Комментари хушас

4 Çурла, 2015

Куçăхнă телей. Рита АРТИ

Калав

/Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Пасара сукмак такăрлатиччен ялти шкулта ĕçленĕ, сарăмсăр вилнĕ мăшăра юлашки çула ăсатма пĕтĕм тавраран пухăнчĕç. Хисеплетчĕç çав вĕсене. Хăйсем вĕрентнĕ ачасем юратнă учителĕсемпе сывпуллашма таçтан та çитрĕç. Шăпах çавăнта курчĕ те Алюшăн пулас ашшĕ унăн пулас амăшне. Вăл та ăс пухнă вĕсен патĕнче. Анчах чунтан хисепленĕ çыннисен çемйинче çакăн пек сарă чечек ÿснине пĕлмен. Акă, епле хурлăхлă хыпар сăлтавларĕ вĕсен паллашăвне.

Мăшăра тирпейлесе пытарнă хыççăн хĕр патне тăтăшрах та тăтăшрах çÿреме пуçларĕ арçын. Малтанах - лăплантармалла тенĕ пек. Ара, хĕрĕн урăх тăванĕ-пĕтенĕ никам та çук. Тăлăх турата такам та кÿрентерес тейĕ. Ашшĕ-амăшĕ укçа нумай хăварнă тесе çаратма кĕрес текен те тупăнĕ - çын кĕсйинчине шутлама питĕ юрататпăр вĕт. Çапла арçын пĕррехинче çĕр каçмаллах юлчĕ - малтанхи каçхине такам алăкран шăкăртаттарнă пек туйăннă та пикене, çакна вăл пĕр пытармасăр каласа пачĕ.

Хĕре пĕрре курсах пуçне çухатнă пулин те туйăмĕсене ирĕке яма васкамарĕ-ха арçын. Чечек пекскерне амантасран хăрарĕ. Тепĕр тесен, хĕрачан шкултан вĕренсе тухасси те тата икĕ çул. Анчах вăхăт иртрĕ. Пахчари, кил тĕрĕшри ĕçсене вĕçлемешкĕн пулăшакан арçын тăтăшрах та тăтăшрах тытăнса тăракан пулчĕ. Хĕр чунĕнче те юрату кăвайчĕ хĕмленме пуçланине хĕрарăм тутине тахçанах туйса курнă арçын самантрах туйрĕ. Халиччен каччăпа алăран та çавăтăнса, куçран куç пăхса курман пикене, тепĕр тесен, нумай кирлĕ-и? Арçын юнашар тăни те унăн кĕлетки тăрăх вĕри хум хăвалатчĕ. Чĕри кун пек чухне читлĕхе хупнă кайăк пек тапăлтататчĕ. Эх, çамрăклăх! Хĕмленекен икĕ кăвайта сÿнтерме пулать-и вара? Çулталăк ытла туслă çÿренĕ хыççăн тулса çитнĕ икĕ пĕвене Алюшăн пулас амăшĕпе ашшĕ те чарса çитереймерĕç. Туйăм хĕмленчĕ, ÿт чĕтренчĕ - хĕрарăм варĕнче çĕнĕ чун тĕвĕленчĕ. Çие юлнине пĕлсен ЗАГСра турткаланмарĕç, хĕрĕн çул çитмен пулин те, çырăнма ирĕк пачĕç. Арçын çĕр чĕтретсех туй кĕрлеттересшĕнччĕ те - хĕрлĕхне упраса хăварайман пике шур пĕркенчĕк уртма именчĕ. Чи çывăх тăванĕ-пĕтенне пĕчĕк ĕçке чĕнсе кăна паллă турĕç мăшăрланнине. Пике енчен унта тус-тантăшĕ кăна пулчĕ. Çак кунранпа Алюш çуралас килте телей йăва çавăрчĕ. Кашни ир савăнăçран пуçланатчĕ. Кашни каç тулли кăмăлпа вĕçленетчĕ. Алюшăн пулас асламăшĕ Турăран пиллĕх ыйтса кĕлĕ тăватчĕ, ачисем - кинне вăл хĕрĕ вырăнĕнчех йышăнчĕ - çине пăхса савăнăçне пытараймастчĕ. Арçын вара утса мар, вĕçсе тенĕ пек çÿретчĕ, телей вĕçĕмсĕр иккенне ĕненетчĕ.

