Комментари хушас

1 Авăн, 2015

Кĕтрет çути пек таса ĕмĕтсемпе

Пуçланчĕ! Çак сăмаха паян урăх нимĕн пирки те мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ - уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем, киле панă ĕçсем, тĕрлĕ кружокпа олимпиадăсен вăрăм вăчăри... - тĕлĕшпе кăна калатпăр. Пĕр хушă шăплăх хуçаланнă шкулсем çĕнĕрен чĕрĕлнине - ачасен хаваслă сассипе, куллипе тулнине - сăнама кăмăллă. Ачасем кирек хăш саманара та пурнăç тăсăмĕн пĕлтерĕшлĕ палли-çке.

Самана тенĕрен - вăл улшăнса пынăçемĕн вĕренÿ тытăмĕ те хытса ларнă калăп картинче тытăнса тăмасть. Ĕнер пуçа та илме пултарайманни паян пурнăç норми пек пулса тăрать пирĕншĕн е пачах урăхла - тинтерех кăна йĕркеллĕ тесе йышăнни хальхи вăхăтра тивĕçтереймесĕр иртнĕлĕхе куçса пырать. Акă, компьютер технологийĕсĕр паянхи вĕренÿ тытăмне куç умне кăларайăн-и? Электрон вĕренÿ кĕнекисем, дневникĕсем çинчен темиçе çул каялла ĕмĕтленме те пултарайман пулсан халĕ вĕсем - хăнăхнă япаласем. Пĕр хушă юрист е экономист дипломне илес кăмăл чирех куçса кайнăччĕ - паян ĕç рынокĕнче пачах урăх профессисем «çанталăк тăваççĕ». Кунашкал тĕслĕхсем çав тери нумай илсе кăтартма пулать.

Паян Раççей рабочи кластерне вăйлатас тĕлĕшпе пусăм тăвать. Приоритетлисен йышĕнче çавна май вĕрентÿ тытăмĕнче çак предметсем: математика, физика, хими, биологи. Анлă хутлăхăн локомотивĕ вырăнĕнче вара патшалăх ертÿлĕхĕ професси вăтам пĕлĕвне паракан организацисене курасшăн. Самана çапла ыйтать. Паллах, çакă пирĕн вĕренÿре гуманитарие кĕтесе «шăлса ывăтмаллине» пĕлтермест, паллах. Çĕршыва пурте кирлĕ, анчах - виçеллĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.