Комментари хушас

14 Çурла, 2015

Талантлă çын Америкăра та талантлă

ВАЛЕРИЙ НИКОЛАЕВИЧ ЛУКЬЯНОВ

1956 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра çуралнă.
1975-1979 - Шупашкарти музыка училищи çумĕнче "Çамрăксен театрĕ" валли артистсем хатĕрлемелли театр студийĕнче вĕреннĕ.
1979-2005 - "Çамрăксен театрĕн” артисчĕ.
1985 - "Баллада о солдате” кинофильм тăрăх хатĕрленĕ спектакльте Алеша сăнарне калăпланăшăн Раççейри театрсен фестивалĕнче ятарлă Диплома тивĕçнĕ.
1993 - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.
2005-2007 - "Вырăс драма театрĕн” директорĕ.
2013-2015 - АПШри "Флорида" журнал менеджерĕ.
2015, сентябрь - АПШри Майами хулинчи Музыкăпа драма театрĕн артисчĕ.

Валерий Лукьянов - артист, театр директорĕ, менеджер, продюсер, радиокăларăм ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пулăшуçи, ÿнерçĕ, общество деятелĕ... Çаксене хăйĕнче шăнăçтарма пултарнинчен Валерий Николаевичран халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастăп. Кирек мĕнле пуçарăвне те вăл халăхăмăра юрăхлă пултăр тесе асра юлмалла кăшкарлатчĕ. Чи пĕлтерĕшли - вĕсенче пуринче те чăвашлăх ыйтăвĕ çăлкуç пек тапса тăратчĕ. Ахаль çынна кăна мар, пысăк должноçри чиновниксене те витĕм кÿме пултарнăран, ăна ЧНК президентне суйлас хавха та халăхра çÿретчĕ.

Ачалăхĕ тантăшĕсеннинчен чылай раснарах иртнĕ унăн: выляса-кулса мар - гипс ăшĕнче выртса... Хăрушă инкек чипер пурăннă çĕртех сиксе тухнă. Виççĕмĕш класа лайăх паллăсемпе пĕтернĕшĕн ашшĕ ăна велосипед туянса парать. Пĕчĕк Валера çÿреме хăвăрт хăнăхать: таçта та çитет, таçта та кĕрсе тухать. Пĕррехинче асăрханаймасть - шыв урлă хунă пĕрене тăрăх каçма тытăнса аялалла чăмать, купарчапа пĕçĕ шăммисене шатăр-р! аркатать...

Тăнĕ килсен хăй ăçта иккенне малтанласа ăнкарайман. Шурă халатлă çынсене курсан тин кунта мĕншĕн лекнине тавçăрса илет, куçĕсенчен куляну куççулĕ йăрăлтатса анать.

Легендарлă Маресьев летчик та кун чухлĕ - виçĕ çул - выртса сипленмен. Мĕнле чăтнă-ши вуниккĕри ача? Ара, вуçех тăрайман, утайман. Унсăр пуçне вĕренмелле вĕт. Вĕреннĕ те, выртсах вĕреннĕ Вăрнарти ача-пăча санаторийĕнче. Çапла тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш, улттăмĕш класс программисене пĕтерет. Шăмăсен шалти пайĕсем сипленсе çитнипе çитейменнине пĕлмелли хăватлă оборудовани кунта çукран Валерăна Ленинграда илсе каяççĕ. Тепĕр çур çул выртса сипленсен, шĕкĕр Турра, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулни çирĕпленет. Вара ăна ура çине тăма, кăштахран пĕрремĕш утăмсем тума ирĕк параççĕ.

Ентешĕсем-тантăшĕсем Валерăна, тăватă çула яхăн курманскере, хавхаланса кĕтсе илеççĕ: вăл ырă-сывă кĕлеткепе таврăнасса, хăй тĕллĕнех утма пултарасса нумайăшĕ ĕненсех пĕтермен-ха та. Костыльсĕрех, никам пулăшăвĕсĕрех чип-чипер утакан ачана курсан ялти ватăсем ырхаçлăн сăхсăхса çапларах каланă пулать: «Хăрушă инкеке, яланлăхах инвалид тума пултарнă инкеке çĕнтернĕ ку ачан пуласлăхĕ пысăк».

Вĕсен сăмахĕсем тÿрре тухаççĕ - Шупашкарти «Çамрăксен театрĕнче» Валерий Лукьянов чи талантлă артистсенчен пĕри пулса тăрать.

Рольсене пĕчĕккипе пысăкки çине нихăçан та уйăрман вăл: «Лайăх артистшăн пĕчĕк роль çук» ăнлава вĕреннĕ чухнех пуçĕнче картса хунă. Çапах та 27 çул хушшинче калăпланă сăнарсенчен пысăк пайĕ - тĕп геройсем. Кам кăна пулман вăл - помещик, профессор, ăсчах, ертÿçĕ, çар командирĕ... Анчах та диплом ĕçне - «Ученик лицея» спектакле - халăх умне кăларайманшăн /Культура министерстви костюмсем çĕлеттерме укçа тупайман/, икĕ çул хатĕрленни харама кайнăшăн паян кунчченех кулянать. Ара, спектакльти А.Пушкина унăн сăнарламалла пулнă. Унтанпа 35 çул иртнĕ пулин те А.Пушкина выляс ĕмĕчĕ В.Лукьяновăн сÿнмен-ха.

Америка. Флорида штачĕ. Майами хули. Çакăнта пурăнать халĕ Валерий Лукьянов. Мĕнле калас, талантлă çын Америкăра та талантлă: кунта та çухалса кайман вăл - «Çамрăксен театрĕнче» чухнех менеджер ĕçне хăнăхнăскер вырăсла пичетленекен «Флорида» журнала, коммерци пайне, вырнаçать. Америкăна куçса килнĕ вырăссем уçнă фирмăсемпе килĕшÿсем туса вĕсен продукцийĕсене журналта рекламăлать...

Халĕ вара вĕрçĕнĕ хыпар пĕлтеретĕп - кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Валерий Лукьянов Майамири Музыкăпа драма театрĕн артистĕнче ĕçлеме тытăнать.

Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.