Çакна кăна шута илмен арçын - телей çинчен ытла хыттăн калаçмаççĕ, тĕнче илтмелле пушшех те кăшкăрмаççĕ. Куçăхрĕ курăнать вĕсен телейĕ... Телей пирки ĕмĕтленнине шыв сисрĕ-тĕр, хумĕсене хăвала-хăвала малалла васкарĕ-тĕр, Алюшпа унăн ашшĕ-амăшĕн ырă шухăшĕ çинчен тĕнчене пĕлтерме хыпаланчĕ-тĕр... Кашни шыв кукăрĕнче акрĕ-тĕр çак хыпара, çырана çапăнмассерен пăшăлтата-пăшăлтата каласа хăварчĕ-тĕр... Шыв хĕвел питтинче пăслана-пăслана ырă хыпара тÿпене илсе хăпарчĕ-тĕр, çумăр пулса уйсем, вăрмансем çине шĕпĕртетрĕ-тĕр... Çапла майпа телей çинчен ĕмĕтленни çил хăлхине кĕчĕ-тĕр. Çил кăларса, вашкăртса, çавра-çавра явăнса усал çынсем патне çитрĕ-тĕр... Усал вара ыттисене ырă туни хăçан пур? Çĕре тапа-тапа ылханчĕ те пуль, сура-сура вăрçрĕ те пуль. Усалтан хăтарса хăварма пултаракан ырă хăватсем çак самантра тĕлĕрнĕ вăхăт пулчĕ-ши? Сарă хĕвел те хура та йывăр пĕлĕтсен хыçне çакланчĕ-ши? Пирĕштисем, Алюша хÿтĕлесе, упраса тăмалли пирĕштисем, çак самантра мĕн ĕçпе аппаланчĕç-ши тата?! Ах, анчах, ара, Алюш çуралса ĕлкĕреймен-çке вăл вăхăтра! Пирĕштийĕсен те куçĕ уçăлса, хăлхи çивĕчленсе çитеймен апла...

* * *

Çуралаймасăрах юлчĕ Алюш ашшĕнчен. Кураймарĕ арçын хăй чунтан, куç пек кĕтнĕ ывăлне. Чунне арăмĕн варти пепкипе калаçса лăплантарни кăна пулчĕ, ачине ÿт урлă шăлса, ачашласа кăна йăпанса ĕлкĕрчĕ ашшĕ. Арçыннăн салтака кайма ят тухрĕ те çывăх çыннине тăванĕсем çула пуçтарăнма пулăшрĕç. Тĕрĕссипе, çулĕ те самай, ячĕ те тахçанах тухнăччĕ-ха арçыннăн. Анчах та пăтравлă саманара салтака каяссишĕн çунма пăрахрĕ те яш-кĕрĕм, вăл та çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçлассинчен ыттисемпе пĕрлех пăрăнма тăнăччĕ. Повестка килнине пăхмасăрах ют хулана ĕçлеме тухса каятчĕ - унта ăна кам шыраса туптăр? Çапла майпа темиçе çулах тарса çÿреме май килнĕччĕ. Анчах та мăшăрлансан, арăмĕ ача кĕтнине пĕлсен арçын шухăшне улăштарчĕ. Ара, ÿссе çитсен ывăлĕ ăна мĕн калĕ? Мĕнле тĕслĕх пулĕ вăл пепкишĕн? Пушшех те - çĕршывра лару-тăру улшăнма пуçланăччĕ. Маларах хисепне, пĕлтерĕшне, сумне пач çухатнă çар вăй илсе пыма пуçланăччĕ. Ывăл салтака юрăхлă пулнăшăн савăнать те чăваш, пехиллесех, ырă сунсах ял хапхи патне çитиех ăсатрĕç ăна. Каялла чĕрĕ-сывă çаврăнса çитме сунчĕç. Арçыннăн ăшĕ ытла та çунчĕ курăнать. Тен, чунĕ тем ырă мара сисрĕ. Юлашки хут пулнине туйсах-ши, машина çула кăрт! тапрансан хыçалалла çаврăнса пăхрĕ вăл. Савнă мăшăрĕпе алă сулсах сывпуллашрĕ, варти Алюша курас пек хĕрарăмăн кăшт мăкăрăлма пуçланă хырăмне куçĕпе пăраларĕ. Тути тем мăкăлтатрĕ çак самантра - каллех Алюшпа калаçрĕ, ахăр. Куçĕ сиккелерĕ. Пырĕнче тем капланчĕ. Туйăм авăрне путнă май ял халăхĕ: «Ан пăх, ан çаврăн, юрамасть, ах, ырра марах!» - тесе кăшкăрнине те, çынсем каялла çаврăнма хушса аллисемпе сĕлтнине те асăрхамарĕ. Унăн куçĕ умĕнче юратнă мăшăрĕ, унăн пăхаттир ывăлне кĕтекен мăшăрĕ, хырăмне каçăртса тăчĕ. Каçăртса тени тĕрĕсех мар-ха. Пит каçăрăлмалăхах çукчĕ-ха ун чухне Алюш. Хĕрарăм та, унăн та чунĕ вăркарĕ пуль çав, мăшăрне инçе-инçе ăсатнă май кĕç-вĕç тĕпрен каснă йывăç пек татăлса анма хатĕрччĕ. Юрать-ха, тантăшĕсем, кÿршисем юнашар пулчĕç. Вĕсем çине тайăнса машинăна, савнă çыннине ĕмĕрлĕхех аякка илсе каякан машинăна, мĕн куçран çухаличченех пăхса ăсатрĕ хĕрарăм. «Ах, анчах, кун пеккине тахçанах курман... Ырра пултăр кăна ĕнтĕ...» - хăйсем çине хĕрес хыва-хыва саланчĕç ял çыннисем. Алюшăн пулас ашшĕшĕн çакă çул юлашки пулнине, унăн сукмакĕ тăван ял еннелле текех хывăнаймассине кам шухăшлама пултарнă-ха ун чухне?

