Комментари хушас

22 Авăн, 2015

Вăрçă тата ĕç медальне пĕр металранах шăратаççĕ

Ун чухне Зинон вунпиллĕк те тултарман пулнă-ха. Анчах район пуçлăхĕ / ятне лайăх астуса юлайман çамрăк, «Хушамачĕ Фроловăччĕ пулас», - тет/ «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль тыттарсан тата аллине хыттăн чăмăртаса саламласан хăйне чи малтанхи хут чăн-чăн çитĕннĕ çын пек туйнă. «Малашне те пĕтĕм хастарлăхпа тăрăшма хатĕр!» - хуравланă вăл пĕтĕм чунтан хавхаланса сассине арçынла çирĕппĕн кăларма тăрăшса.

Туссен хисепĕ - кунçул тĕрекĕ

Ăна, паян тăххăрмĕш теçетке пуçтаракан ĕç ветеранне, районта пĕлмен тата сума суман çын çук та пулĕ. Тутарстана кĕрекен Пăва тата Çĕпрел районĕсенчи ялсенче пурăнакансем те «Зинон абыйне» чи хаклă хăна вырăннех йышăнаççĕ. Кăçалхи çу пуçламăшĕнче район центрĕнче иртнĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи уявĕнче те ăна ытларах тимлĕх уйăрчĕ.

- Мана тетесемпе ан пăтраштарăр. Вĕсем тăваттăшĕ те тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, виççĕшĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Эпĕ вăрçă вăхăтĕнче ача кăна пулнă-ха, - тÿррĕн хуравларĕ вăл кăкăрĕ çинчи тулли наградисемпе кăсăкланакансене.

- Ăçтан вара çакăн чухлĕ орден-медаль Сирĕн? - хам та ыйту памасăр чăтаймарăм ун çинчен сахалрах пĕлнĕшĕн именсе.

- Ара, утмăл çула яхăн ĕçленĕ вĕт. Пĕрремĕш медале вунпиллĕкре чухнех тивĕçнĕ. 1978 çулта виççĕмĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕ пачĕç. Çарта службăра пулнă вăхăтра та, каярахпа та наградăсем сахал мар илнĕ. Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх куравĕн медалĕсем те, куратăр, пур манăн. Пытармастăп, пĕр сăвăра «Пĕр металранах шăратаççĕ вăрçă тата ĕç медальне» тенĕ сăмахсем чĕрене ăшăтса тăраççĕ. Пурăнас та пурăнас килет... Малалла вулас...

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Елчĕк районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.