Комментари хушас

11 Çурла, 2015

Куçăхнă телей. Рита АРТИ

Калав

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 148-154-мĕш номерсенче/.

Упăшки çинчен нĕрсĕр калаçнине илтсен Алюшăн пулас амăшĕн хирĕçлес кăмăлĕ те пурччĕ - эрехе пула минресе сапаланнă шухăшĕсене пĕр çĕре пуçтараймарĕ. Тепĕр тесен, калас тесен те калаймастчĕ - мăкăнь пек тутине шăршлă çăвар хупларĕ, сĕт пек шурă кăкăрне ирсĕр алă хыпаларĕ. Çири кĕпи, шарт! туртса çурнăскер, çĕре мĕнле хывăнса ÿкнине те сисмерĕ ÿсĕр хĕрарăм. Ÿчĕ вараланнине те, ячĕ сумсăрланнине те, чунĕ, савнă мăшăрне çак таранччен асра тытса пурăннă чунĕ, ĕсĕклесе макăрнине те туймарĕ. Тепĕр тесен, туяс та килмерĕ унăн. Пуçĕ çаврăнчĕ, ăшĕ, арçынран ытла та лайăх мар шăршă кĕнипе, пăтранчĕ. Хĕрарăм тĕпсĕр авăра йăванчĕ...

* * *

Çак кунранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ-ши? Тарăхнипе, кÿреннипе, хăй нимĕн те тăвайманнипе ниçта кайса кĕрейменнине пула сывлайми пулса ларнă Алюш пĕлмерĕ. Çакна кăна лайăх тĕшмĕртрĕ вăл - уншăн та, унăн чи çывăх çыннишĕн те ылханлă çав кунран пуçласа хĕвел тухма пăрахрĕ. Чунра ĕмĕрлĕх хĕл ларчĕ. Çав кунран пуçласа Алюшсен килĕнче ялан ĕçкĕ-çикĕ кĕрлерĕ. Тĕрĕссипе, малтан савăнăçлăн янăрама пуçлаççĕ-ха сасăсем, унтан кăраланаççĕ, каярахпа шăв-шав сиксе тухать те - хирĕçÿпе вĕçленет ĕçкĕ. Унпа вĕçленсен лайăх-ха... Кил хуçи вырăнне юлнă çамрăк арăм тĕнче çинчен пуçĕпех манчĕ тейĕн. Çип çапнă пек тÿрĕ йăранĕсем, çимĕçĕ йăтăнса пулакан пахчи çумкурăкпа хупланчĕ унăн. Кил картине тунсăх çапрĕ. Сунă-суман ĕни, выçăллă-тутăллă йытти макăрма-вĕрме те пăрахрĕç. Вĕсене, касăхсах çитсен, кÿршисем сăватчĕç, апат паратчĕç. Сурăхĕсем кил тĕлне тахçанах маннă. Те пур вĕсем, те йăрă çынсем тахçанах пусса çисе пĕтернĕ вĕсене - йĕркеллĕ урăлса та курман хĕрарăмăн кун çинчен шухăшлама кăмăлĕ те пулмарĕ. Чăххи-чĕппи тахçанах кÿрше каçса пĕтнине те асăрхамарĕ вăл. Унăн пуçĕнче халĕ пĕртен-пĕр шухăш пулчĕ - тата ăçтан тупмалла ку хаяр шĕвеке? Малтанах хăй килĕнче шăв-шавлă ушкăн пуçтараканскер халĕ килĕрен ыйтса çÿреме те именмерĕ вăл. Алли-ури чĕтренине асăрхакансем шелленипе пĕрер черкке ярса паратчĕç. Мухмăрла вилсе каясран хăратчĕç. Те шелленипе темелле ĕнтĕ вĕсем çинчен? Ара, хĕрарăмăн çăмăлланмалли вăхăчĕ çитсе пынине пурте асăрхаççĕ-çке. Ачи пирки кăштах та шухăшламалла мар-ши? “Хаярланмасăр” пĕр кун та иртменскерĕн мĕнле пепке çуралĕ-ши? Хăшĕ-пĕри, чăн та, тăна кĕме ÿкĕтлесе пăхатчĕ хĕрарăма. Анчах кунпа çĕре, ыррипе усаллине пăтраштарма пуçланă хĕрарăм ун пеккисем çине хар! кăна кăшкăратчĕ. Çакăн пек самантра шартах сикетчĕ Алюш. Амăшĕ, унăн пулас амăшĕ пачах улшăнчĕ-çке. Хаваслă кăмăлĕ, çепĕç сасси таçта çухалчĕ унăн. Алă айне никам та çакланмасан варти пепкипе те вăрçăнатчĕ хĕрарăм. Пĕррехинче вара ылханчĕ те...