Çак ÿкерчĕке сăнакан хĕвел те нумай тытăнса тăмарĕ, çывăхри тăхлан пĕлĕтсем хыçне пытанчĕ. Те хĕвел макăрчĕ çак кун, те çумăрах çурĕ - кĕçех тÿперен пăт-пат ÿккелеме пуçларĕ те пĕр кĕтмен çĕртен - ара, ир кăна янкăр кунччĕ - тÿпе маччи персе анчĕ. Алюшăн пулас амăшĕ те киле чăх пек йĕпенсе таврăнчĕ. Юрать-ха, çумăр витререн тăкма пуçличчен кăшт маларах ĕлкĕрчĕ.

* * *

Çакăнтан пуçланчĕç Алюшăн синкерлĕ кунĕсем. Ялйыш, тăванĕ-пĕтенĕ сунни пурнăçланмарĕ. Алюшăн пулайман ашшĕне, хĕсмете тин кăна илнисемпе пĕрле кăшт вĕрентнĕ хыççăн, «вĕри точка» теме хăнăхнă вырăна янине кăна пĕлет пĕчĕк каччă. Ун чухне унăн пулас амăшĕ пулас ашшĕнчен юлнă ырă йăлапа варти пепкипе калаçатчĕ-ха. Хĕсметрен килсе ĕлкĕрнĕ кашни çырăва вула-вула кăтартатчĕ. Савăннипе кăлт-кăлт тапатчĕ ача чĕри. Епле маттур унăн пулас ашшĕ! Çĕр-çĕр салтак хушшинче те хастарлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе, çивĕч ăстăнĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ-çке чăваш каччи. Вăл та çитĕнсен ашшĕ пекех пулĕ. Çĕршыв чиккине усалран унран кая мар хÿтĕлĕ. Ватăлас енне кайнă ашшĕ-амăшĕн ыйхи лăпкă пултăр тесе тăрăшĕ.

Анчах тем самантра улшăнчĕ çанталăк. Пĕррехинче Алюшăн пулас амăшĕ чунран хурланса макăрчĕ: йăвана-йăвана, чунран татăлса, ĕмĕрлĕх суранланнă кашкăр ами пек ÿлерĕ. Тĕлĕнмелле, çамрăк хĕрарăма лăплантаракан сасă илтмерĕ Алюш. Пĕччен асапланчĕ курăнать унăн пулас амăшĕ. Хăйĕнпе калаçакан çуккине кура аталанса кăна пыракан пĕчĕк чун ним шухăшлама та пĕлмерĕ, таврара мĕн пулса иртнине те ăнкармарĕ. Асламăшĕ, хĕвел чунлă асламăшĕ, ывăлĕ пирки илтнĕ усал хыпара чăтайманнине те пĕлмесĕрех юлчĕ Алюш. Ăçтан пĕлтĕр-ха вăл çакна - инкек килсе çапнă хыççăн унпа текех никам та калаçакан пулмарĕ. Пулас амăшĕ ăсран тайăлнă пек перкелешрĕ-ха пĕр вăхăт: «Аçу çук текех, Алюш, аçу çук, çук, çук аçу...» Çакна илтсен варти пепкен чĕри пулас амăшĕн арпашуллă сăмахĕсемпе пĕрле тапрĕ - çук, çук, текех çук, çук, аçу çук... Анчах амăшĕ аташать пек туйăнчĕ те, пушшех те - унăн сăмахне çирĕплетекен никам та тупăнмарĕ, Алюш иккĕленчĕ, хурлăхлă хыпара ĕненме васкамарĕ. Кĕтрĕ пĕчĕк чун, ашшĕн аллине кĕтрĕ, унăн кăкăртан тухакан хулăн ачаш сассине кĕтрĕ. Арçын киле таврăнса хăй мĕн курса, мĕн тÿссе çÿрени çинчен каласа парасса кĕтрĕ. Яланах хаваслă кăмăллă арçын таврана янраттарса кулнине илтес килчĕ унăн. Кун пек чухне Алюш хăйне нихçанхинчен телейлĕрех туяканччĕ. Кĕтсе илеймерĕ... Ашшĕн ăшши кăна ачин чунĕнче ĕмĕрлĕх варăнса юлчĕ...

/Малалли пулать/.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.