Комментари хушас

20 Çурла, 2015

Чĕрĕп

Пахчара, кил-çурт çывăхĕнче чĕрĕп курăнсан никам та ăна хÿтерсе яма шухăшламасть пулĕ. Халăх чĕрĕпе хаклать темелле. Анчах хăшпĕр чухне çынсем ытлашши кăсăкланса чĕрĕпе сиен кÿме пултараççĕ, пурăнакан вырăнĕнчен хăратса яраççĕ.

Чĕрĕпсем йĕппипе тăрăнтарнă панулмине хăй йăвине йăтса хĕл валли хатĕрленине ача чухне кам илтмен пулĕ. Чĕрĕп йăвине мăйăр, кăмпа, панулми пуçтарать имĕш хĕлле валли. Анчах ку тĕрĕс мар.

Чăннипе чĕрĕп панулмине те, çырла-кăмпана та пит хапăлах мар. Вăл хурт-кăпшанкă çисе тăранса пурăннине палăртаççĕ ăсчахсем. Улитка, ăман, нăрă-пăван, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, кайăк çăмарти - чĕрĕпĕн тĕп апачĕ. Вĕсем хĕл валли йăвана нимĕн те пуçтармаççĕ. Кĕркунне тĕлне нумай çисе самăрăлаççĕ те ноябрьтен пуçласа апрель пуçламăшĕчченех çывăраççĕ. Çывăрнă чухне çулла пуçтарнă çу пĕчĕккĕн иксĕлсе пырать. Çывăракан чĕрĕпĕн ÿт температури 2 градуса çити чакать /çуллахи вăхăтра чĕрĕпĕн температури 34 градус/. Минутра 5-8 хутчен çеç сывлать. Веществосен ылмашăвĕ вăрахланать. Çуркунне вăраннă чĕрĕп питĕ выçă. Вăл мĕнпур вăйне пухса çимелли шыраса çÿрет.

Чĕрĕп наркăмăша тÿсĕмлĕ. Уншăн хура çĕлен наркăмăшĕ те, вĕлле хурчĕ сăхни те, мышьяк та, цианистлă кали те, синиль йÿçекĕ те хăрушах мар.

Чĕрĕп шăши тытать тени тĕрĕсех мар. Йăрă шăшие чĕрĕп хăваласа çитеймест. Ăнсăртран шăши йăвине тĕл пулсан шăши çурисене хапăлласах çиет. Кашкăртан е тилĕрен чĕрĕп çăмхаланса кусса тарать тени те шÿт çеç. Чĕрĕп çăмхаланса пĕр хускалмасăр çеç выртать. Тилĕсемпе ÿхĕсенчен, хăлатсенчен чĕрĕп шăпах çăмхаланса выртса çеç хÿтĕленет.

  • Чĕрĕпсем çĕр çинче 15 миллион çул авал пулса кайнă. Чĕрĕпĕн вăтамран 10 пин йĕп. Йĕпсем 3 çултан çĕнелсе пыраççĕ. Телее, пĕр харăс тăкăнмасть унăн йĕппи, ÿкнĕ майăн çитĕнсе пырать, вăраххăн ÿсет.
  • Чĕрĕпсем ытти чĕрчунсемпе танлаштарсан сăвăс, пăрçа çыртнипе ытларах аптăраççĕ. Çĕрте чупнă майăн чĕрĕп курăка йĕпписемпе "тураса" пырать. Тĕрлĕ сăвăс-кăпшанкă пуçтарăнать чĕрĕп çине. Тасатмашкăн чĕрĕпе хăйĕн йĕпписемех кансĕрлеççĕ. Пыйтă пăрçаран хăтăлма чĕрĕп шыва сăмси вĕçĕ таранах кĕрсе ларма пултарать, йÿçĕ панулми çинче йăваланать. Шăршлă япаласем çинче йăваланса хăйне çыртакан-ĕмекен кăпшанкăран хăтăлма тăрăшать.
  • Чĕрĕпсен хÿре те пур. 3 см çеç пулнипе йĕпсемпе витĕннĕ кĕске хÿре курăнмасть.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.