Шăршлă арçынпа явăçнă хыççăн хĕрарăм алăран алла кайрĕ темелле. Инке-арăмсене савакансем, ĕçкĕç, тĕрлĕ йăх-яхпа пĕрле унăн алăкне çĕрлесерен хĕрарăм шăршине туйса курма ĕмĕтленекенсем те пырса шаккатчĕç. Пурнăç тутине çухатнă хĕрарăм никама та тиркеми пулчĕ. Хакĕ те пысăк марччĕ унăн - йÿççине кăна пĕрле илсе пымалла. Манасчĕ, ах, йăлтах манасчĕ, пуç минретĕр, кĕлетке кисрентĕр, чун вăтантăр та пăчлантăр. Çакăн пек самантсенчен пĕринче, чунĕ пачах та тăвăлса çитнĕ вăхăтра - ăстăнпа, ÿтпе пĕрле ÿсĕрĕлмест тата мур! - ылханчĕ те варти пепкине хĕрарăм. Вăл пулман-тăк тахçанах татмалла-мĕн хăйĕн пурнăç çиппине. Вăл, телей илсе килменскер, мĕн тума тĕвĕленнĕ-ши пĕреххут? Ашшĕ-амăшне савăнăç кÿменскер çак çĕр çине килсен хăй телей курма ĕмĕтленет-и-ха тата? Ачипе юлашки вăхăтра хăçан калаçнине те астуман хĕрарăм сапрĕ те сапрĕ сăмахне, сура-сура ылханчĕ. Пуçĕпех минресе каяйман тăнĕ-пуçĕ хăй мĕн хăтланнине юлашкинчен çапах та çавăрса ăсласа илчĕ курăнать - хĕрарăм йăванса кайса кăшкăрчĕ, хурлăхлăн, асаплăн нăйкăшрĕ. Ачинчен те, Турăран та чунран ÿкĕнсе каçару ыйтма кăна пĕлмерĕ...

* * *

Çак кун ун патне каллех çав шăршлă арçын пырса çитнĕччĕ. Тĕрĕссипе, кашни кун тенĕ пек ĕçсе ÿсĕрĕлекен, пичĕ-куçĕ шыçăннă, сар чечек пек чиперукран ватăлса пĕкĕрĕлме ĕлкĕрнĕ хĕрарăма çаврăннăскер патне ыттисем питех çÿреме пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Астараканни текех нимĕн те юлманччĕ унра. Арçын яланхи пекех темĕнле шăршлă шĕвек тупса килнĕ. Кĕç-вĕç амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăм çавна пĕр-икĕ сыпкăм ăшне ярсан вăранса кайрĕ те тутлăн карăна-карăна çывăракан Алюш. Тутине йÿççĕн пăркаларĕ. Каллех... Каллех пуçланать ахăрсамана. Хăй те ку тĕнчене текех васкамасть Алюш. Ирĕкĕ пулсан шалта лайăх кăна çакланса ларĕччĕ те... Анчах та унта та йăлтах илтĕнет çав. Шалти тĕнчепе тултине пулас амăшĕн ÿчĕ кăна уйăрса тăрать-çке. Тата - пĕр утăм. Лайăх кăна тапса авăсса ямалла та туххăмрах тухса выртмалла. Анчах та Алюшран нимĕн те килмест çав. Ку тĕнчене килме кăмăлĕ пулнă-и арçын ачан - çакна та никам та ыйтман унран. Тен, май пулнă-тăк, Алюш пачах урăх ашшĕ-амăшне суйлĕччĕ? Мĕншĕн пепкесене çапла май туса паман-ши? Ырă кăмăллă, савăнăçлă, ĕçкĕпе иртĕхмен хĕрарăма суйлĕччĕ ун чухне Алюш. Çакăн патне çитсен арçын ачан чунĕ сÿлетсе ыратса кайрĕ. Аннене суйлама пулать-и вара? Унран лайăхраххи, çывăхраххи, тăванраххи çĕр çинче никам та çук-çке. Ĕçет-и вăл е ĕçлет-и, ачаш-и вăл е усал-и - аннерен пахи никам та çук. Алюшăн амăшĕ пулмалли хĕрарăм та малтанах мĕн тери лайăхчĕ-çке. Мĕн тери юрататчĕ ăна арçын ача. Савăнăç, тулли телей кĕрлесе тăратчĕ вĕсен килĕнче. Ытла хăвăрт арканчĕ пурнăç. Алюш ку тĕнчене килсе те ĕлкĕреймерĕ.

