Комментари хушас

25 Авăн, 2015

Икĕ еншĕн те тупăшлă

Инвестици хывма çĕршыври шанчăклă тата уçă чи лайăх вунă суб<ект йышне кĕнине Чăваш Ен кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсех пырать. Ют çĕршывсенчи тĕрлĕ концернпа вуншар фирма хăйĕн предприятийĕсене чăваш çĕрĕ çинче уçма кăмăллать. Вĕсенчен пĕри - Швецири груз турттаракан автомашинăсемпе халăха илсе çÿрекен çак маркăллă автобуссем кăларакан «Скания» концернăн пирĕн республикăри «Дорисс» АУО тата унăн тытăмĕнчи предприятисен никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Дорисс-Скан» дилер центрĕ. Скандинави концернĕпе Чăваш Енри пысăк холдингăн пĕрлехи предприятийĕ Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче уçăлчĕ.

 Федерацин «М7» трассин 655-мĕш километрĕнчи «Дорисс-Нефтепродукт» техника-юсав станцие инçе çула çÿрекен автомобилистсем унччен те лайăх пĕлнĕ: вăл çул хĕрринчех вырнаçнă тата кунта сервис пулăшăвĕ пахалăхлă, территорирех - кафе, хăна çурчĕ, хураллакан чарăну вырăнĕ. 2011 çулта ĕçе тытăннă «Дорисс-Скан» ООО хăйĕн клиент базине, производство хăватлăхне ÿстерсех пынă. Скандинавири автоконцернăн кун евĕрлĕ дилер центрĕ пирĕн республикăра урăх çук. Департаментăн сервис пулăшăвĕн рынокĕн директорĕ Зденек Петрас çирĕплетнĕ тăрăх - Раççей Федерацийĕнче кампанин 60 центрĕ ăнăçлă ĕçлет, федерацин Атăлçи округĕнче те вĕсене лайăх аталантарма тăрăшĕç. Ара, автомагистральсен тытăмĕ кунта уйрăмах вăйлă-çке.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 22-мĕшĕнче «Дорисс-Скан» обществăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Коллективпа тĕл пулнă вăхăтра Михаил Васильевич ют çĕршыв инвесторĕсене республикăра ĕçлеме, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма мĕнпур услови туса пама тăрăшнине палăртрĕ. «Эпир пĕр-пĕрне яланах пулăшса, ăнланса, чи кирли - пысăк шанăçпа, ĕçленĕ. Çак енсем ÿлĕм те çирĕпленсех пырĕç. Регион ертÿçи пулнă май малашне те ку енĕпе меллĕ хутлăх тума тăрăшăп. Бизнеспа инвестици представителĕсем Чăваш Республикинче хăйсен идейисемпе проекчĕсене икĕ енне те усă кÿмелле йĕркелеме пултарччăр», - терĕ вăл.

Çак центра уçнипе обществăра 50 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хушăннă. Потребительсен пулăшăвĕн тытăмĕ аталанса пынă май ку хисеп татах ÿсмелле. Зденек Петрас директор та дилер центрĕн малашлăхĕ пысăккипе кăмăллă. Унăн тухăçлă ĕçĕ район тата республика бюджетне пуянлатма пулăшĕ. Кăçалхи август уйăхĕнче, сăмахран, центрăн тупăшĕ 10,5 млн тенкĕ пулнă-тăк, сентябрĕн 20 кунĕнче çеç çак цифра 15,5 млн тенкĕпе танлашнă.

Регион ертÿçипе департамент директорĕ малашлăхри пĕрлехи ĕçсен калăпăшне тишкернĕ, тĕллевсене уçăмлатнă, дилер центрĕн сервис блокĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă, «Скания» грузовикăн çĕнĕ моделĕн тест-драйвне ирттернĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.