Комментари хушас

22 Авăн, 2015

Райкомран илсе тухнă докуменчĕсене мунча кăмакинче çунтарнă

Влаçри çынсен пурнăçĕ политика кĕрешĕвĕпе тачă çыхăннă. Элĕк ялĕнчи АПК ветеранĕ Владимир Ильич АНИСИМОВ та çав тапхăра пурăнса ирттернĕ.

- Миçе çулта чухне ертÿçĕ пултăн?

- Вăтам шкул пĕтерсен. Йăлкăш фермин заведующине лартрĕç. Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухсан Молдовăна ĕçлеме ячĕç. Выльăх комплексĕн тĕп ветеринарĕпе директорĕ пилĕк çул пултăм. Чăваш Ене таврăнсан «Аликовский» совхозăн тĕп ветеринарĕнче ĕçлерĕм.

- Влаç картлашкипе çÿлелле хăпарма камсем пулăшрĕç?

- Ĕç хыççăн парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Николай Иванов патне кĕме хушрĕç - кайрăм. Пÿлĕмре - «Чувашхмельпром» пĕрлешÿ пуçлăхĕ П.Ивантаев. Мана «Шумшевашский» совхоз директорĕн тилхепине тытма сĕнчĕ. «Килĕшмелле-ши?» - тесе çĕр каçипех шухăшларăм. Ирхине вăл совхоз дирекцийĕнче пуçтарăннă актива мана директора çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ те - кайрĕ. Палламан çынсемпе ларса юлтăм. Эпĕ ун чухне коммунист мар.

- Апла пулсан яваплă вырăна мĕнле-ха сĕннĕ?

- КПССра тăман ертÿçĕсене кайран партие илнĕ. Ватă коммунист тĕл пулчĕ те: «Эсĕ партин совхозри уйрăмĕн пухăвĕсене хутшăнатăн, сăмах калатăн. Ху КПСС членĕ мар. Ку - пуçламăш организацире тăракансене хисеплеменни. Партие кĕмеллех». Вара заявлени çыртăм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.