Комментари хушас

31 Утă, 2015

Вырма, тырă хакĕ тата ытти ыйту

Красноармейски районĕнче АПК комплексĕн, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне йĕркелекен ыйтусемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем «Красное Сормово», «Таябинка» хуçалăхсенче вырма ĕçĕсемпе паллашрĕç, районти культура çуртĕнче АПК отраслĕнчи кăçалхи ултă уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, тырă хакне палăртрĕç, ытти ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Уйри мар, кĕлетри - тухăç

Сап-сарă тинĕсре «хир карапĕсем» пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн шăваççĕ. Кĕрхи тулă ĕççыннине тав тунăн тулли пучахне уснă. Анлă уй-хирте техника кĕрлени кăна илтĕнет.

- «Московский-39» кĕрхи тулă ыттисенчен маларах пиçсе çитнипе вырмана унран пуçлатпăр. Хальлĕхе гектар пуçне 40 центнертан кая мар тухать, - кăмăллăн пĕлтерет «Таябинка» агрофирма ертÿçи Александр Афанасьев. - Кăçал пирĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2800 гектар ытларах вырса кĕртмелле. Унсăр пуçне куккурус - 514, çĕрулми 200 гектар йышăнать. Çавăнпа вырмана çийĕнчех тухрăмăр. Кăçал ултă комбайн уй-хире кăлартăмăр. Çанталăк лайăх тăрсан кунне 550-560 тонна вырса çапаççĕ.

«Сарă ылтăна» тырă тасатса типĕтекен комплекса турттараççĕ. Ăна хуçалăх иртнĕ çул хăй укçи-тенкипе тунă. 25 млн тенке кайса ларнă вăл. Хăватлă комплекс сехетре 50 тонна тырă типĕтет. Уй-хиртен кĕнине йăлтах тасатса типĕтме ĕлкĕрет. Куккурус та вăрлăхлăх акнă. Çумăр, ăшă çанталăк тăнипе вăл парка та çÿллĕ çитĕннĕ. «Тухăçа упрама çитес çул тепĕр хранилище тума тивет, вырнаçмасть», - терĕ ертÿçĕ юсаса çĕнетнĕ складсене кăтартнă май.

«Красное Сормово» хуçалăхра вара тырра типĕтнинчен ытларах выльăх-чĕрлĕх валли консервлаççĕ. «МАХ 110» техникăна пĕлтĕр 3 млн тенкĕлле туяннă.

- Кăçал çанталăк йĕперех тăрать. Вăл вара вырнă тырра типĕтмесĕрех лапчăтса полимер михĕсене тултарать. Çапла майпа консервланă тырă хĕлĕпех пăсăлмасть. Выльăхшăн тутлăхлă паха апат, - паллаштарать хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов.

Кун пек техника республикăра иккĕ кăна, тепри - Шупашкар районĕнчи «Чурачикский» хуçалăхра. «Красное Сормово» предприяти те темиçе эрне каяллах вырмана тухнă. Юсаса çĕнетнĕ складра тырă купи ÿссех пырать. «Нÿрĕклĕхĕ кăçал пысăкрах, 30 процент таранах», - теççĕ ĕçченсем. - Юрать, тырă типĕтмелли оборудование газ çине куçарнă. Унсăрăн дизтопливо туянсах укçа пĕтетчĕ».

Йĕтем çинче шкул ачисем те тăрăшаççĕ. «Эпир вĕсене хĕрÿ тапхăрта яланах ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕ те хирĕç мар. Кайран хăшĕ-пĕри хуçалăхра юлĕ-и, тен?» - пĕлтерчĕ Святослав Петрович.

 

Пĕрин ÿсет, теприн чакать

Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи çур çулта республикăра ялхуçалăх производствин индексĕ 102,5 процент пулнă. Кăçал Чăваш Енри АПК отрасльне патшалăх пулăшăвĕ 2,69 млрд тенкĕлĕх памалла. Çав шутра федераци бюджетĕнчен - 1,89 млрд, республика хыснинчен 807,2 млн тенкĕ. Укçана вăхăтра уйăрнине, унпа тухăçлă усă курнине палăртмалла.

Чăваш Республикин кризиса хирĕç йышăннă планĕпе килĕшÿллĕн РФ Правительстви фермер ĕçне пуçăнакансене - 15, 2 млн, çемье фермине аталантарма 19,2 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă. Отрасле инвестици кредитне явăçтарасси те ÿссех пырать. Анчах федераци бюджетĕнчен уйăракан субсиди кредита финанслама çителĕксĕртерех.

Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи июль уйăхĕ тĕлне республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче аш-какай - 49,6 пин, сĕт 226 пин тонна туса илнĕ. Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Тăвай, Етĕрне районĕсенче аш-какай илесси уйрăмах сахалланнă. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи пысăк хуçалăхсен çур çулхи кăтартăвĕ 67,2 тоннăпа çеç танлашнă. Улатăр ?63 тонна%, Сĕнтĕрвăрри ?46,7%, Куславкка ?27,8% районĕсен кăтартăвĕ вара вăтам фермер хуçалăхĕннинчен те пĕчĕкрех. Сĕт илессипе Çĕмĕрле, Етĕрне, Пăрачкав, Йĕпреç тăрăхĕсенче çителĕксĕр ĕçленĕ.

