Комментари хушас

26 Çурла, 2015

АЧАНА ШКУЛА ХАТĔРЛЕТПĔР

Пĕрремĕш класа каймалли ачасен ашшĕ-амăшĕн вĕсене шкула хатĕрленĕ чухне хумханмалли чылай тупăнать. Кашни шкултах мĕнле те пулин хăйнеевĕрлĕх пур, çавăнпа сирĕн ача вĕренмеллинчи ыйтусене унта кайса пĕлни вырăнлă пулĕ. Çак йĕркесем пĕлтерĕшлĕ.

Килте шкул ачин хăйĕн ĕç вырăнĕ пулмалла, мĕншĕн тесен унăн малашне урока хатĕрленсе сĕтел хушшинче вăхăт нумай ирттерме тивет. Ăна çурăмшăн та, куçсемшĕн те хăтлă условисем туса памалла. Сĕтелпе пукан çÿллĕшĕ мĕнле пулни пĕлтерĕшлĕ: ачан чавсисем сĕтел çинче ирĕклĕ выртмалла, çурăмĕ пукан хыçне перĕнмелле, урисене чĕркуççире тÿрĕ кĕтеслĕхпе хуçлатмалла е пĕчĕк тенкел çине пусса лармалла. Чавсинчен ал лаппине çити виçсе илмелле. Ачан куçĕсемпе тетрадь е кĕнеке хушши шăпах çак тăршшĕпе танлашмалла. Палăртнă йĕркене пăхăнни кĕлетке тÿрĕлĕхĕпе куç çивĕчлĕхне хушма йывăрлăхран сыхлама пулăшать. Ача ÿссех пынă май кашни çул ăна юрăхлă пукан шырамасан та юрать, çÿллĕшне йĕркелесе тăмалли пукан туянсан лайăхрах.

Шкул валли кирлĕ япаласене ачапа канашламасăр туянмалла мар. Уншăн пенал тĕсĕ те, рюкзак форми те, çи-пуç та пĕлтерĕшлĕ. Вĕренес кăмăлĕ мĕнле пуласси çакăнтан та килет.

Сарлака çакăсемлĕ, ортопеди хыçлă рюкзак кирлĕ. 6-7 çулсенчи ачан шăмă-мышца тытăмĕ аталансах çитеймен-ха, хулпуççийĕсене тĕрĕс мар тиев лексен сколиоз пуçланма пултарать. Рюкзак йывăрăшне кăна мар, виçине те шута илмелле: унăн аялти хĕрри ачан пилĕкĕ шайĕнче пулмалла. Каркаслине туянмалла, вара тетрадьсемпе альбомсем лÿчĕркенмĕç.

Улăштарса тăхăнмалли пушмак хумалли сумкăна физкультура валли кирлĕ форма та вырнаçтăр.

Ачана дисциплинăна, тирпейлĕхе хăнăхтарăр. Шкул формине пурин валли те пĕр пек çĕлеттерме йышăнман пулсан арçын ачана костюм, хĕрачана юбкăпа блузка е сарафан тăхăнтартмалла. Шкула джинспа, янкăр çи-пуçпа çÿреме юрамасть.

Пĕрремĕш класс ачине хăвăрт хуса тăхăнма меллĕ пултăр тесе липучкăллă, супинаторлă меллĕ пушмак илсе памалла. Унăн сăмси сарлака кирлĕ. Ачасен ура пÿрнисем сарлакарах вырнаçнă, тăвăр, çинçе пушмакпа çÿресен сыпăсем кукăрăлаççĕ. Пушмак тĕпĕ пиçĕ, лайăх авăнаканни, шуçманни пулмаллине ан манăр. Сакăр çулчченхи ачасен пушмак кĕлин çÿллĕшĕ çур-пĕр сантиметртан иртмелле мар. Пушмака виçсе пăхнă чухне çакна шута илĕр: пуç пÿрнепе пушмак сăмси хушшинче 1-1,5 сантиметр пушă вырăн юлмалла.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен темиçе кун маларах шкул режимне куçмалла. Ачана ирсерен шкула каймалли вăхăтпа килĕшÿллĕн вăратмалла, апатлантармалла та пĕрле шкул патне çитсе килмелле. Пулас шкул ачи малашнехи маршрута лайăх хăнăхма пултарĕ. Уçăлса çÿренĕ чухне ăна хăйне урамра мĕнле тытмаллине тата çул-йĕр правилисене вĕрентĕр.

Чи кирли - ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне хăйтĕллĕнлĕхе хăнăхтарни. Вăл хăй тĕллĕнех вылятăр, ÿкертĕр... Аслисем ăна килте пĕччен шанчăклăнах хăварма пултарччĕр. Ача хăрушсăрлăхăн тĕп правилисене пăхăнма, апат ăшăтса çиме, урок тума, кĕнеке вулама, выляма пĕлни пĕлтерĕшлĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнă кун шкула ачапа пĕрле кайăр, çак кун ăна нумайлăха асра юлмалли уяв туса парăр.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.