Комментари хушас

4 Çурла, 2015

Чăпар тыркас шăхăрать

1955 çулччен вăл республикăра йышлă ĕрченĕ. Сунарçăсем тирне хатĕрлев кантурне парса укçа тунă. Акă, çакна çирĕплетекен цифрăсем.

1935 çулта - 6000, 1950 ç. - 1900, 1952 ç. - 7300, 1954 ç. - 8100, 1955 ç. - 10200, 1959 ç. - 1900, 1963-1965 çç. - 200-шер, 1966-1988 çç. 100-шер сутнă. Брежневпа Горбачев саманинче тыркас сахал тытнă. Кантурсем 1989 çултанпа тирне пачах илмеççĕ.

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тыркас шучĕ нумай хут чакнă. Çакна мĕнле ăнлантармалла-ха? Ялхуçалăх культурисене çитĕнтернĕ чухне хими имçамĕпе, минерал удобренийĕпе тухăçлă усă курнă. Вĕсем тыркаса çеç мар, ытти чĕрчуна та пысăк сиен кÿчĕç. Ялсенче плотина пайтах тунă. Çавна пула çĕр айĕнчи шыв шайĕ хăпарнăран типпе кăмăллакан тыркассен урăх хысаклăха куçма тивнĕ.

Хальхи вăхăтра тыркассене хăшпĕр районта çеç асăрхатăн. "Сăрçи" заповедникăн Патăрьелпе Елчĕк лаптăкĕсенче, Çĕрпÿ районĕнчи сăвăрлăхра патшалăх инспекторĕсем хÿтĕлеççĕ. Республикăра вĕсен шутне ÿстерессишĕн нихăçан та ятарласа тĕллев тытман. Вăл пачах вилсе пĕтме пултарать. Пирĕн пата Чăваш Ен тулашĕнчен куçмаççĕ, кÿршĕсем патĕнчен илсе килсе ямастпăр. Республика тавралăхне ÿлĕм те илем кÿтĕр тесен çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан темиçе талккăшĕнче ĕрчетме палăртмалла.

Вениамин ДИМИТРИЕВ,

биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

 

Пирĕн справка

Чăпар пулнăран /кĕрен-хăмăр çăмĕ çинче пăрçа пысăкăш шурă çаврашкасем/ тата тырра каснăран çак чĕрчуна чăпар тыркас тенĕ. Тăршшĕ 17-23 см, 200-400 г таять. Çĕре 2-5 м тарăнăш алтса пĕр çĕрте вăхăтлăх, тепринче яланлăх йăва тăвать. Вăл нумай пÿлĕмрен тăрать. Çемье апатланма ешĕллĕхе сывлăм типсен тухать. Каç ĕнтрĕкĕ чаршавĕпе тавралăха хупличченех йăвана кĕрсе пытанаççĕ. Çемьери тĕп ама 3-11 çăвăр тăвать. Пĕр пÿлĕмре пухăнса хĕлĕпех тĕлĕреççĕ.

Совет тапхăрĕнче колхоз-совхозăн, ял çыннисен выльăх йышлăччĕ. Ăна апат нумай кирлĕрен тата патшалăха ялхуçалăх продукцийĕ сутмалли план пысăк пулнăран ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çырма-вар патне çитичченех сухаланă. Çавăнпа тыркассемшĕн çеç мар, ял кĕтĕвĕшĕн те улăх-çаран сахал юлнă. Ĕçченскерсем çеремлĕ çырма-варăн вашмăк хысакне йышăннă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.