Комментари хушас

26 Çурла, 2015

ОРГАНИЗМ СИСТЕРЕТ...

Пирĕн организма лекекен çимĕçсенчи хăш-пĕр микроэлементсем пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ. Н. Корнякова валеолог тухтăр палăртнă тăрăх, анализ организмара цинк сахаллине кăтартать пулсан - кадми нумай. Кальци ытлашшипех - фосфор çитмест.

Çав вăхăтрах этем организмĕ питĕ ăслă, хăйĕн "хуçалăхĕнче" хăех йĕрке тума пултарать. Вăл мĕн те пулин /сухан, селедка, какай.../ çиес килнине палăртса сигнал ярать. Шăпах апат ĕнтĕ тĕп эмел пулса тăрать.

Ăсчахсем сĕт çимĕçĕсене бананпа çисен лайăхраххине тĕпчесе пĕлнĕ. Банан сĕт липичĕсене ирĕлтерет. Сăмах май, хырăмлăхăн шыв чирĕпе /водянка желудка/ аптракан çынна пĕр уйăх сĕтпе банан çитерсе сипленĕ. Çак тĕслĕхре чир йăлтах иртнĕ.

Ирсерен пăтă çимелле мар текен шухăш та пур, мĕншĕн тесен ирхине пĕверĕн ферментаци пултарулăхĕ ытла та вăйсăр. Çакна пула кĕрпе çимĕçĕсем организмра япăх спирта çаврăнаççĕ, вăл вара пĕвере наркăмăшлантарать. Пăтта кунăн иккĕмĕш çурринче çисен çак витĕм пулмасть.

Хĕвел сахал регионсенче мандарин пÿрене япăх витĕм кÿрет. Анализсем икĕ çимĕç хыççăнах шăкра пысăк улшăнусем пулса иртнине кăтартаççĕ. Кăнтăрта вара кун пекки пулмасть. Унта мандарина темĕн чухлех çиме юрать. Сăмах май, мандарин кăна çакăн пек витĕмлĕ, ку ытти цитруссене пырса тивмест.

Ирсерен, апатчен кăшт маларах, 1 стакан шыв ĕçмелле е 1 апат кашăкĕ хĕвелçаврăнăш çăвĕ сыпса май килнĕ таран ытларах вăхăт ĕммелле те сурса пăрахмалла. Çапла майпа хырăмлăхри сиенлĕ япаласемпе наркăмăшсенчен хăтăлма пулать.

Апат умĕн пĕр чашăк пылак хура чей ĕçни усăллă. Сахăр инсулин туса кăларакан хырăм ай парне ĕçлеттерсе ярать, çапла диабетран сыхланма пулăшать.

Унсăр пуçне кашни кун хура чей ĕçни инсультран сыхланма пулăшнине çирĕплетсе панă.

Хырăмлăхăн аялти пайĕнче йÿçек нумайрах, вăл белоксене ирĕлтерет, çÿлти пайĕ - сĕлтĕллĕ, углеводсене ирĕлтерет.

Çавăнпа малтан белоклă апат /какай, пулă, пăрçа йышшисем, сыр, тăпăрчă, çăмарта/ çисен лайăхрах. Салатпа, анчах çăкăрсăр çимелле. Апатăн çак виçи йÿçек çĕре лексен лайăхрах ирĕлет.

Унтан вара гарнир е яшка çăкăрпа çиме юрать. Углеводсем шăпах кирлĕ пек хырăмлăхăн çÿлти пайне, сĕлтĕллĕ çĕре, лекеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.