Комментари хушас

11 Çурла, 2015

Августăн 11-мĕшĕнче 11 сехет çурăра

Сăмахăма вулакансене панă ыйтуран пуçлам: "Августăн 11-мĕшĕ, паянхи кун, тăван республикăмăр историйĕшĕн тĕнче пĕлтерĕшлĕ мĕнле пулăмпа паллă?" Нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп, хуравне тÿрех тавçăрĕç. Тĕрĕс: 1962 çулхи çак уйăхăн асăннă кунĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, йăх-несĕлĕмĕрсен пархатарĕпе вăй илсе ÿснĕ Андриян Николаев пĕрремĕш хут хăйне хăват панă çĕр туртăмне парăнтарса тĕпсĕр уçлăха çĕкленнĕ. Совет Союзĕн - виççĕмĕш, планетăмăр çинчи пиллĕкмĕш космонавт этемлĕх аталанăвĕн, наука прогресĕн çĕнĕ тапхăрне - уçлăха çĕнĕлле тĕпчессине хăйĕн сумлă тÿпине хывнă.

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев генерал-майор - чăннипех çутă çăлтăр. Вăл тĕнче уçлăхне икĕ хут кайса килнĕрен çеç мар, урăх сăлтавпа та çак ят-сума тивĕç: пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла пăхтарма-хаклаттарма пуçлаттарнă Андриянăмăрăн вĕçевĕсем. Чăвашлăхшăн тунă ырă, пуçаруллă ĕçсен, халăхсен хушшинчи ăшпиллĕ çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл.

Çĕр туртăмне парăнтарса çăлтăрсем таран çĕкленнĕ малтанхи космонавтсем темиçе ăрушăн юмахри Улăпсем пек туйăннă. Чылай космонавтăн алă ăшшине туйса тăнăран асăмран нихăçан тухман пĕр самант çинчен хисеплĕ вулаканăма пĕлтермесĕр тăма чăтăм çитмест. Хăй вăхăтĕнче, Байконур космодромра çар хĕсмечĕ пуçланнă тапхăрта, Андриян Григорьевич пирĕнпе, уйăх каялла çар тумĕ тăхăннă чăваш çамрăкĕсемпе, ăшпиллĕ калаçу пуçарнă самантра Георгий Тимофеевич Береговой сумлă ентешĕмĕре тăван халăхăмăр пирки нумай ырă сăмах калани питĕ мăнаçлантарчĕ, вĕсем паян та хăлхамăртах янăраççĕ: "Андрей /космонавтсем ăна хăйсен хушшинче çапла чĕнетчĕç/, енчен те сана ĕçчен те чăтăмлă чăваш халăхĕ çуратса тĕнче уçлăхне çĕклерĕ пулсан, вĕсем те /пире кăмăллăн пăхса/ маттур салтаксем пуласса пĕлсех тăр", - терĕ пире кашнине алă тытса. Ун хыççăн та чăваш кăйкăрĕпе тăтăш тĕл пулма тивнĕрен хама телейлисен шутне кĕртетĕп.

Вăл хăйне нихăçан та çăлтăр пек тытман. Яланах - уçă кăмăллă, тарават, пулăшма хатĕр. Хатĕр кăна мар, яланах пулăшнă. Тăван республикăмăршăн тунă ĕçĕсен калăпăшне нимĕнпе те виçеймĕн.

Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма пĕртте çăмăл мар. Шелсĕр вилĕм ăна вунпĕр çул каялла, хăйне иккĕмĕш вĕçевĕн Совет Союзĕн Геройĕн ик-кĕмĕш ылтăн çăлтăрĕпе наградăланă кун, тăван халăхăмартан уйрăлса кайрĕ. Хăй çуралнă, ялан асра тытнă тăван Шуршăлĕнче канăç тупрĕ, чунĕ çăлтăрсем патне ăсанчĕ. Ячĕ пин-пин чăваш чĕринче-асĕнче упранать. Çак юрату-хисеп нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ-иксĕлмĕ, вун-вун ăру асра тытса, сума суса пурăнĕ.

Байконур космодром ветеранĕсен Чăваш Енри Канашĕ август уйăхĕн 11-мĕшне, Андриян Григорьевичăн пĕрремĕш вĕçевĕн кунне, официаллă уяв - "Чăваш Республикин космос мухтавĕн кунĕ" - çирĕплетме сĕнсе пуçару тунăччĕ. Шел, сăваплă сĕнĕвĕн малашлăхĕ пулмарĕ. Çакă пăшăрхану туйăмĕ кăна вăратать. Те пуçарăвăн ырă шухăшне ăнланмарĕç, те урăх сăлтав тупăнчĕ: уяв шăпи ниепле те уçăмланаймасть. Хирĕçÿ вырăнсăр кунта. Уйрăмах - тĕнче пĕлекен сумлă çыннăн сăваплă ячĕпе çыхăннă ĕçе тытăннă чухне.

Апла-и, капла-и: август уйăхĕн 11-мĕшĕнче /11 сехет çурăра Андриянăмăр старт илнĕ вăхăт/ Байконур, Плесецк тата ытти космодромра çар хĕсметне ирттернĕ ентешсем пĕрле пухăнса виççĕмĕш космонавтăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хурĕç.

 

Юрий ЛИСТОПАД,

Байконур космодром ветеранĕсен республикăри канашĕн членĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.