Комментари хушас

11 Авăн, 2015

Космонавт амăшĕ

СССР космонавт летчикĕ, ентешĕмĕр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев тата унăн амăшĕ - Анна Алексеевна - пĕр кунта - сентябрĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Тĕнче уçлăхĕн паттăрĕ кăçал 86 çул тултармаллаччĕ, космонавт амăшĕн вара çавра çул - 115.

Анна Алексеевнăпа тĕл пулса калаçма мана шăпа телей пÿрмен, ун çинчен хаçат-журналта вуланă тата телевизорпа вăл панă интервьюсене пăхнă. «Хыпар» тусĕсене çĕннипе тĕлĕнтерĕп тесе шухăшламастăп, каламаллине, çырмаллине халич­чен пĕтĕмпех халăх патне çитернĕ ĕнтĕ. Манăн тĕллевĕм - эпир, паян пурăнакансем, Анна Алексеевнăна манманнине палăртни, ун çинчен аса илтерни, амăшĕпе ачин кунçулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсем патне çĕнĕрен таврăнни.

Андриян Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Шкул пĕтериччен вăл «Григорьев» хушаматпа - ашшĕн ячĕпе - çÿренĕ. Григорий Николаев /1898-1944/ вара районта пĕрремĕш чăмăртаннă пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн конюхĕ пулнă, мăшăрĕ - космонавт амăшĕ сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçленĕ. Вĕсем 1922 çулта пĕрлешнĕ, ĕмĕрне икĕ чÿречеллĕ пысăках мар пÿртре ирттернĕ. Николаевсен тăватă ача пулнă: Андриян, унăн аслă пиччĕшĕ - Иван, шăллĕ - Петр тата йăмăкĕ - Зина. Амăшĕ аса илнĕ тăрăх - Андриян вырма вăхăтĕнче хирте çуралнă. Ашшĕ, юнашарти уйра пилĕк аваканскер, пĕчĕк ача сассине илтсен мăшăрĕ патне васканă. Иккĕмĕш ачи те ывăл пулнишĕн калама çук хĕпĕртенĕ теççĕ, лаша кÿлсе, çĕнĕ «кайăклă» арăмне лартса килне васканă, каçхине хăна-вĕрле пуçтарнă.

Çыннăн чунне, унăн пурнăç тăршшинчи ăнтăлăвĕн сăлтавĕсене ăнланас тесен унăн ачалăхĕпе çамрăклăх çулĕсене таврăнмалла тенĕ ватăсем. Шăпах ун чухне малашлăха палăртакан кăмăл-сипет никĕсĕ хывăнать. Ентешĕмĕрĕн паха çак енĕсем - сăпайлăх, ĕçе юратни, ăнтăлу, ырă кăмăл тата ытти - килĕштерсе пурăнакан çемьен, шкулăн, ялйышăн ырă витĕмĕпе тĕвĕленсе çирĕпленнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.