Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

“Этемĕн йытăлла пурăнма юрамасть”

Телее кашни хăйне евĕр ăнланать. Пĕрисем ăна хăйсем валли çеç çÿлти хăватсенчен ыйтса илесшĕн, теприсем шалти вăйне тата пултарулăхне шанса ăна тĕнчене валеçесшĕн. Паянхи хăна - халăхра палăрнă, çынсенче икĕ туйăм /ырланипе хурланине/ çуратакан Типшĕм Сашук. Маншăн та çак юрăç ăнланса пĕтерейми вăрттăнлăх, юррисене итленĕ май унăн шухăшлавĕнчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Типшĕм Сашукăн шалти тĕнчипе çывăхрах паллашас, вулакана унăн пурнăç хаклавĕпе пайлаштарас тесе çак калаçăва пуçартăм.

- Сашук, сана курас-итлес тесе Чул хула, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, Тутар, Пушкăрт республикисенче пурăнакан чăвашсем Шупашкара ятарласа килеççĕ. Санăн пÿлĕмÿн пĕр стени çинче те хăнасем саккаспа хатĕрлеттернĕ «Тĕнчене телей валеçекен» тесе çырнă медаль çакăнса тăрать. Чылайăшĕ шÿтлет: «Сашук ырă пурнăçран юлашки çулсенче самаях мăнтăрланчĕ, «Типшĕм» хушма ята улăштарма вăхăт çитнĕ унăн». Мана та эсĕ «Типшĕм» ятпа мĕншĕн çÿрени кăсăклантарать.

- Егоров тĕнчере питĕ нумай. Елчĕк ял тăрăхĕнче çеç вун икĕ Александр Егоров. Манăн вун виççĕмĕшĕ пулас килмерĕ. Типшĕм Сашук пулса тăтăм. Шăпах çав вăхăтра «Хыпар» хаçатра ĕçлекен пĕр журналисткăна юрататтăм. Ун чухне эпĕ типсех кайнăччĕ. Тата çамрăк чухне ĕçсе çапкаланса аташса çÿренине, 25 çула çитсен пурнăçăма çĕнĕрен пуçланине кашнине ăнлантарса пĕтерейместĕн вĕт. Атте панă хушамата кăçал сцена çинче юрланă чухне каялла тавăрасшăнччĕ, анчах пĕр тусăм, сасă операторĕ Володя Манишев: «Эсĕ халь тин хăть мĕнле хушамат илсен те Типшĕм пулсах ватăлатăн», - терĕ, йăшăл та тумарăм. Куракан манăн концерта зоопаркри упăтене курнă пек: «Типшĕм Сашук, эсĕ типшĕм мар вĕт, самăр» - теессишĕнех çÿрет. Концерт хыççăн вара килне çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухса утать, мĕншĕн тесен эпĕ залра ларакан халăхпа чиркÿри пекех чуна уçса калаçатăп.

- Чăвашра хăех сăвă çырса ăна кĕвĕлекен сахал. Санăн çак пултарулăхун йывăççин тымарĕсем сĕткенне ăçтан пухаççĕ?

- Пурнăçăмра çул кăтартакан виçĕ «палăк» пур: Надежда Сельверстрова сăвăç, Борис Чиндыков драматург тата Николай Казаков композитор. Унччен вĕсем маншăн турăшсемччĕ, халĕ аслă юлташсем. Вĕсем мĕн туни пĕтĕмпех маншăн шедевр. Халь тин хĕрсен ăш çунтармăшĕ пулаймăп, çулсем малаллах хăвалаççĕ, мĕншĕн тесен манран уçă саслăрах, хитре хусканусем тăвакан юрăç та пайтах, анчах манăн, ыттисемпе танлаштарсан, çĕнĕ сăмах, ыранхи куна шанăçпа кĕтме тивĕçлĕ юррăмсем пур. Валентин Абрамов калани асрах: «Сашук, санăн юррусем чĕрĕ, пурнăçран». Эпĕ чун суйланă çулпа утма тăрăшатăп. Аслисемшĕн те, çамрăксемшĕн те социаллă артист пулас килет.

- Миçе сăвă-юрă авторĕ эсĕ?

