Комментари хушас

27 Нарăс, 2014

Нихăш вăхăтра та кун пекки пулман

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче васкаса юр ирĕлнипе пĕрлех культура ĕçченĕн кунне паллă тăватпăр. Тăван республикăн культура отрасльне ултă театр, виçĕ концерт организацийĕ, патшалăх, муниципалитетсемпе ял тăрăхĕсен музейĕсем, 554 библиотека, 817 культура учрежденийĕ, музыкăпа искусствăн 48 шкулĕ, вĕрентĕвĕн тăватă учрежденийĕ кĕреççĕ. Чимĕр-ха, писательсен те пулмалла мар-и-ха культура тытăмĕнче?

Совет Союзĕ арканиччен Аслă Канашра икĕ-виçĕ депутат пуçне пĕр писатель тиветчĕ. Халĕ Раççей парламентĕнче те, хамăрăн Патшалăх Канашĕнче те çыравçăсем çук. Писатель профессине реестртан кăларнă. Яланах халăх чысĕ, совеçĕ, мухтавĕ шутланнă çынсем правасăр, сумсăр, кĕлмĕç пулса юлчĕç. Вĕсем пултарулăх интеллигенцийĕн малта пыракан отрячĕ пулнă, наци культура элитин тытăмне кĕнĕ. Халĕ ку ушкăна салатса янă, тытăмне сÿтсе пăрахнă. Укçасăр çынна кам элита тетĕр ĕнтĕ?

Иртнĕ вăхăтра «литературăпа» «искусство» сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрман. Илемлĕ произведени искусствăн мĕн пур тĕслĕхĕн никĕсĕ пулса тăрать. Либреттăсăр балет музыки çырăнмасть. В.Ходяшевăн чунĕнче пулас балетăн кĕвви çуралнăччĕ. Ячĕ те тупăннăччĕ. Хĕрсе ĕçе пуçăнма либретто кирлĕччĕ. Ăна çырма килĕшекен тупăнмарĕ те - композитор чунĕнче çуралнă кĕвĕ унтах юлчĕ. «Мĕн каласа юрлам-ши?» - тени ыт ахальтен çуралман. Кирек мĕнле юрăра сăмах тĕп вырăн йышăнать.

Мускав хаçат-журналĕнче культура ячĕпе калаçакансем - кино режиссерĕсем, артистсем, сцена ăстисем, шоу-бизнес çыннисем. Теплере пĕрре Д.Гранина, А.Дементьева, Ю.Полякова сăмах паркалаççĕ. Статьясен айне писатель тесе çыракан тата ик-виçĕ çын пур. «Культура» телеканал литература программисене эфира тахçанах кăлармасть. Раççей радиоканалĕпе вырсарни кунсенче «Поэзи» рубрикăпа темиçе сăвă ирсерен вулаççĕ.

«Театрсăр наци çук, театр - чĕрĕ сăмах» тесе калакансене чарассăм килет. Илемлĕ литературăсăр театр пулмасть. Литературăсăр наци пĕтет. Театр чĕрĕ сăмахран пуçланать. В.Шекспир, А.Чехов, П.Осипов хайлавĕсене çырман тăк - çав драмăсенче вылянă артистсем те пирĕн асăмăрта тăрса юлаймĕччĕç. Апла культура тытăмĕнче театр пулмалла тенĕ чухне писательсене мĕншĕн айккине тĕрте-тĕрте хăвармалла?

«Искусство» сăмах паян чăн-чăн пĕлтерĕшне çухатнă. Илемлĕ сăнар урлă пурнăçа кăтартса паракан искусство халĕ йăпанчăка çаврăннă. РФ Президенчĕ çумĕнчи Культурăпа искусство канашĕн пĕр ларăвĕнче В.Путин çапла каланăччĕ: «Культурăна йăпанчăк вырăнне хума хăнăхнине пĕтерме çăмăлах пулмĕ, анчах ăна тумаллах. Культура политикин те çакна тума тăрăшмалла, унăнах культурăна тивĕçлĕ шая çĕклеме пулăшмалла».

Совет тапхăрĕнче центрта та, республикăсенче те Культура министерствисен çумĕнче «худсоветсем» пулнă. Мĕнле кăна сăмахпа вăрçмаççĕ халĕ вĕсене? Пĕрисене хисеплĕ ят илме чăрмантарнă, теприсене илес килнĕ чухлĕ укçа илме чарнă. Кирек мĕнле ĕçре те çитменлĕх пулатех. Эпĕ вĕсен ĕçне тÿрремĕнех хутшăнман. Писательсен союзĕнче литература консультанчĕ пулнă чухне худсоветра пăхса тухма тăратнă юрăсен сăмахĕсене хак пама тÿр килнĕ. Юрăсен сăмахĕсене якатса çитерме сахал мар пулăшнă. Композиторсен союзĕн консультанчĕсем кĕвве-çемме хак паратчĕç. Ун чухне юрлатăп тесе çăвар каракансене, ташлатăп тесе силленекенсене пурне те сцена çине хăпартман, радиопа телеэфира кăларман. Юрă-кĕвĕ хывакана та, композитор пулсан та, концертсене хутшăнма ирĕк паман. Вокал ăсталăхĕ кирлĕ пулнă. Чăваш Республикинчи композиторсенчен А.Михайловăн кăна çавăн пек ирĕк пулнă.

