ПАХАЛĂХНЕ УПРАСА ХĂВАРАСЧĔ
Çулла эпир организма витаминсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесе чĕрĕ улма-çырла, пахчаçимĕç ытларах çиме тăрăшатпăр. Анчах, шел те, организм усăллă япаласене нумай вăхăтлăх пухаймасть çав. Çавăнпа ăна кирлĕ витаминсемпе çулталăкĕпех тивĕçтерме хĕл валли улма-çырла, пахча çимĕç хатĕрлемелле.
Вĕсен усăллă енĕсене мĕнле упраса хăварма пулать-ха? Консерваци мелĕпе усă курса. Çак шутра - маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа паратпăр.
Маринадлани. Ку меслетпе кирек мĕнле улма-çырлана, пахча çимĕçе, кăмпана тирпейлеççĕ. Лайăх енĕ - вĕрилентерсен кальципе магни арканманни, пахча çимĕçре ликопин виçи ÿсни. Маринадланă çимĕçсене ăшăрах пÿлĕмре те упрама юрать.
Анчах асăннă меслетĕн çитменлĕхĕсем те пур: çимĕçсене тирпейленĕ чухне хими япалисем /уксус, сахăр, маринад/ хушаççĕ, вĕрилентерме тивнипе пысăк температура сиенлĕ организмсемпе пĕрле минералсемпе витаминсене пĕтерет. Тĕслĕхрен, В ушкăнри витаминсен виçи - 30 процент, А витаминăн - 50 процент, С витаминăн 70 процент чакать.
Тăварлани, йÿçĕтни. Çак мелсем çимĕçсен усăллă енĕсене упраса хăварма кăна мар, вăйлатма та пулăшаççĕ. Усăллă япаласен 70-80 проценчĕ сыхланса юлать. Йÿçĕтнĕ купăстапа панулмире С витамин чĕррисенче пурринчен чылай ытларах. Январьте вĕсенче С витаминпа В ушкăнри витаминсем августри чухлех. Çак апат вар-хырăм ĕçне, аппетита, лайăхлатать, организма кирлĕ тăварпа тивĕçтерет.
Пĕртен-пĕр çитменлĕх - ăшăра çак меслетпе тирпейленĕ çимĕç йÿçме пуçлать, шывне улăштарсах тăма, çимĕçсене çуса тасатма тивет.
Шăнтни. Вăл çимĕçсене хĕл валли хăвăрт та канлĕ тирпейлеме май парать. Çак тĕллевпе чылайăшĕ пысăк морозильниксем туянать. Шăнтнă чухне сивĕпе мĕнпур микроорганизм пĕтет, усăллă япаласем туллин упранса юлаççĕ. Шăнтнă улма-çырлапа пахча çимĕç чĕрринчен нимĕнпе те кая мар.
Паллах, шăнтас пулсан çимĕçсене упрамалли условисене çирĕп пăхăнмалла, пĕрре ирĕлтерсен тепре шăнтма юрамасть, пахалăхĕ пĕтет.
Типĕтни. Ку меслетпе усă курнă чухне çимĕçри С витаминăн тата В ушкăнри витаминсен пысăк пайĕ арканать. Çав вăхăтрах А, Е витаминсем туллин упранса юлаççĕ. Типĕтнĕ çимĕçсем пысăк калориллĕ пулнине асра тытмалла. Нÿрĕке çухатнă май çимĕçре сахăр виçи нумайланать, çавăнпа тутлăх пахалăхĕ ÿсет. Типĕтнĕ чухне консервантсемпе пачах усă курманнине кура çак çимĕçсемпе пĕчĕк ачасен апатланăвĕнче те усă курма юрать.
Сахăрлани. Çырласене стерилизацилемеççĕ, сахăр кăна сапаççĕ. Çавна май витаминсем консервланă, шăнтнă, типĕтнĕ чухнехинчен чылай ытларах упранса юлаççĕ. Сахăрланă çимĕçсене нÿхрепре е холодильникре упраççĕ.
Тĕп çитменлĕхĕ - сахăр ытлашши нумай пулни, çавăнпа пылака рациона чикĕлесе кĕртмелле.
Хăш меслет лайăхрах-ха? Хĕлле пурте вырăнлă. Анчах тăвар хушса маринадланă, йÿçĕтнĕ çимĕçсем юн пусăмĕ ÿсекен, пÿрепе шăк çулĕсен чул чирĕсемпе аптракан çынсене, уксус хушнисем хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулсан, гастритпа, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе чирлесен, варени-джем таврашĕ сахăр диабечĕпе, самăрлăхпа нушаланакан çынсене юрамаççĕ.
Диетологсем маринадланă, тăварланă çимĕçсене эрнере 1-2 хут кăштах, джемсемпе варенисене кунне 2-3 чей кашăкĕ пылак мар чейпе çиме юранине палăртаççĕ.
Лариса АГЕЕВА,
республикăри профилактика,
сиплев физкультурипе
спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.