- 17-ре çырма пуçларăм. 23 çулта сăввăм-юррăм пинрен те иртрĕ пуль. Паян эпĕ ял пурнăçĕ çинчен ытларах çыратăп. Унта пурăнакансене хавхалантарас килет. Ара, эпĕ те ял ачи-çке, прописка та тăван ялтах, атте-анне çурчĕ мана яланах кĕтет. Шăп та лăп тепĕр 13 çултан, ывăлăм шкул пĕтерсен, тăван тăрăха яланлăхах куçса кайăп. Хулара троллейбус мăйракинчен çÿлерех пăхаймастпăр, ялта вара ирĕклĕх, сывлăш уçă та таса, уя тухатăн та пĕтĕм тĕнче куç умĕнче сарăлса выртать.

- Сана куракан мĕншĕн юратнине ăнланса пĕтерейместĕп. Залра яланах лăк тулли çын.

- Эпĕ юррăмсенче суймастăп. Куракана пĕр концерта та ирĕксĕрлесе чĕнместĕп, паллакансем урлă билетсем сармастăп. Профком председателĕсемпе, хуçалăх ертÿçисемпе йăпăлтатса çÿреместĕп. Ман пата куракан «Юлташ пурăнать», «Шанăçпи», «Анне» юрăсене итлеме хăй ирĕкĕпе килет.

- Чылайăшĕ «Типшĕм такмакĕсене» те килĕштерет. Эсĕ ыттисенчен пач уйрăлса тăратăн тесен те йăнăш пулмĕ. Санăн пуçна хăйне евĕр шухăшсемпе сăнарсем мĕнлерех майпа вĕçсе кĕреççĕ?

- «Анне» юрра 10 çул çыртăм. Тĕрĕссипе, сăвва хут çине çырма 10 минут çителĕклĕ, анчах малтан юрă сăмахĕсен чунра пиçсе çитмелле. «Типшĕм такмакĕсене» çырнă чухне кашни çаврăмне шăрçаланă хыççăн Коля Пыркин купăсçă патне шăнкăравларăм, пĕрле ахăлтатса култăмăр.

- «Эп тĕнче хĕррине çуран çитĕттĕм, сар кайăк пулса çÿл тÿпене вĕçĕттĕм пĕр самантлăха курассишĕн аннене, пуçа хурассишĕн ун хул пуççийĕ çине». Юрруна итленĕçем пирĕнтен уйрăлнă аннене аса илетĕп те куçран куççуль пăчăртанса тухать...

- Анне Елчĕк районĕнче паллă çын пулнă. Вăл шкулта вырăс чĕлхипе литературине 35 çул ытла вĕрентнĕ. Атте те районта хисеплĕ çынсен шутĕнчеччĕ. Выльăх тухтăрĕнче тăрăшнă. Талăкĕпех ĕçлетчĕ, çур çĕр варринче ентешсен выльăхĕсене çăлма пĕрре мар тухса кайнă.

- Эсĕ артист çулне суйланă. Аçу-аннÿрен тĕслĕх илес темерĕн-им?

- Манăн дипломра «филолог, чăваш чĕлхипе литературин учителĕ, театр режиссерĕ» тесе çырнă. Паянхи куна çывхартса пурнăçăн тĕрлĕ çулĕпе утрăм: çамрăксен театрĕнче вăй хутăм, вăрман касрăм, çурçĕрте кирпĕч çапрăм, Мускавра сантехника турăм, прораб ĕçне алла илтĕм, апла пулсан та тĕнчен хăть хăш кĕтесĕнче те салху чăваш сăвăçи пулма пăрахмарăм. Кашни кун ĕç хыççăн çĕнĕ юрăсем хайлаттăм. Шалу илмессерен Шупашкара килсе çĕнĕ юрă çыртараттăм. Манăн юрăсене эстрадăри чăвашсен паллă вун-вун артисчĕ шăрантарать. Тĕнче касса çÿресе ывăнтăм, халĕ эпĕ - чăваш эстрада артисчĕ.

- Чап тени, пĕр енчен, аван пулăм, пысăк укçа ĕçлесе илме май парать, тепĕр енчен, çын чунне иленсе пуçа çиет. Чапран хăрамастăн-и?

