Комментари хушас

24 Авăн, 2015

Питĕшкасси шкулĕнчи пĕр кун

Нумай пулмасть Элĕк районĕнчи Питĕшкасси шкулĕнче пултăмăр. Вăл кун хĕвеллĕччĕ. Эпир çитнĕ тĕле лайăх çанталăка кура пĕр класс шкул пахчинче кишĕр кăларатчĕ. Вĕренекенсемпе пĕрле вăй хуракан В.А. Лукин ĕç учителĕпе калаçрăмăр. «Кăçал çăвĕпех кишĕр пахчинче ĕçлерĕмĕр, анине вăхăтра çумларăмăр, кăпкалатрăмăр. Çумăр та çукаласах тăчĕ. Çимĕç шултра, ăнса пулчĕ», - савăнăçне пайларĕ вăл.

«Ачасене кунне икĕ хут апат çитеретпĕр, ирхине тата кăнтăрла. Апат-çимĕç янтăламалли газ плити те, савăт-сапа çăвакан машина та çĕнĕ. Çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман хамăрах туса илетпĕр. Мĕн пур пахча çимĕçе путвала хуратпăр», - калаçăва хутшăнчĕ Ю.И. Сергеев шкул директорĕ.

Хĕрсемпе яшсем ĕçре çеç мар, вĕренÿре те хастар. «Патшалăх экзаменĕн пĕтĕмлетĕвĕсене танлаштарсан кăçал пирĕн шкул районта 1-мĕш вырăнта. 2014-2015-мĕш вĕренÿ çулĕнче шкултан 11-мĕш класран 11 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен тăххăрăшĕ аслă шкулсене, иккĕшĕ колледжпа техникума вĕренме кĕчĕç», - пĕлтерчĕ директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Е.Ф. Лукина.

Çак шкула ачасем эрнере пилĕк кун мар, ултă кун çÿреççĕ. Экологи тата çутçанталăк предмечĕсене тĕплĕнрех вĕренеççĕ. Шкул администрацийĕ чăваш чĕлхипе литератури урокĕсен сехечĕсене кĕскетмесĕр вĕрентмелли йĕрке тунă тата 5, 6, 7-мĕш классенче «Тăван ен культури» предмет валли уйрăм сехет уйăрса панă.

Пÿлĕмсене кĕрсе куртăмăр, библиотекăра пултăмăр. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ те хăтлă. Ачасем валли «Тантăш» хаçат, «Самант» журнал çырăнни, вĕсене тирпейлĕ çĕлесе тĕркене çыхса пыни уйрăмах савăнтарчĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче асăннă шкулта 119 ача ăс пухать. Ятарлă автобус пур. Вăл çак тăрăхри 12 ял ачине турттарать. Шкулта «Хĕвел» ача сачĕ те уçнă. Унта кăçал çирĕм пĕрĕн çÿреççĕ.

Çапларах пурăнать Питĕш-касси шкулĕ. Унпа паллашнă хыççăн аслă класра вĕренекенсемпе чăваш литературин классикĕн Константин Иванов çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă тĕл пулу ирттертĕмĕр. Ăсталăх урокĕнче калаçу чăвашла чĕрĕ пуплеве аталантарасси тата çыру культурине ÿстересси, илемлĕ литературăна ăша хывасси тата вăрçă паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасси тавра пулчĕ.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров тата Р.И. Казакова-Сейт юрăç шкулта пуплев тасалăхĕпе, чăвашлăха аталантарас тĕллевпе, илемлĕ вулавпа тата юрă-кĕвĕпе усă курас ыйтусене хускатрĕç. Геронтий Никифоров Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ тăрăх хатĕрленĕ викторинăна тата «Çĕнĕ хум» литература конкурсне ачасене хастар хутшăнма чĕнчĕ. Раиса Ивановна шкула 100 кĕнеке парнеленĕ хыççăн Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă концертăн слайчĕпе паллаштарчĕ. Чăвашла, вырăсла юрăсем ăста шăрантарчĕ.

Юрă - чун уççи тесе ахальтен каламан иккен ватăсем. Ăшă та çепĕç кĕвĕ-çемĕллĕ юрăсемпе тĕл пулăва вĕçлени чуна уçрĕ. Ачасем тав сăмахĕсем каласа тăхтава уçă кăмăлпа тухрĕç.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ

вĕрентекенĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.