Çур ĕмĕр вĕсем пĕрле...
...Ачалăхĕ ылханлă вăрçăпа пĕр килнĕ май урисем çине пĕчĕклех ĕне пуснă вĕсенне: çичĕ-сакăр çултах ĕçе кÿлĕннĕ. Выляса-чупса çÿремеллискерсем ар шутне кĕме ĕлкĕреймен çамрăксемпе танах суха касси хушшине тăнă, амăшĕн хÿттинче тутлă тĕлĕк курса хуп турттармаллискерсем ĕç лаши тытса килмешкĕн, хăшĕ маларах тенĕн, тантăшĕсемпе тупăшмалла ирхи шуçăмпа тухса чупнă. Ăнтăлăвĕ пĕрре пулнă пурин те: ирсĕр тăшманпа çапăçакан салтаксене тăрантармалла-тумлантармалла, Çĕнтерÿ кунне çывхартмалла. Ун хыççăн вара тăраниччен çиме те, чун каниччен çывăрма та май килĕ. Халĕ вара чăтмалла...
Çапла, тÿсĕмлĕ вĕсем, вăрçă ачисем. Ĕмĕр тăршшĕпех чун çирĕплĕхне упраса пурăнаççĕ: вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă чухне те, тăван хуçалăх экономикине çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă çулсенче те, ашшĕ-амăшĕн пилĕпе çемье çавăрса хăйсене юрăхлă йăх çитĕнтернĕ вăхăтра та, тивĕçлĕ канăва тухсан та.
Самана таппи тĕпрен улшăнни те вĕсен хевтине чакарма пултараймарĕ. Тарпа пиçĕхнĕскерсем çухалса каймарĕç, çĕнĕлле ĕçлеме-пурăнма пикенчĕç.
Çавăн пек маттур çынсемпе - Тăвай салинчи Ивановсен çемйипе паллаштарасшăн паян вулакана.
«Авă, шăпчăксем килеççĕ»
Вăхăчĕ чăннипех йывăрччĕ ун чухне. Выçăллă-тутăллă пулнине пăхмасăр хăйĕнчен икĕ çул аслăрах пиччĕшĕ пĕр ÿсĕмрисемпе суха тума çÿретчĕ. Кун каçипе ана тăрăх утса ывăннăскерĕн каç ĕнтрĕкĕпе киле çитиччен урисем пĕр-пĕринчен иртми пулатчĕç. Ăна кăштах та пулин пулăшас тесе шăллĕ ĕç выльăхне витене кайса яратчĕ. Лаша çине утланнăскере пĕррехинче бригадир тĕл пулчĕ те сÿрелеме каякан çуккипе çак ĕçе пурнăçламашкăн сакăр çулхи ачана шанчĕ.
«Кăнтăрлахи апата лаша витине килетĕр», - тесе хăварчĕ. Хушнă ĕçе пурнăçлама хăнăхнăскер пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ Владимир. Тата мăнаçланчĕ те: ара, ăна çитĕннисен ĕçне хутшăнтараççĕ-çке... Малалла вулас...