- Эпир турă аллинче. Ку ыйтăва маншăн Стас Михайлов хуравланă: «Ман пата чап 20 çулта килнĕ пулсан эпĕ тахçанах ĕçсе вилĕттĕм, анчах ят 40-ре килчĕ. Халĕ эпĕ укçа, чап хакне туятăп». Хамран çапла хушатăп: «Эпĕ 11-мĕш класранпа сăвă-юрă çыратăп. Паллă юрăç пулас тесе миçе каç çĕр çывăрмасăр çунса-ĕмĕтленсе-тунсăхласа ирттермен-ши? Куракан юратăвĕ ман пата 35 çулта çитрĕ, эпĕ çакна тивĕçлипе йышăнма пултартăм».

- «Мунча» юррунта кукку патне менелнике вĕçтеретĕн, Петĕр Эйзин сăввипе кĕвĕленĕ «Сарă хĕрсем» юрăра утă çулатăн, «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятлинче Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн пăшăрханатăн, «Ан ĕçĕр-ха, çамрăксем» юррунта пулас ăру сывлăхĕшĕн кулянатăн. Кашни сăвву паянхи саманапа тачă çыхăннă.

- Манăн пултарулăх тĕрлĕ пайран тăрать. Хăш-пĕр юрра пуян юлташсем ыйтнипе çырнă, теприсене - чун хушнипе, виççĕмĕшĕсене - хитре хĕрсене савнипе.

- Паян иксĕмĕр «юрату» сăмаха миçе хут аса илтĕмĕр. Санăн тĕнче пысăкăш чĕрÿнтен юрату çăл куç пекех тапса тăнăн туйăнать. Арăму хаçат вуланă хыççăн пĕçерккĕ парасран хăрамастăн-и?

- Манăн арăм - тухтăр. Вăл пĕр пике çумне те кĕвĕçмест, ăнланать. Хĕрсем мана юратаççĕ пулсан эпĕ питĕ лайăх артист. Хÿхĕм пикесене сăвă-юрă тĕнчинче çеç юрататăп эпĕ. Кашнине çĕнĕ юрă халаллатăп та пушанса юлса туххăмрах теприне кăмăллатăп. Петĕр Яккусен сăмахĕсем ялан асра: «Çырăннă чухне çырăр, çунса кĕлленсен сăвăсем çуралмаççĕ». Эпĕ паянхи кунччен те юрататăп, çунатăп, асапланатăп, тунсăхлатăп, çавăнпа телейлĕ. «Эсĕ кÿнĕ чун асапĕ пулчĕ сăвă, уншăн тав», - тет эпĕ юратакан сăвăç Надежда Сельверстрова.

- Чăвашсен нумай хут авланнă гени сăвăçисемпе ăсчахĕсем арăмĕсене икшер-виçшер ача çураттараççĕ. Пĕррехинче мана Геннадий Волков ăсчах кулянса: «Эх, чăваш хĕрне арăм тăваймарăм, хам хыççăн чăн чăваш ачи хăвараймарăм», - тенĕччĕ. Эсĕ вара миçе хĕрарăма ача çураттартăн?

- Тÿрех каласа хăварам: хам пирки гени поэт теейместĕп. Манăн пултарулăха халăх хаклатăр, эпĕ миçе тенкĕ тăнине куракан калатăр. Манăн çемье пурнăçĕ пĕрре те илемлĕ мар. 19 çулта авланса 20-ре уйрăлтăм. Тавах турра, шăп та лăп хам сăнлă хĕр ÿсет, ăна халалласа юрă та çырăнчĕ. Эпир туслă, час-часах курнăçатпăр, Надя ЧПУн экономика факультетĕнче ăс пухать. Унпа пĕрле Григорий Вакку ывăлĕ те вĕренет. Эпĕ вара Гришăпа пĕр курсра пĕлÿ илнĕ, пĕр пÿлĕмре пурăннă. Мăшăртан уйрăлнă хыççăн пурнăç çулĕпе 15 çул пĕччен утрăм. Ева Лисина новеллинчи пек каласан «йытăлла». Этемĕн вара йытăлла пурăнма юрамасть. Эпир çак тĕнчере хăнара анчах, этемсем кăна. Йăнăшатпăр, ÿкетпĕр, аманатпăр, вĕçетпĕр, пĕр сăмахпа, пурăнасшăн. Хальхи ăспа пулсан çамрăк ĕмĕре тĕрĕсрех ирттерĕттĕм. Çапла, çĕр çинче 39 çул пурăнса пухнă кун-çул опытне нимĕнле укçапа та илеймĕн.