Ыратнипе асапланса турткалашнă вăхăтра арçын ача пÿртре “çил-тăвăл” мĕнле тухнине сиссе те юлаймарĕ. Яланах шăв-шавпа вĕçленетчĕç-ха хутшăнусем. Яланах - пĕр сăлтавпа. Ĕçмелли çитместчĕ. Туянмашкăн укçа çук. Кÿршисем Алюшăн амăшне кивçен пама тахçанах пăрахнă. Лавккари пирки калаçмалли те çук. Кивçен иле-иле парăмĕ пухăнса кайнă - хĕрарăм ăна пĕр ĕмĕрте парса та татаймĕ.

“Кай, туп!” - ниепле те чарăнаймарĕ, çиллине шăнараймарĕ усал арçын. Алюшăн амăшĕ ăна хĕрарăм пек илĕртме пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Хăй çапла калатчĕ: “Хĕрарăм-и эсĕ - арçынна вăратаймастăн! Урай мунчали вырăнне кăна усă курмалла санпа!” - мăшкăллатчĕ вара вырăн çинче ĕç кăлараймасан. Хăшĕ айăплăччĕ - ача ăсĕпе çакна тĕшмĕртейместчĕ Алюш. Малтанах хĕрарăмсем патне чупма юратакан арçыннăн, чăн та, хевти хăвăрт чакрĕ курăнать. Пырĕ кăна чараксăрччĕ. Темĕн чухлĕ лĕрккесен те тăранма пĕлместчĕ. Кашни кĕленчепе хаярланса кăна пыратчĕ. Хальхинче те çаплах пулса тухрĕ. Хĕрарăм эрех шырама каймашкăн йăшăлт та туманни арçынна уртарсах ячĕ пулас. Кĕтмен çĕртен вăл сĕтел хушшинчен питĕ хăвăрт сиксе тăчĕ те минреме ĕлкĕрнипе кравать çине месерле кайса ÿкнĕ кил хуçи патне таплаттарса пычĕ. Ăна тахçанах супăнь-порошок курман минтер пичĕ тăрăх сапаланнă сарă çÿçĕнчен яваласа илсе урайне сĕтĕрсе антарчĕ, ăçтан лекнине пăхмасăрах çапрĕ-тапрĕ. Хĕрарăма çак самантра тем пулчĕ - ачи пирки çавра çил евĕр вăррр! шухăш пырса кĕчĕ пуçне. Хырăмне аллипе хуплама тăчĕ вăл. Арçынна вара ку тата ытларах уртарчĕ кăна: “А-а-а, никама кирлĕ мар икĕ анчăк! Ачу та хăвăн пекех тăлăх çитĕнтĕр тетĕн-и? Ме апла пулсан!” - хĕрарăма хырăмĕнчен пĕтĕм вăйне пухса йывăр аттипе темиçе хутчен тапрĕ йĕксĕк.

Алюш амăшĕн юлашки сывлăшĕ мĕнле тухнине лайăх астăвать... Шари кăшкăрса ячĕ хĕрарăм. Касса янă çăка пек йăванчĕ урайне. Антăхса кайрĕ. Ыратнине туйса иличчен тăнне çухатрĕ. Кассăн-кассăн хăвăрттăн сывларĕ. Унтан лăпланса-лăпланса пынă пек пулчĕ. Пурнăçĕ тумламăн-тумламăн сăрхăнса тухса пычĕ, ахăр. Пĕр самант куçне уçанçи те пулчĕ-ха вăл. Алли хускалчĕ, хырăмĕ патне тăсăлчĕ. Унта текех нимĕн те мăкăрăлса тăманнине курса тем ыйтасшăн хăтланчĕ пулас - сасси тухмарĕ. Мĕн каласшăн ăнтăлчĕ-ши амăшĕ - хăй те аптраса ÿкнĕ Алюш çакна ăнланмарĕ. Хĕрарăм урайне чĕрнисемпе чĕрмелерĕ, пĕтĕм вăйне пухса ура çине тăма хăтланчĕ, анчах халĕ çитмерĕ, каялла лаплатрĕ те лаштах сывласа ячĕ. Урăх унăн ÿпкине сывлăш кĕмерĕ...

Тавралăха ача сасси çурса ячĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.