Художество /ÿнер/ канашĕсен ĕçĕнче ним начарри те курмастăп. Ун чухне çуралнă юрăсем паян пурте халăхра пурăнаççĕ. Кирек мĕнле искусство произведенине те халăх çине кăлариччен ăстасен хак памаллах. Çавна туманнипе ĕнтĕ чиркÿсенчи амвон пекех таса вырăн пулмалли сцена намăс-симĕсе уяма пăрахрĕ. Эфир «попсапа» тулса ларчĕ. «Юрă - халăх чунĕ» тетпĕр пулсан патшалăхăн çав чуна хăй хÿттине илмеллех. Литературăна та сиктерсе хăварма юрамасть. Акă мĕншĕн литературăпа искусствăна пĕр-пĕринчен уйăрса калама тытăнтăмăр иккен.

Пирĕн çĕр-шыва вăл та, ку та кирлĕ мар. Сергей Михалков вырăс литератури патшăлăх хÿттинче пулмалли çинчен калатчĕ. Ăслăлăх кĕнекисенче «культура тытăмне хăй еккипе ярсан хăй хыççăн пуш хир хăварать» тесе çырнисем те пур. Наци литератури патшалăх пулăшăвĕсĕр пурăнайманни паллă ĕнтĕ. Чăваш Республики, çĕр-шыври вăтам кăтартупа танлаштарсан, кĕнеке 10 хут сахалрах кăларать. Чăваш писателĕсем хăйсен укçипе /е спонсорăннипе/ кăларнă кĕнекесем вулакан патне çитеймеççĕ. Пĕчĕк тиражпа пичетленĕскерсене ал çывăрĕ вырăнне кăна шутлаççĕ. Вĕсем кăкăр çапса мăнаçланмалли сăлтав пулаймаççĕ.

Халăх культурине илемлĕ литература аталанăвне пăхса хаклатпăр. РФ Президенчĕ В.Путин юлашки вăхăтра вырăс литературине шкулта ытларах вĕрентмелле тесе ас тутарсах тăрать. Апла вăл та кирлĕ патшалăха. Эпир пурте гуманитари хутлăхĕнче этем пулса çитĕнетпĕр. Илемлĕ литература - чун апачĕ. Вăл чунăмăрсене тутă усрать кăна мар, тулăхлантарса пырать.

Гуманитари хутлăхĕн тепĕр паха енĕ - истори - пирĕнтен чăн-чăн граждансем, патриотсем тăвать. Çак интеллект пурлăхĕ кама кирлĕ мар пулчĕ-ши? Мĕн сăлтавпа илемлĕ литературăна пурнăç çулĕ çинчен пăрчĕç? Писателе - халăх чысĕпе совеçне, чапĕпе мухтавне - кĕлмĕç, сумсăр çын туса хучĕç. Çын правин уполномоченнăйĕсем тĕрмере ларакансен прависем çинчен каçса кайсах калаçаççĕ. Ÿсĕр çапкаланчăксене пулăшакан темле общество организацийĕ те пур. Халĕ тата предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем турĕç. Предприниматель профессийĕ пур тăк мĕншĕн писатель профессине хуратса хумаллаччĕ? Мĕншĕн ăна хÿтĕлекен уполномоченнăй çук?

Неолибералсене пуян чунлă граждансем кирлĕ мар. Çавăнпах совет влаçĕ вăхăтĕнче министерство шайĕнчех пулнă союза сăра юратакансен клубĕпе юнашар антарса лартрĕç. Халĕ Писательсен союзĕ çыравçă хутне кĕрсе нимĕн те тăваймасть. Нихăш вăхăтра та писатель кунашкал мăшкăл курман. Выçлăх çулĕсенче те, вăрçă вăхăтĕнче те писателе ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿленĕ.

Писателĕн пĕртен пĕр хĕç-пăшалĕ - сăмах. Унăн сăмахне халăх ун чухне кăна мар, паян та саккун вырăннех йышăнать. Вĕсене çăвар хуптарма писательсен пултарулăх тытăмне салатса ячĕç, сумсăра кăларчĕç. Культура çулталăкĕнче илемлĕ литературăна ĕмĕрхи вырăнне тавăрса памаллах.


Денис ГОРДЕЕВ,

Чăваш халăх писателĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.