- Ывăлна Андрейкăна май пур таран рекламăлатăн. Тĕнчере тем тĕрлĕ шухăшлă, тем тĕрлĕ энергетикăллă çын та пур. Залра ларакан усал куçлисем куçăхтарасран хăрамастăн-и? Елена Иовлева ав сцена çине мĕн пур пÿрни çине икшер ылтăн çĕрĕ тăхăнса тухать, хăйне пăсасран шикленет.

- Мана чылайăшĕ ывăлупа мухтанатăн тесе ÿпкелет. Пĕлĕр: эпĕ ăна питĕ юрататăп. Андрейка 7 уйăх тултарсан арăма ĕçе чĕнсе илчĕç. Ачана кампа хăварас? Ир пуçласа мĕн каçчен хампа илсе çÿреме тиврĕ. Артист пурнăçĕ ялан çул çинче. Куç ÿкесрен пач та шикленместĕп, мĕншĕн тесен манăн концертсенче ăнсăртран лекнĕ, усал сунакан çын çук.

- Эпир - пурнăç çулĕ çине тăракан ачасемшĕн чи пирвайхи тĕслĕх. Андрей санăн çулна суйлас пулсан...

- Нихăçан та. Артист пурнăçĕ - йытă пурнăçĕ. Пирĕн канмалли кун çук. Пасарти сутуçăсем пек кун кунлатпăр, вĕри апат çинĕ-çимен. Хăçан - ăнăçлă, тупăшлă, хăçан вара ĕçлесе илнĕ укçа бензин хакне саплаштарма та çитмест. Андрейка кăрлачăн 12-мĕшĕнче кун çути курнă, çак кун прокурорсен уявĕ. Çирĕплетсех калатăп: вăл пичче пекех юрист пулĕ.

- Эсĕ - филолог, чăваш чĕлхипе куçа курăнман туйăмпа, несĕлсем парса хăварнă сăмах вăйĕпе çуталса çĕр пичĕ тăрăх утакан чăваш. Тăван чĕлхе пуласлăхĕ санăн чунна пăшăрхантарни куç кĕрет, юррусенче те кун çинчен уçăмлăн калатăн...

- Пĕр юлташ калашле: «Чăваш чĕлхи - уй-хирпе вăрман чĕлхи». Хамран хушса хуратăп: «Çăтмахри пирĕшти чĕлхи». Цивилизаци аталаннă май хальхи технологипе çыхăннă акăлчан, вырăс, француз сăмахĕсене чăвашла куçарма питĕ хĕн. Калăпăр, айпад, скайп сăмахсене чăвашла тÿрремĕн куçарсан кулăшла илтĕнме пултараççĕ. Çапах эпĕ хăш-пĕр эгоист ашшĕ-амăшне ăнланмастăп. Ачисене ирĕксĕрлесе чăвашла вĕрентеççĕ. Чăн чăваш Гранд Терра джипра ларсан та чăваш пулма пăрахмасть, чăвашлах шухăшлать, юрлать. Чăвашлăх чунра, юнра пулмалла. Ывăла чăвашла калаçма ятарласа вĕрентмесен те вăл тăван чĕлхене пĕлет. Елчĕк тăрăхĕнче çуралнă чăваш сăвăçин ачи чăваш пулсах ÿсет.

- Эсĕ пĕр вăхăтра чăваш хаçачĕсемпе питĕ туслăччĕ, санăн хăйне евĕр хайлавусене вуласа тĕлĕнеттĕм. Хаçат-журналтан мĕнле сăлтава пула писрĕн?

- Ун чухне пурнăç çине Федор Достоевскин Мышкин кнеçĕ пек ачапчалла пăхаттăм. Кĕнекесем кăларса, драмăсем, киносценарисем çырса укçа ĕçлесе илес килетчĕ. Халĕ Интернетри социаллă сайтсенчи сăн ÿкерчĕксен айĕнче «класс» пусни, ентешсен хаклавĕсем интереслĕрех - акă манăн пĕлтерĕш, витĕмлĕх.

