Йĕркеллĕ хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ
Акăлчансен "Кашни вăйлă арçын хыçĕнче вăйлă хĕрарăм тăрать" каларăш пур. Ăна хамăрлатса "Хĕрарăма итлесен пурнăç тума пулатех" тейĕттĕм. Арçынсем хăть те мĕн калаччăр та, ку тĕрĕсех. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕн хĕрарăмĕсемпе паллашнă хыççăн ăслă çак шухăш тепĕр хутчен çирĕпленчĕ.
Çĕнĕ Эйпеç Шупашкартан - 248, Улатăртан 48 çухрăмра вырнаçнă, йĕри-тавра - чăтлăх. Çавнашкал тăрăхра çынсем мĕнле пурăнни яланах кăсăклантаратчĕ. Ĕç çук, хулана тухса çÿреме инçе... Çынсем çурчĕсене хупса тухса каймĕç-ши? Çак ыйтăва Эльвира Усьманкина уçăмлатрĕ: "Уй-й! Ниçта та тапранас килмест, хăнăхнă та кунтах лайăх пире. Пĕр-икĕ кунлăха Шупашкара кайрăм, тăвансем патĕнче çĕр выртнă чухне ыйхă килмерĕ, килеллех чун туртрĕ. Ачасем те хулара нумайлăха тытăнса тăраймаççĕ", - терĕ вăл. "Ялта та халĕ условисем пур, хуларинчен те лайăхрах. Унта укропа та укçан туянмалла. Пирĕн вара пахча çимĕçĕ, улми-çырли йăтăнаççĕ. Вăрманта тем тĕрлĕ кăмпа ÿсет! Хулара пур-ши çавнашкал ырлăх?" - хушса хучĕ Наталья Степанова. Марина Степанова та ял пурнăçне хулари канлĕхпе тем парсан та улăштарасшăн мар. Малалла вулас...