Комментари хушас

4 Пуш, 2014

Тÿресем ăмăртаççĕ

Патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен хушшинче çулленех спартакиада иртет. Тÿресем волейбол, футбол, шашка-шахмат, дартс турнирĕсенче, ишес, сĕтелçи теннисла выляс, вĕрен туртас тата ытти ăмăртура вăй виçеççĕ.

Кăçал республикăри патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен XIII спартакиади нарăсăн 20-мĕшĕнче старт илнĕ. Пĕрремĕш турнирта вĕсем пăшалтан перессипе тупăшнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Шалти ĕçсен министерствин, ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин, Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн, федерацин айăплава пурнăçлакан тата налук службисен республикăри управленийĕсен командисем мала тухнă.

Çак кунсенче вĕсем йĕлтĕр çине тăнă, ăмăрту Кÿкеçре иртнĕ. Спортсменсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов саламланă, ăнăçу суннă. Эстафетăна 56 команда хутшăннă. Патшалăх влаç органĕсен командисен тупăшăвĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин йĕлтĕрçисем çĕнтернĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн тата ЧР Патшалăх Канашĕн ĕçченĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен командисен хушшинче Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем пуринчен хастартарах пулнă, вĕсем хыççăн финиша федерацин айăплава пурнăçлакан тата налук службисен республикăри управленийĕсен йĕлтĕрçисем тухнă. Район-хула администрацийĕсен ĕçченĕсем те уйрăммăн ăмăртнă. Ку ушкăнра Çĕрпÿ, Шупашкар тата Канаш районĕсенчи командăсене çитекенни пулман.


Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.