Комментари хушас

6 Çурла, 2015

Улма-çырла пуçтарсан

Çĕмрен пек вĕçет çуллахи вăхăт. Çурла уйăхне кĕтĕмĕр. Вăл çуллана вĕçлет. Ку уйăхра садри, пахчари ĕçсемпе пĕрлех пулса çитнĕ улма-çырлана, пахчаçимĕçе пуçтарса тирпейлемелле. Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ: пăхса çитĕнтернĕ çимĕçе вăхăтра тăварламалла е маринадламалла, варени-компот тумалла, салат-лечо пĕçерсе хупмалла. Ĕçĕ темĕн чухлех.

Августра улма-çырла йывăçĕсем ÿсме пăрахаççĕ. Мĕнпур вăйне йывăç çимĕçне аталантарма ярать. Кĕркуннехи сивĕччен пулса ĕлкĕрмелле-çке çимĕçĕн. Ăста пахчаçăсем çимĕç пиçнĕ тапхăрта йывăçсене шăварма сĕнмеççĕ. Шăварсассăн улма, груша вăйлă тăкăнать. Çимĕç ÿссе пынă майăн туратсене йывăр. Уйрăмах улма вăйлă паракан улмуççи турачĕсене хуçăлса анасран шалчасемпе тĕкĕлемелле. Тĕкĕ турата сиенлесрен тĕревленĕ тĕле çемçе япала хумалла. Тăкăннă панулмие пуçтарсах тăмалла. Мĕншĕн тесен чи малтан сиенленнĕ çимĕçсем тăкăнаççĕ. Хуртлă панулмине компоста яма юрать. Тăкăннă çимĕç тураса типĕтме е повидло пĕçерме те аван. Çуллахи панулми вăрах упранмасть. Çавăнпа тухăçа вăхăтра тирпейлемелле.

Çимĕç тăкăнса пĕтнĕ хыççăн 2 эрнерен çуллахи улмуççи сорчĕсен тымарĕ ÿсме пуçлать. Çак вăхăтра улмуççи йĕри-тавра лайăх çĕрнĕ тислĕк сапса тăпрана кăпкалатмалла, шăвармалла. Типсе пĕрĕннĕ çулçăсене татса çунтармалла. Мĕншĕн тесен унта тĕрлĕ чир-чĕр аталанать, хурт-кăпшанкă çăмарти нумай.

Хурлăхан, крыжовник, хăмла çырли тĕмĕсене те çимĕç пиçнĕ вăхăтра шăвармалла мар: çимĕç шывак пулать. Çырлана пуçтарса пĕтернĕ хыççăн тĕмсене çĕрнĕ тислĕкпе е фосфорлă-калиллĕ удобренипе апатлантармалла, шăвармалла. Çимĕç панă хăмла çырли туни типсе хăрать. Вĕсене май пулсан кĕркуннене хăвармасăрах касса пуçтармалла. Çамрăк хунавсене аталанма, чир-чĕр сарăласран упранма пулăшать çак ĕç.

Чиен, сливăн, сырланăн, сиренĕн тымартан тухакан хунавĕсене те августра иртмелле. Хунава куçарса лартас тесен тĕмрен аяккараххине суйлăр. Тĕм çывăхĕнчи хунава кăларнă чухне тĕп тымар сиенленме пултарать.

Енчен те йывăç-тĕмĕн тимре /парша/ е ытти чирĕсене асăрхарăр пулсан çимĕçе пуçтарса илнĕ хыççăн тĕрлĕ имçампа пĕрĕхме юрать. "Вектра" е "Скор" препаратсем аван.

Август пуçламăшĕнче çĕр çырлине куçарса лартассине вĕçлемелле. Çамрăк тĕм сивĕтиччен лайăх аталанса çулçă кăларма ĕлкĕрмелле. Çулçă çырла тĕмне хĕлле тымара сивĕ лекесрен хуплама кирлĕ. Хăшĕ-пĕри çĕр çырли çеçкине çимĕçе пуçтарнă хыççăн çулса пăрахать: чир-чĕр аталанасран упрать имĕш. Çакă тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен çырла тĕмĕ тепĕр çул валли çырла папкине аталантарас вырăнне çулçă ÿстерме пуçлать. Çулçă кĕркунне "витĕнме" кирлĕ ăна. Çулçăпа витĕнме ĕлкĕреймен çырла тĕмне хĕлле сивĕ лексе пĕтерме пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.