Комментари хушас

30 Утă, 2015

Ишме пĕлетĕр-и?

Асăрханмасăр шыва кĕни пысăк хуйхă патне илсе çитерет. Ачасем кÿлĕне лайăх пĕлетпĕр, темиçе хут та кĕрсе курнă тесе пĕр шухăшсăр шыва чăмаççĕ. Анчах кун пек çăмăлттайлăх ырă кÿмест.

Ачасене ишме, çăлмалли хатĕрсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентес тесе МЧСра ĕçлекенсем тăрăшаççĕ. Кăçал вăл 25 çул тултарнине халалласа «25 сумлă ĕç» акци пырать. Çак акцие «Ишме вĕрен» тата «Путакана çăлмалли мелсем» программăсем кĕреççĕ. Сергей Аршиновпа Дмитрий Демиденко инспекторсем ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен лагерьсенче пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле эпир те хула çывăхĕнчи «Бригантина» лагере çитсе килтĕмĕр. Чи малтан инспектор ачасенчен ишме пĕлни пирки ыйтса пĕлчĕ. Нумайăшĕ пĕлни савăнтарчĕ. Ишме пĕлменнисене вара харпăр хăйне шанса çыран хĕрринче чăмпăлтатма мар, ишме вĕрентекен секцисене çырăнма хушрĕç. Ачасене правилăсене пăхăнмаллине каласа пачĕ. Шывра хамăра мĕнлерех тытмаллине те аса илтерчĕ. Çăлăнăç ункипе жилет тата Александров вĕренĕ /конец Александрова/ пирки каласа кăтартрĕ, вĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентрĕ. Кайран вара ачасем çав хатĕрсемпе «путакана» çăлма тăрăшрĕç. Кашниех çав хатĕрсене тытса курчĕ. «Путаканĕсем» вара вожатăйсем пулчĕç.

- Кун пек мероприятисем питĕ кирлĕ. Нумай чухне инкеке лекнĕ çынна çăлма кĕрсе каятăн та ниепле те туртса кăлараймастăн, хăв та унпа пĕрле путма пуçлатăн. Çавăн пек пулăмсенче вара çăлмалли хатĕрсем пулăшĕç. Халĕ жилетпа, çăлăну çаврашкипе тата Александров вĕренĕпе тĕрĕс усă курса çынна вилĕмрен хăтарма пултаратăп, - терĕ "путакан" çын вырăнне пулнă Стас.

- Эпĕ пĕчĕкренпех ишме пĕлетĕп. Хăш чух аттепе тата аннепе Атăла чăмпăлтатма каятпăр. Çавăнпа та паянхи мероприяти маншăн усăллă пулчĕ. Кунччен эпĕ путакана мĕнле çăлмалли пирки пĕлмен. Халĕ вара çăлса хăваракан хатĕрсене тытса та, "путакана" та пулăшса куртăм. Паллах, çăмăл мар. Хамăр тĕллĕн шыва кĕме каймалла мар, - хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарчĕ Соня.

- Çăлса хăвармалли хатĕрсем пирки хула ачисем кăна мар, ялтисем те пĕлме тивĕç. Вĕсем чылай чух жилетне тăхăнаççĕ-ха, анчах вăл мĕн тума кирлине пĕлсех каймаççĕ. Çăлса хăвармалли хатĕрсене курманнисем те тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та пирĕн кашни ача патне çитме тăрăшмалла, - палăртрĕ Сергей Аршинов.

Кун пек акцисем ачасене çеç мар, аслисене те усăллă. Кашни ача ишме вĕренсен, шывра хăйне мĕнле тытмаллине асра тытсан, путакана еплерех çăлса хăвармаллине пĕлсен инкек сахалтарах пулать. Ашшĕ-амăшĕ ачисене ялан асăрхаттарни те аван. Харпăр хăйне сыхламасан пире никам та сыхламасть.

Неонила ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.