калаçма та пĕлменни кăмăла хуçрĕ. Хатĕр-хĕтĕр пахалăхĕ пирки уйрăм сăмах. Хамăр çĕршывра туса кăларнă йĕркеллĕ тетте сайра тĕлпулать. Çур кун çÿренĕ хыççăн аранах ачан ăс-тăнне, шухăшлавне аталантараканнисене суйласа илтĕмĕр. Хакĕсем, паллах, тĕлĕнмелле хытă çыртаççĕ.
Ача-пăча япали те йÿнĕ мар, ашшĕ-амăшĕннипе пĕр танах е хаклăрах та. Тĕслĕхрен, сăран пушмака мăн çын валли йÿнĕрехпе те тупса илме пулать чылай чухне. Шкул çулне çитмен ачан джинс шăлаварĕ аслисеннинчен хаклăрах. Çыртакан хаксемпе хамăр та çырлахрăмăр пулмалла. Ĕрĕхсех пынăран çăварлăхлама çук. Ара, çулталăкне темиçе хутчен, Çĕнĕ çул умĕн, ун хыççăн, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне тата кĕрлĕ-çурлă, хĕлĕн-çăвĕн хăпартаççĕ те хаксене. Ĕçри шалу çапла ÿсесчĕ те. Ун пирки вара ĕмĕтленетпĕр çеç. Тепĕр тесен, ĕмĕтленме-шанма пăрахман-тăк - пурăнатпăр-ха...