Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Çурта сутнă

Ĕпхÿри чăвашсен вырсарни шкулĕн çуртне сутасси пирки сас-хура тухнăччĕ. Хальхи вăхăтри лару-тăру еплерех?

В.ПЕТРОВ.

Шупашкар районĕ.

Ĕпхÿри Пушкин урамĕнче вырнаçнă çурта Нефтекамскри предпринимателе Марат Хафизова 25 çуллăха тара панă. Çурта XIX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче хута янă. Революциччен унта земство управленийĕ, уес училищи вырнаçнă.

Муниципалитет харпăрлăхĕн управленийĕн сайтĕнче çырнă тăрăх - М.Хафизов аукционра çĕнтерсе çак ирĕке илнĕ. Предприниматель лотăн пуçламăш хакне икĕ хута яхăн ÿстернĕ. Мэри XIX ĕмĕрти палăка юсаса çĕнетме 50 млн тенке яхăн кирлине палăртнă. Çапла вара Хафизов господинăн компанийĕсен 28 çулхи тупăш чухлĕ тăкакланма тивĕ.

Мэри истори палăкне 2015 çулхи Пĕтĕм тĕнчери саммит тĕлне бизнес шучĕпе юсаса çĕнетес тĕллевпе сутнă. Кайран предприниматель ăна çăмăллатнă йĕркепе /рентăн çулталăкри хакĕ - 1 тăваткал метршăн 1 тенкĕ/ тара илме пултарать. Аукцион условийĕсемпе 728 тăваткал метр лаптăклă çурта икĕ çулта юсаса йĕркене кĕртмелле. Ĕçе пуçăниччен унăн республикăн Культура министерствипе реставраци проекчĕ пирки килĕшсе татăлмалла тата палăка сыхлама хăй çине яваплăх илнине пĕлтермелле.

Реконструкци хыççăн пĕрремĕш хутри 187,7 тăваткăл метра муниципалитетăн Чăваш вырсарни шкулне /халĕччен вăл пĕтĕм çурта йышăннă/ пама палăртнă. Ытти 549,3 тăваткал метр çинче арендаторăн офиссем, суту-илÿ вырăнĕсем уçма ирĕк пур. Реставраци ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаншăн ăна çулталăкри аренда укçин 50 проценчĕ чухлĕ штрафлаççĕ. Истори палăкне сыхламаншăн, упраманшăн çăмăллăхлă аренда ирĕкĕсĕр хăвараççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.