Йывăçĕ çинчех çурăлать
Хамăн груша йывăçĕпе мухтанас килет. Хитре те мăнаçлăскер, çулçисем тĕттĕм симĕс, йăлтăртатса тăраççĕ. Анчах çимĕçĕ чăх çăмарти пысăкăш пулсанах хуппи çуркаланма пуçлать, унтан çĕрет. Мĕн тумалла?
Раиса Кириллова. Кÿкеç.
– Азот удобренийĕпе виçесĕр усă курсан йывăç çулçи çапла тĕттĕм симĕс пулакан, – терĕ пире Раççей ял хуçалăх центрĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Ольга Белова. – Ахăртнех груша тĕмне тахçан компост вырăнĕ пулнă е азот удобренийĕ тытнă çĕре лартнă. Аммиак, натри, кальци селитрисемпе, сульфат аммонийĕпе, мочевинăпа апатлантарса çине-çинех шăварнă-тăр.
Апатлантарма тата шăварма пăрахăр. Май пулсан çĕре чавса тĕп тымарне касса ямалла.
Кукша чирĕ ерсен те çимĕçĕ çуралма пултарать, анчах кун пек чухне чир палли çулçăра та палăрать.