Час-часах эпир килте тавлашса илетпĕр: çын пултарулăхĕ йăхран-йăха куçса пырать е ăсталăха хăмăр аталантарнипе кăна малалла кайма пулать? Паллах, йăхра пулни те хăйĕн вырăнне йышăнать, анчах та эпĕ шухăшланă тăрăх, Турă панă пултарулăха аталантармасан нимĕн те пулмасть.