- Чăн-чăн поэт тени пин-пин çын хушшинче пĕрре пулать. Сумлă çак ята тивĕçекен чăваш пур-и?

- Пур. Валерий Раштав. Вăл чăвашсен Александр Блокĕ.

- Артистсем теприне мухтанине юратмаççĕ, пĕр-пĕрин çинчен тĕрлĕ юмах-сăмах сараççĕ, кĕвĕçеççĕ... Эсĕ çакна еплерех йышăнатăн?

- Манăн пĕр ĕмĕт пур: радио хыпарлавра е телекуравра чăваш артисчĕсене мухтаса, хавахалантарса питĕ вирлĕ кăларăм йĕркелес килет. Вячеслав Христофоров концертĕнче юрланă чухне хумханнипе чĕтреме пуçлатăп. «Тимтире мĕншĕн япăх якатрăм-ши, çÿçе ма кастармарăм-ши?» - тесе кулянатăп. Унăнни пек харизм тата энергетика урăх никамăн та çук.

- Сан çинчен халăхра шÿтсем те çÿреççĕ...

- Çÿреччĕр. Ырăпа е усалпа калаçни эпĕ мĕне те пулсан тăнине пĕлтерет. Чи хăрушши - чĕмсĕрлĕх, асăрхаманни, хакламанни. «Типшĕм Сашук, сана чăтма пултараймастăп», - текенсем те пур. Эпĕ вара телейлĕ! Çак çĕр çинче маншăн тăшман çук.

- Чăнлăхран хăрамастăн пулсан та кухньăра турă кĕтесĕ пур...

- Турă маншăн - шанăç, юрату, ыранхи куна кĕтме вăй паракан хăват тата асам. Турра ĕненмен çын - чунсăр. Людовик патша: «Пирĕн хыççăн хăть шыв илтĕр», - тенĕ. Апла калани питĕ пысăк путсĕрлĕх. Тăхăмсен те пурăнмалла. Ирхине вăранни, нимĕн те ыратманни, сĕтел çинче çăкăр пулни, сăвă-юрă çырăнни, ачасем сывă çитĕнни, арăм юратни - çаксем турă пуррине ĕнентереççĕ. Этем ĕмĕрĕ иртсен çÿлти патшалăхра канăç тупасса, атте-аннепе, кукамайпа тĕл пуласса ĕненетĕп. Ĕненÿ - чи сăваплă туйăм. Таса пулăр, юратăр, ĕненĕр.

- Хăвна хăв мĕнлерех ыйту парăттăн?

- Куракансем час-часах: «Сана «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята хăçан параççĕ?» - тесе шăхвăртаççĕ. Хуравлатăп: «Нихăçан та». Эпĕ нимĕнле организаципе министерствăсем тăрăх та йăпăлтатса, пуç çапса çÿреместĕп. Чи пахи - юрăсене итлекен пурри. Халăх валли çырнă юрăсем çынсен асĕнче юласса чĕререн ĕненетĕп. Кашни уйăхрах итлекен патне пĕрер çĕнĕ юрă çитеретĕп.

- Паянхи çамрăк ăрăва пурăнма пĕрре те çăмăл мар. Пирĕн, аслисен, вĕсен таса чунĕсене упрас тесен мĕн тумалла-ха?

- Чи малтан вĕсене сывлăха упрама вĕрентмелле, тĕрлĕ ейленÿпе киленсе пĕтернĕ сывлăха каярахпа нимĕнле укçапа та туянаймастăн. Çамрăксем, ĕненĕр: эрех ĕçсе çапкаланса çÿрени паян модăра мар. Паян - ĕçченнисен, вăйлисен, харсăррисен вăхăчĕ. Сăпайлăхпа тараватлăх, юратупа çынлăх, чыслăхпа тÿрĕлĕх, туслăхпа пĕлÿлĕх нихăçан та модăран тухмĕç. Çакна тепĕр хут ĕненес тесен Типшĕмĕн концертне пырса курăр.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.