Комментари хушас

20 Çурла, 2015

Йĕкĕрешсем

Час-часах эпир килте тавлашса илетпĕр: çын пултарулăхĕ йăхран-йăха куçса пырать е ăсталăха хăмăр аталантарнипе кăна малалла кайма пулать? Паллах, йăхра пулни те хăйĕн вырăнне йышăнать, анчах та эпĕ шухăшланă тăрăх, Турă панă пултарулăха аталантармасан нимĕн те пулмасть. Ахальтен мар: «Çынра вунă процент талант пулсан, тепĕр тăхăрвунă проценчĕ ĕçлени, тăрăшни, малалла аталанни», - теççĕ. Çак шухăшпа манпа пĕр класра вĕренекен йĕкĕреш Дашăпа Аня Михайловăсем те килĕшеççĕ.

Пĕчĕк чухнех хĕр пĕрчисем амăшне уявсенче хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе савăнтарнă. Шкулта та ÿнер урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ÿкерес пултарулăх пулнăран йĕкĕрĕшсем пушă вăхăтра алла киçтĕк тытнă, çут çанталăк илемне хут çине куçарнă. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăсталăх аталаннă, кашни ĕçĕ малтанхинчен хитререх те хитререх пулнă. Районта, республикăра тата çĕршывра иртекен ÿнер конкурсĕсенче маттурсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Нумаях пулмасть «Тăмана чĕппи» аталантаракан центр ирттернĕ конкурсра та мала тухнă. Аня пĕрремĕш, Даша иккĕмĕш вырăнсене пайланă. Маттур хĕрсене дипломсемпе медальсем ярса пачĕç. Ÿнер шкулĕнче вĕренмен пулсан та питĕ хитре ÿкереççĕ, ĕçĕсене конкурссенче яланах пысăка хурса хаклаççĕ.

Ăçти çăлкуçран тапса тăрать-ши ăсталăх? Хĕрсенчен хăйсенчен ыйтрăм та ашшĕ енчи тăванĕсем ку тĕлĕшпе маттур пулнине пĕлтĕм. Анчах йăхра пулни кăна çителĕксĕр-çке. Ăсталăх ĕçлесен, тăрăшсан кăна аталанать. Хĕрсен тăрăшулăхĕ, сăрăпа пĕлсе усă курни ĕçĕсенче сисĕнет. «Тантăш» хаçата, «Тетте» журнала кăмăллакансем йĕкĕрешсен ÿкерчĕкĕсене юратнă кăларăмсенче час-часах кураççĕ.

Хĕрсем сăнĕпе пĕр пекрех пулсан, характерĕ вĕсен расна. Аня лăпкăрах, ытлашши калаçмасть, тĕплĕн шухăшласа сăмах ваклать. Ÿкернсĕр пуçне вăл спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнма пултарать. Право, экономика, обществознани тата ОБЖ предмечĕсемпе районта иртекен олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнать. Хăйĕн пултарулăхне пула 2015 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме те тивĕçрĕ.

Йăмăкĕнчен çичĕ минут аслăрах Даша /çакна вăл Аньăна час-часах аса илтерет/ шухăрах, чĕрĕрех, лара-тăра пĕлмен хĕр ача. Кашни çулах вăл районта физкультурăпа иртекен олимпиадăра çĕнтерет. Ÿкерме юратаканскер «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ те пулчĕ.

Дашăпа Аня вĕренÿре «5» тата «4» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ. Уроксене тĕплĕн хатĕрленеççĕ, вĕрентекен сăмахне яланах ăша хываççĕ. Маттур хĕрсем шкулти кашни конкурс-мероприятире малта. Тăван шкулти «Асамат кĕперĕ» республикинче хастар тăвансене информаци министрĕсене суйланă.

Халĕ те Дашăпа Аньăн аллисенче киçтĕкпе сăрă. Пултаруллăскерсем тепĕр конкурса хатĕрленеççĕ пулас. Йĕкĕреш хĕрсене малашне те çитĕнÿ тума ăнăçу сунар.

Катя КОШЕЛЕВА.

Йĕпреç районĕ,

Çăкалăх шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: акă, вĕсем, çамрăк ÿнерçĕсем тата вĕсен хăш-пĕр ĕçĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.