Июль тĕлне республикăра мăйракаллă шултра выльăх 203,3 пин пуç шутланнă, çав шутра сăвăнаканни - 92,7 пин, сысна - 176 пин. Çак тапхăрта чăх-чĕп, сурăх-качака йышĕ палăрмаллах ÿснĕ.

Ултă уйăх кăтартăвĕпе аш-какай туса илессипе Федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен виççĕмĕш вырăнта, сĕтпе вара - улттăмĕшĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене çĕнетнипе те çыхăннă. Кăçал ĕне фермисене юсаса çĕнетме, тума 15 инвестици проекчĕ хута каймалла.

Аш-какай туса илес ĕçре чăх-чĕп фабрикисен тÿпи пысăк. Çур çулта вĕсенче производство калăпăшĕ 25 процент хăпарнă.

ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов каланă тăрăх - çур çулта ĕне пуçне 2507 кг сĕт сунă. Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Шупашкар районĕсенче виçĕ пин ытларах та. «Асаново» ?Комсомольски районĕ% хуçалăхра вара кăтарту 4 пин килограмран та иртнĕ.

Кăçал акакан-сухалакан лаптăксем 573,7 пин гектара çитнĕ ?пĕлтĕрхин 102,7 проценчĕ%, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 290,5 пин, çĕрулми 34,2 пин гектар. Акнă-лартнă лаптăксем иртнĕ çулхинчен ÿснĕ. Çав вăхăтрах Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тăрăхĕсенче вăл пĕчĕкленнĕ.

Иртнĕ çул пахчаçимĕç, çĕрулми упрама 10 хранилище хута кайнă.

2015 çулхи январь тĕлне республикăра усă курман çĕр 45,2 пин гектар пулнă. Çак вăхăт тĕлне 1839,2 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал татах виçĕ пин гектара яхăн усă курман çĕр тупса палăртнă. Вăрнар тăрăхĕнче кăна икĕ пин гектар ытла. Çав хушăрах «Алатырь-Корма» пĕрлешÿ темиçе çул юхăнса выртнă 6,8 пин гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă.

Кăçал кĕрхи культурăсене çĕр пин гектар çинче акса хăвармалла. Кĕрхисем пысăк тухăç панине пăхмасăр хуçалăхсем унăн лаптăкне пĕчĕклетсе пыни сисĕнет.

Кăçал тĕштырă - 560 пин, çĕрулми 600 пин тонна пуçтарса илессе шанаççĕ. Хуçалăхсенче вырмана тухнă ĕнтĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕпе ял, вăрман, сунар хуçалăхĕнчи ĕççыннисен уйăхри шалăвĕ 13 пин тенкĕрен ытларах пулнă. Улатăр, Çĕмĕрле, Етĕрне, Йĕпреç, Пăрачкав енче унран та пĕчĕкрех.

Саппасра та пур

Çĕр ĕçченĕсене тырă хакĕ уйрăмах хумхантарать. Тар тăкнине кура тупăшне те тивĕçлипе илес килет. РФ Ялхуçалăх министерстви малтанлăха палăртнă тăрăх - кăçал пÿлмене 100 млн тонна тырă кĕмелле. Ку пĕлтĕрхинчен 6 процент сахалрах. Çав шутра 20-25 млн тоннине ют çĕршывсене ăсатмалла. Кăçал республикăра ялхуçалăх культурисем 573,7 пин гектар йышăннă, пĕлтĕрхинчен 15,1 пин гектар ытларах. Çулталăк пуçламăшĕнче саппасра 452, 5 пин тонна пулнă. Пулас тухăçа шута илсен Чăваш Ен кĕлетĕнче пĕр млн тонна ытла «сарă ылтăн» пулмалла. Тырă рынокне йĕркелеме кăçал «Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ» унитари предприятийĕ 13 пин тонна туянма палăртнă. Вăл рынок хакĕпе илет. Енчен хак пĕчĕкрех пулсан та палăртнă хисепрен чакмасть. Гаранти хакне тыррăн хăйхаклăхне, инфляцие шута илсе палăртаççĕ. Кăçал гаранти хакĕн чи пĕчĕк виçин ?НДС-а шута илсе% малтанхи хакĕсем çапла пулмалла:

Апат-çимĕç валли усă куракан 3 класлă тулă хакĕ - 8400 ?пĕр тонни%, 4-мĕш класли - 8000, апат-çимĕç валли усă куракан 1 тата 2 класлă ыраш - 6200 тенкĕ.

Ларура çавăн пекех Ялхуçалăх çыравне хатĕрленес тата ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.